27 ноября 2013 г.
Çапла каласа параççĕ хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки почта çыхăнăвĕн Мăн Сĕнтĕр уйрăмĕн почтальонĕсем. Асăннă уйрăмра нумаях пулмасть пулма тÿрĕ килнĕччĕ. Калаçу тÿрех почтальонăн хальхи çăмăл мар ĕç условийĕсем пирки пуçланчĕ. Çакна ăнланмалла та. Кунсерен тенĕ пекех ял-ял тăрăх утса хаçат-журнал валеçесси, ваттисене пенсисем çитерсе парасси (ку анчах-и тата;) çăмăл ĕçех тееймĕн.
Çавна май ку ĕçе çамрăксем туртăнманнине ăнланмалла та. Камăн-ха почтальон сумккине çакса куллен вуншар километр çуран утас килтĕр; (Акă Владимир Димитриев почтальон каласа панă тăрăх унăн кулленхи «çул çÿревĕ» 36 километрпа танлашать). Юрать-ха тата çанталăкĕ йĕркеллĕ чухне. Йĕпе-сапара, çил-тăманра, шартлама сивĕре вара; Çитменнине хăш-пĕр ялта йĕркеллĕ çул та çук вĕт-ха; Чĕркуççи таран пылчăк çăрма е пĕçĕ кучĕ таран юр ашма хăйсен ирĕкĕпе килĕшекенсене хальхи вăхăтра чăннипех те патриотсемпе танлаштармалла пулĕ.
Почта çыхăнăвĕн Мăн Сĕнтĕр уйрăмне Юлия Киселева 1991 çултанпа ертсе пырать. Почтальонсем пиллĕкĕн вăй хураççĕ. Паллă ĕнтĕ, пурте вĕсем пенси ÿсĕмне çывхаракансем е пенсие тухнă. Вĕсем çинче 16 ял.
- Чун туртнипе пурнăçлаççĕ хăйсен тивĕçне, - каласа парать вĕсем пирки Юлия Николаевна. - Пĕтĕм шанчăк вĕсем çинче.
Ялсенче ват çын сахал мар. Чылайăшне тĕрлĕ ыйтупа Мăн Сĕнтĕре почта уйрăмне е район центрне тухса çÿресси те çăмăлах мар. Вĕсемшĕн вара почтальон хăйсене «цивилизаципе» çыхăнтаракан çын вырăннех. Ватă çынсем газпа, электроэнергипе усă курнăшăн, телефоншăн тÿлесе килме ыйтсан почтальонсем нихăçан та хирĕçлесе кутăнлашса тăмаççĕ. Посылка-бандероль таврашне те хăш чухне килех çитерсе пама тивет. Кармăш, Токшик, Кăмăркасси ялĕсенче магазин çук. Кун пек ялсене вырăна тухса куллен кирлĕ таварсем сутассине йĕркелени те иртнĕ вăхăтра пулман мар. Çыхăну уйрăмĕнче те хăтлă, йĕркеллĕ, кунта пыракансен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ, Интернет та пур.
Паллă ĕнтĕ, çыхăну ĕçченĕсенчен уйрăлнă май район хаçатне çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтарасси мĕнле пынă пирки те интереслентĕм.
- Кăçалхинчен кая пулмасть, - çирĕплетсех шантарчĕç мана вĕсем.
Пархатарлă ĕçĕсенче ăнăçупа çирĕп шанчăк сунмалли кăна юлчĕ манăн вĕсене.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертÿçи Юлия Киселева тата Татьяна Васюкова оператор кунта килекенсене яланах хавас.