Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсен малашлăхĕ шухăшлаттарать

23 ноября 2013 г.

 

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ    З. Дипломатова тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Муркашри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн ертÿçи О. Иванова информаци кунĕнче сÿтсе явмалли ыйтусемпе Муркаш, Мăн Сĕнтĕр тата Ильинка ял тăрăхĕсенче пулчĕç.

Яваплă çынсем чи малтанах Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе С. Ермолаевпа пĕрле Муркашри вăтам шкулти учительсемпе тĕл пулса калаçрĕç.

2014 çул тата планланă 2015 тата 2016 çулсем валли пăхса хунă республика бюджечĕпе паллаштарнă май  З. Дипломатова район бюджетĕнчи пысăк пай вĕренÿ çине тăкакланнине те палăртрĕ. Çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен кашни вĕренÿ учрежденийĕн уйăрса панă укçа-тенкĕпе туллин усă курмаллине аса илтерчĕ. Çитес çултанпа вара ача сачĕсенче вăй хуракан воспитательсен ĕç укçине тÿлессине те республика хăй çине илет. Апла пулин те вырăнти бюджетра укçа-тенкĕн пĕр пайĕ «пушанать» тесе савăнмалли çук, мĕншĕн тесен ĕç укçи тÿлеме укçа-тенкĕне ку таранччен те «çÿлтен» субсиди майĕпе куçарса панă.

Çитес çул районти шкулсене хупма планламан-и; Çак ыйту  та пулчĕ калаçу вăхăтĕнче. Ку ыйту çине вара Зоя Юрьевна: «Эпир шкулсене сыхласа хăварма тăрăшатпăр, анчах та ачасем сахалланаççĕ, хăвăрах куратăр», - тесе хуравларĕ. Акă пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан кăна пирĕн районти шкулсене 120 ытла ача сахалрах килнĕ-мĕн. Ку - тепĕр шкул чухлĕ! Тата тĕпĕр саманта та шута илме тиветех. Ку  таранччен шкул ачисем 9 класс хыççăн хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсене кайни пирки  калаттăмăр пулсан, халĕ ÿкерчĕк тата урăхларах. Ятарлă мониторинг пирĕн районти ял шкулĕсенче 5-9 классенче вĕренекенсем тĕп хулари лицей-гимназисене каясси ÿснине кăтартать. Ку вара вĕрентÿ пахалăхне ÿстермеллине те калать пулĕ.

Ыйту учительсен ĕç укçин хавхалантару пайĕ пирки те пулчĕ. Хавхалантару пайне тÿлесси кашни шкулта тĕрлĕрен. Хавхалантару пайне тĕрлĕ критерие кура палăртаççĕ, анчах та çак критерисене çирĕплетесси шкулăн полномочийĕ пулса тăрать. Çавăнпа та вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ учителĕн хавхалантару пайне палăртмалли критерисене тепĕр хут пăхса тухма, çакăнпа çыхăннă ытти самантсене те педканашлура тишкерме сĕнчĕ.

Муркашри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн Мăн Сĕнтĕрти ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли çуртне ĕç ушкăнĕ вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А. Лаптевпа пĕрле çитрĕ.

Кунта 12 ватă пурăнать. Пурнăçпа тан пыма тăрăшакан ватăсем бюджет пирки, РФ Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитни пирки тата информаци кунĕнче сарма палăртнă ытти темăпа пуçарнă калаçăва тимлесех итлерĕç, хутшăнчĕç. Муркашри социаллă пулăшу центрĕн ертÿçи О. Иванова çитес вăхăтра пулма пултаракан улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă май Мăн Сĕнтĕрте ватă çынсем валли мĕнле условисем пуррине каласа пачĕ. Çĕнĕ информаципе культура центрĕнче пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем лайăх, анчах та унта çити утма йывăртарах пулнине палăртрĕç ватăсем. Çавăнпах илемлĕ çурта чылайăшĕ каймасть те. «Кунта та ахаль лармастпăр, кичем мар, чиркÿ те çывăхра», - теççĕ вĕсем.

Ватăсем йывăç çуртра пурăнаççĕ, çавăнпах пушар хăрушсăрлăхĕ пирки  те манмалла мар. Ватăсем хăйсем патне хăнана шкул тата садик ачисем тăтăшах килсе тăнине  пĕлтерчĕç. Сăмах вара Мăн Сĕнтĕрти ача садĕнче вырăнсем çитменни çине те куçрĕ.

Ильинкăри вăтам шкулти коллективпа пуçарнă калаçура вара çитес çул ачана ача садĕнче тытса тăма тÿлев ÿсесси пирки (Редакцирен: кун пирки тĕплĕнрех çитес номерсенче пĕлтеретпĕр), кăçал районта ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулнă пирки, учительсен коммуналлă тăкаксен компенсацийĕ тата тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пирки анлă калаçу пулчĕ.

Маларах шкул ачисем сахалланни патне таврăнса вара Ильинкăри вăтам шкулта кăçал 11 класс çуккине каламасăр иртме çук. Шел пулин те, Москакассинчи вăтам шкулта та çакăн пек лару-тăрăвах. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра Муркашри (770 ытла ача), Мăн Сĕнтĕрти, Йÿçкассинчи тата Чуманкассинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсен йышĕ районта пысăккисем шутĕнче, çав вăхăтрах пĕчĕк комплектлă шкулсем те сахал мар, вĕсенче вара 40-60 ача кăна. Çапла вара шкулсен малашлăхĕ вырăнти демографи лару-тăрăвĕнчен те нумай килет.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика