Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производство пулсан бюджет та пурнăçланать

23 ноября 2013 г.

 

Республика патшалăх ветеринари службин выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн ертÿçи Николай Яковлев тата кунти ертсе пыракан ветеринари врачĕ Николай Трифонов, район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ, Ильич яч. хис. ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Игорь Николаев Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем вырăнти Ильич яч. хис. хуçалăхăн ĕне ферминче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕç, кайран Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти учительсен, кунти информаципе культура центрĕн коллективĕпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Тĕл пулусене Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова та хутшăнчĕ.

Çавна ăнланас пулать. Вырăнти ял тăрăхĕ шайĕнчи, район, республика тата федераци бюджечĕсем пирки самай калаçма, цифрăсем те нумай илсе кăтартма пулать. Анчах та ку вăл пĕтĕмпех налуксем пухăнассипе, ытларах тупăш илессипе, производствăна аталантарса пынипе çыхăннă. Ĕç вырăнĕсем, ĕçлекенсем, производство çук пулсан нимĕн те пулмасть.

Çак чăнлăха тĕрĕс ăнланаççĕ Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче. Территорире пысăк производство объекчĕсем çук пулин те, Ильич яч. хис. хуçалăх хальхи çăмăл мар условисенче те ура çинче çирĕп тăни, малашлăха пăхса ĕçлесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Георгиевна та палăртрĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче вырăнти бюджета тупăшсем енĕпе 100 проценчĕпех пурнăçлани пĕрре те пулман. Кăçал вара 10 уйăх итогĕсемпе ăна 90 процент пурнăçланă. 100 процента çитме шанăç пур. Хуçасăр пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарассине те асăннă ял тăрăхĕнче аван йĕркеленĕ.

Вырăнти бюджет пысăк темелле мар. Кăçал вăл 2 млн. та 600 пин тенкĕпе танлашать. Çитес çул валли 2 млн. та 300 пин тенкĕне яхăн пулмалла. Кун пек чухне ытларах вырăнти майсем çине кăна шанмалли юлать. 1 млн. та 500 пин тенкĕне яхăн информаципе культура центрне тытса тăма тăкакланать. Куллен пурнăçламалли ĕçсем вара сахалах мар. Ку тĕлĕшпе вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăх пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялсенчи çулсене хĕл кунĕсенче тасатса тытса тăрассине те хуçалăх хăй çине илнĕ.

Хуçалăх ертÿçи Игорь Васильевич мал курăмлă пулнине çак тĕслĕх те çирĕплетет. Ялта та хальхи вăхăтра ăста та пĕлÿллĕ кадрсемсĕр май çук. Вĕсене кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра та ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Акă строительсен бригади ферма çурчĕн çивиттине юсассипе ĕçлет. Шалта та юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Сăмах май пĕр транспортер çĕнĕрен улăштарасси кăна 260 пин тенкĕне кайса ларнă. Мĕн тăвăн, хаклă пулин те тумаллине тăвасах пулать. Пуçтарма çулталăк, салатма çур талăк текен чăнлăха аван ăнланаççĕ кунта (сăмах май районти хăш-пĕр хуçалăхсем пирки çак сăмахсене калаймăн).

Николай Семенович та хăйĕн сăмахĕнче вырăнти влаç органĕ те, пĕрлешÿллĕ хуçалăх та, ытти организацисем те пĕрле çыхăнса ĕçлесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассин ыйтăвĕсемпе районти ветеринари службипе çыхăнса ĕçлени те уссине памасть мар.

Николай Яковлев цифрăсем илсе кăтартрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен районта выльăхсен йышĕ, продукци туса илесси чакса пыни палăрать. Çынсен харпăр хăй хуçалăхĕсенчи мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ кăна икĕ çул хушшинче 1000 пуç ытла сахалланнă. Хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев вара выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă пулнине цифрăсемпех сăлтавлать. Хальхи вăхăтра сыснасене чĕрĕ виçепе пĕр килограмшăн 80 - 90 тенкĕ шучĕпе туянакансем пулни япăх-им; Сĕте килограмне 20 тенкĕпе ăсатни те кунччен пулман. Çитменнине пахалăхлă продукци ăсатнăшăн патшалăх та хавхалантарать. Акă сутнă сĕт пахалăхне кура çурхи ĕçсене туса ирттернĕ хыççăн 1 млн. тенкĕ ытла патшалăх уйăрса пани те пысăк тĕкĕ пулнă.

Ял хуçалăхĕнче пысăк ĕç укçи çине шанма йывăртарах. Апла пулин те кăçал хуçалăхра ăна 30 процент ÿстерме май çитернĕ. Кунсăр пуçне тата ял çыннисене 5 тенкĕ те 50 пус çинчен тырăпа, улăмпа тивĕçтернине те шута илес пулать.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансен паян пурнăç пыл та çу тесе каласшăн мар. Ытти çĕрти пекех проблемăсем те, ыйтусем те пур. Кусем вĕсем урамсенчи çулсем те, парк, масар территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси те, уй хапхисене, хÿмесене юсасси те, йăла каяшне турттарса тăрасси те. Кулленхи пурнăçра вĕсемсĕр мар. Пĕлтерĕшли кунта - вĕсене татса пама майсене пĕрле шырани.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика