21 декабря 2013 г.
Çулталăк вĕçлениччен 10 кун кăна юлчĕ. Организацисемпе учрежденисен ертÿçисемшĕн тата учет службин ĕçченĕсемшĕн ку тапхăр уйрăмах кăткăс. Кăçалхи хуçалăхпа финанс ĕçĕ-хĕлĕн тĕп операцийĕсене вĕçлес пулать, учрежденисене çитес çул тикĕс ĕçлеме майсем туса хатĕрлемелле.
РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсене тата йышăннă нормативпа право акчĕсене пурнăçласа иртсе пыракан çулталăкра эпир бюджет сферин ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçин виçине тапхăр-тапхăр ÿстерсе пытăмăр. Вĕсем «çул-йĕр карттисемпе» шайлашуллă пулса пычĕç. Ку мероприятисене пурнăçлама республика тата район бюджечĕсенчен пĕтĕмпе 30 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Ĕç укçи тÿлемелли тапхăр 2014 çулхи январь уйăхĕнчи уяв кунĕсемпе пĕр килнĕ май бюджет сферин учрежденийĕсен вырăнти бюджетран ĕç укçи илсе тăракан ĕçченĕсене декабрĕн иккĕмĕш çурришĕн ĕç укçи çак уйăхăн 24 - 27-мĕшĕсенче тÿлесе татма палăртнă. Çавăн пекех вырăнти бюджетпа усă куракансемпе учрежденисен ертÿçисем умне уйăрнă субсидисемпе тĕллевлĕ тата туллин усă курма задача лартнă. Муниципалитет учрежденийĕсен энергоресурссемпе усă курнăшăн парăмсем юлмалла мар.
Депутатсен районти Пухăвĕн декабрĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче районăн 2014 çулхи тата планланă 2015 - 2016 çулсенчи бюджетне йышăнтăмăр. Ăна йĕркеленĕ чухне Бюджет кодексĕпе палăртнă требованисене, районăн планланă тапхăрти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн прогнозĕсене шута илнĕ. Расхутсене ытларах хамăр тупăш çăл куçĕсемпе саплаштарасси тĕп вырăнта пулчĕ. Бюджет сферин ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме каякан укçа-тенкĕ калăпăшне, коммуналлă услугăсен, налуксемпе ытти тÿлевсен, çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕн расхучĕсене полномочипе пăхнă виçепе пĕтĕмпех шута илнĕ. Москакасси шкулĕн котельнăйне реконструкцилеме 4 млн. тенкĕ тата вĕренÿ учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме 1,5 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хунă. Çапах та 2014 çул бюджетне пурнăçланă май ку е вăл сăлтавпа бюджета тÿрлетÿсем те кĕртмелле пулса тухма пултарать. Кăçал та кун пекки пĕрре кăна мар пулчĕ.
Çĕнĕ çул çитсе килнĕ май районта налук тÿлессипе ырă тĕслĕх кăтартакансене тав сăмахĕ калас килет. Вĕсенчен килет те ĕнтĕ район, ял тăрăхĕсен бюджечĕсем тупăшсем енĕпе планланă пек пурнăçланасси, палăртнă ĕçсене туса ирттерме май çитересси. Планланă шайран ытларах тупăш илни вара район умĕнче тăракан кая хăвармасăр татса памалли ĕçсене туса ирттерме май пачĕ.
Хаçат вулакансене пурне те çитсе килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп! Çĕнĕ 2014 çул сирĕншĕн финас тĕлĕшĕнчен тăнăç пултăр, ыранхи куна шанчăкпа пăхма май патăр!
Р. АНАНЬЕВА,
район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ.