Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхса ĕçлеççĕ

27 ноября 2013 г.

 

Ыранхи куна шанчăклăн пăхакан пĕр ĕçпе кăна çырлахса ларманни, вăл тăтăшах шыравра пулни, хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене çул парсах пыни пуриншĕн те паллă. Тĕрлĕ енлĕ ĕçлесен çеç йĕпе-сапара та, шăрăхра та çухатусем курăмлах пулмаççĕ. Çакна çĕр ĕçне чунĕпе парăннă хресчен аван пĕлет. Çавăнпа та вăл пусă çаврăнăшне тырă-пулăсăр пуçне çĕр улми, выльăх-кăшманĕ, пахча çимĕç, курăк туса илессине кĕртет. Çак ĕçсемпе пĕрлех вăл нумай культурăсене искусствăлла майпа шăварса тăрса тухăçа ÿстерессине те алла илет. Çак хаклав юлашки çулсенче çĕнĕ технологисемпе туслăн аталанса пыракан «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество пирки. Асăннă организаци тăрăшнипех юлашки çулсенче Юнкă ял тăрăхĕнче хуçасăр выртакан çĕр лаптăкĕсем пусă çаврăнăшне кĕчĕç, хресчене тупăш пама пуçларĕç. 

- Пĕр енлĕ ĕç иккĕленÿлĕх çуратать. Çавăнпа та хресченĕн ĕлĕкхи йăлана пăхăнса, çĕнĕ технологисемпе вăй хурса тĕрлĕ культурăсем туса илесси çине тимлĕх уйăрмалла. Çакна юлашки çулсенчи  шăрăх çу кунĕсем те, кăçалхи пек йĕпе-сапаллă кĕркунне те çирĕплетсе параççĕ. Тĕрлĕ культурăпа ĕçлесси тата çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнасси - хресченшĕн тĕп аталану çулĕ, - терĕ уй-хир ĕçченĕсем купăста тасатнă хранилищĕне пырса пăхма чĕнсе «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи         В. Кондратьев.

Сăмах май. «ВаСем» общество кăçал тырă-пулă туса илнипе пĕрлех 80 гектар çинче çĕр улми ÿстерчĕ. Пахча çимĕçе те иккĕмĕш вырăна хăвармарĕç кунта: пурĕ 12 гектар йышăнчĕç вĕсем. Çак кăтартусем общество  ертÿçин сăмахне çирĕплетни кăна. Халĕ калани тата ытти хуçалăхсенче те ĕçсене çакăн евĕр йĕркелеме тăрăшни Муркашсем пахча çимĕç еннелле ытларах çаврăннине  çирĕплетет.

«ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи           В. Кондратьев пахча çимĕçпе ĕçлени  тупăш панине те  пытармасть. «Пахча çимĕçе акни-лартнипе кăна тухăç пулмасть. Çакна шута илсе эпир хамăр патăмăрта юлашки çулсенче пахча çимĕçе тумлам меслечĕпе шăварас технологие ĕçе кĕртрĕмĕр, маркетинг службине ĕçлеттерме пуçларăмăр. Тăкакне кура - тупăшĕ. Тăрăшни харама кайманни малашлăх плансене уçăмлатать», - терĕ Валерий Семенович пахча çимĕç туса илессипе ĕçсем епле пынипе паллаштарма ыйтсан.

Кĕр кунĕсем çитнĕ май Юнкăсем купăстана килĕшÿллĕ хакпа  сутма та пуçланă. Пахча çимĕç туянакансем - Мускав таранах.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика