Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă

23 ноября 2013 г.

 

Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă тесе ваттисем ахаль каламан. Çапах та çыннăн паха енĕсем вăл ыттисемпе йĕркеллĕ  хутшăннинче, çемьере тĕрек пулнинче, ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланинче палăраççĕ. Çанă тавăрса ĕçлекен пирки таврара та ырă сăмах часах сарăлать.

Пирĕн тăрăхри çакăн пек çынсенчен пĕри - Леонид Геннадьевич Ильгечкин. 1948 çулхи августăн 10-мĕшĕнче Токшик ялĕнчи Елизавета Михайловнăпа Геннадий Ивановичăн çемйинче аслă ывăл Леня çуралнă. 1957 çулччен вăл ялти шкулта вĕреннĕ, хыççăн Мăн Сĕнтĕрте пĕлÿ пухнă.

Эпир унпа тĕл пулма шутланин сăлтавĕ пĕрре - Леонид Ильгечкин тăван енре пысăк сас паллирен пуçланакан çын.

- Ачалăхран асра юлнă чи лайăх туйăмсем мĕнпе çыхăннă?

-  Эпир ача чухне нумай ĕçленĕ, анчах питĕ интереслĕ пурăннă. Эпĕ питĕ ÿкерме юрататтăм, çавăнпа та тимур отрячĕсем йĕркелесен «Тимуровец» стена хаçачĕ тухса тăрассишĕн яваплăччĕ. Ватă çынсене, ветерансене вутă-шанкă тирпейлесе пулăшни, юр хырса пани тата ытти ĕç те пирĕнте ответлăх туйăмне, ĕçе юратассине аталантарнă. Пирĕн колхоз ертÿçи Валентина Гордеевна Воробьева пуçарнипе клуб тума тытăнсан та эпир айккинче юлман. Хĕлле кашни эрнерех йĕлтĕрпе чупса ăмăртусем ирттереттĕмĕр. Пĕтĕм ял хутшăнатчĕ, юнашар ялсем те. Тренировкăсем ирттерме спорт площадки йĕркелерĕмĕр, йывăç лартса парк турăмăр. Хĕлле пĕве çинче хоккейла выляттăмăр, çулла вара футболла е волейболла вылянă. Çакна пĕтĕмпех çуркуннепе çулла ĕç хыççăн ĕлкĕрнĕ. Ун чух кашни кун кашни ача хăйне шанса панă лашапа ĕçленĕ.

- Сцена çинче эсир яланах хастар. Ку пултарулăх сирĕн ăçтан?

- Пĕтĕмпех спектакльсенче выляссинчен пуçланнă пулĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене ялсене тухса ирттеретчĕç, çавăнта эпир те спектакльсем кăтартнă. Пире Елена Павловна Николаева учитель питĕ пулăшатчĕ. Спектакльсем хыççăн концертсене те хутшăнма пуçларăм, тĕрлĕ уявсене. Мероприятисенче халăх умне тухнă. «Молодость» ансабль пурччĕ, эпĕ шăпах унта солист пулнă, Володя Колесников баянпа вылятчĕ.

- Шкул пĕтернĕ хыççăн ăçта ĕçленĕ?

- 1966 çулта Хусанти çыхăну техникумне вĕренме кĕтĕм, хыççăнах, 1967 çулта, Совет çарне ăсатрĕç. Казахстанра хĕсметре тăнă. Хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче «техник-механик» специальноçне вĕрентĕм. Ĕç биографийĕ вара «Сельхозтехникăн»  Мăн Сĕнтĕрти уйрăмĕнче 1972 çулта пуçланчĕ. Слесарьте ĕçлеме тытăнтăм. Çапла вара манăн мăшăр Зоя Ивановна, комсомол райкомĕнче ĕçленĕскер,  слесаре качча тухрĕ. Кайран, 1989 çулта, эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтертĕм, «Экономист. Организатор сельскохозяйственного производства» специальноçпа вĕреннине çирĕплетекен диплом илтĕм.

- 1981 çулта эсир «Сельхозтехникăн»  Мăн Сĕнтĕрти уйрăмне ертсе пыма пуçланă. Апла пулин те обществăлла ĕçе питĕ активлă хутшăннă.

- Ку тĕлĕшпе эпĕ нихăçан та çын тума пултарайман ĕçе пурнăçлас тесе тĕллев лартман. Пурăннă, пурнăçпа киленнĕ, тăван вырăнта пурăнса тăвансен, ял-йышăн терт-нушине лайăх курнă. Çапла ав Мăн Сĕнтĕрте стадион-площадка турăмăр. Эпир унта пĕчĕк олимп вăййисене ирттереттĕмĕр. Вĕсем халĕ те асрах. Халĕ кунта Мăн Сĕнтĕрти çамрăксем мероприятисем йĕркелеççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Çак стадиона паллах пăхса тăмалла тата унта çын ытларах çÿретĕрччĕ. Ĕçленĕ вăхăтра эпĕ художество пултарулăх ушкăнне çÿреме пăрахман. Çемье ансамблĕсем пурччĕ, больницăра ĕçлекенсен, «Сельхозтехникăра» ĕçлекенсен хорĕсем мĕне тăратчĕç. Манăн шăпа «Янаш» ансамбльпе те çыхăннă.

- Мăн Сĕнтĕре çут çанталăк газĕ çитнĕшĕн сире паян та тав сăмахĕ калаççĕ. Çапла вĕт?

- Чăнах та пирĕн тăрăха, хамăн тăван яла газ çиттĕр тесе нумай вăй хума тиврĕ. Палăртнă плана эпир 5 çул маларах пурнăçлама пултартăмăр. 1989 çулта вара пирĕн патра «АГРС Ташкент-1» станци ĕçлеме тытăнчĕ.

- Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ пирки уйрăм калаçу пулмалла паллах, вăл сирĕн «ача». Эсир кунта хăвăрăн 65 çулхи юбилея та кĕтсе илтĕр. 20 çул ытла çак предприятие тăнăç ертсе пыратăр. Завод продукцине пирĕн тăрăхра кăна мар, ют çĕр-шыв хăнисем те килĕштереççĕ. Вăрттăнлăхĕ мĕнре?

-  Предприяти лайăх аталантăр тесе нумай ĕçлерĕмĕр, юсав тата реконструкци ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ, технологсем хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ, ассортиментне пуянлатса тăраççĕ. Чи пĕлтерĕшли - çăкăр комбинатĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем пурри. Пултаруллă вĕсем, хастар. Вĕсен ĕçĕпе предприяти тĕрлĕ йывăрлăхсене тивĕçлипе çĕнтерсе пырать.

Хушса калани. Çăкăр завочĕ тăтăшах хăна кĕтсе илсе ăсатса ярать, практикăна килекен студентсене тивĕçлĕ пĕлÿ парать, кунта экскурсисем те иртеççĕ (районти шкул ачисенчен пуçласа ют çĕр-шыв хăнисем таранах). Продукци вара Раççей тата республика шайĕнчи конкурссенче хăйĕн пахалăхĕпе мала тухать.

Леонид Геннадьевич çамрăксемпе тачă çыхăнура, 2009 çулта вăл «Чи лайăх наставник» республика конкурсĕн финалисчĕ пулма тивĕçрĕ. ЧР халăх ыйтăвне тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхне пулăшаканĕ, депутатсен районти Пухăвĕн  тăватă созывĕн депутачĕ - çакă пĕтĕмпех ун пирки. Юратнă мăшăр, икĕ ача ашшĕ, икĕ мăнукăн кукаçийĕ - ку пĕтĕмпех Леонид Геннадьевичăн телейĕ.

Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти 

Л. Ванюшкина вĕрентекен тата

                                                                                                Е. Тушилкина вĕренекен калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика