23 ноября 2013 г.
Иртнĕ юн кун пирĕн республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче унта Чăваш Республикин 2014 тата планлă 2015-2016 çулсенчи бюджетсене, çак тапхăрсенчи республикăри бюджет политикине, РФ Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине пăхса тухрĕç. Кун йĕркинче çавăн пекех 2013-2014 çулсенче шыв çинче хăрушсăрлăх, республикăри кăçалхи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн субъекчĕсене аталантарассин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата çак сферăна çитес çулта аталантарас ыйтусем, чĕлĕм туртма чикĕлесси çинчен калакан саккунри улшăнусем те пулчĕç. Çак кун тата шкулсенче, ачасемпе ĕçлекен учрежденисенче, шкул-интернатсенче, медицина учрежденийĕсенче ачасене юридици пулăшăвне тÿлевсĕр памалли кун пулчĕ. Çавăнпа та пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем çак ыйтăва та айккинче тăратса хăвармарĕç.
Пирĕн района килнĕ информаци ушкăнĕ чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тĕл пулчĕ. Ростислав Николаевич вĕсене районăн кăçалхи 10 уйăхри социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Унтан вĕсем ушкăнсем çине пайланса район администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсенче пулса ĕç коллективĕсене çитсе килчĕç, граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.
Палăртмалла, хальхинче пĕрлехи информаци кунĕ пирĕн районти кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕ. Унта çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç.
Муркашри сĔт-Çу завочĔ хупăнмасть, малаллах ĔÇлет
Пĕрремĕш ушкăн çак кун Хорнуй ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унччен вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Дельман, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В. Данилов «Моргаушский» сĕт-çу завочĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулчĕ.
Сăлтавĕ кунта çакăнта. Юлашки кунсенче халăх хушшинче çакăн пек хыпар сарăлчĕ. «Сĕт-çу заводне» хупаççĕ, çынсене ĕçрен кăлараççĕ» имĕш.
Тÿрех çакна каламалла. Ку тĕрĕс мар. Кун пек пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен кризис вăхăтĕнче те асăннă предприяти йывăрлăх айне путмарĕ. Панкрута тухма пуçланă предприятие çак лакăмран туртса кăларчĕç, завод яланхи пекех сĕт-çу продукцине туса кăларчĕ.
Паян вара кунта ĕçĕ акă мĕнре. Юлашки вăхăтра сĕт хакĕ палăрмаллах хăпарчĕ. Çакă - сĕт туса илекен ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн пысăк пулăшу. Анчах та пирĕн районти сĕт-çу завочĕ пек заводсене пырса тивмерĕ çав çăмăллăх. Çапла майпа вĕсемшĕн пачах урăхла лару-тăру килсе тухрĕ: сĕт-çу завочĕ суту-илÿ сетьне, бюджет учрежденийĕсене ăсатакан йÿçнĕ сĕтрен хатĕрленĕ продуктсен хакĕ вĕсен хăйхаклăхĕнчен те йÿнелсе кайрĕ, сахалтан та 2-3 тенкĕ йÿнĕ. «Путь Ильича» АФ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ О. Дельман каланă тăрăх шăпах çакна пула заводра йÿçнĕ сĕтрен хатĕрленĕ продукцие кăларма пăрахрĕç. Хальхи вăхăтра унта çу тата тăпăрчă туса кăлараççĕ. Çак сăлтава тата технологи режимĕнчи улшăнусене пула кунта ĕçлекенсен йышне чакарма йышăннă. Хальхи вăхăтра унта тăпăрчăпа çу тунă çĕрте ĕçлекенсене хăварнă.
- Енчен те 2 уйăхра лару-тăру лайăх енне улшăнать пулсан киле янă рабочисем каялла хăйсен ĕç вырăнне таврăнĕç, - терĕ Олег Александрович.
Предприятин генеральнăй директорĕ тата çакна палăртрĕ. Халĕ умра 2 задача, завода тата ĕç коллективне сыхласа хăварасси. Çак тĕллевпе предприятие ертсе пыракансем мĕн пур тивĕçлĕ мерăсене йышăнаççĕ. Çав шутран, завод директорĕ А. Воробьев каланă тăрăх, сĕт туса илекен предприятисенчен сĕте пысăк хакпа туянма тĕллев лартнă. 1 литрне 20 тенкĕпе. Генеральнăй директор О. Дельман çакна та палăртрĕ:
- Сĕте 21 тенкĕпе те, тата хаклăрах хакпа та йышăнма хатĕр завод.
Çакă заводри лару-тăрăва ырă енне улăштарма пултарать. Мĕншĕн тесен халь мĕнле пулса пырать-ха. Сĕт туса илекене республика паракан субсидие илекен хуçалăхсемех туса илнĕ сĕте ытти республикăсене ярăнтараççĕ. Муркашри сĕт-çу завочĕ йышăнакан çак мерăсем шăпах çавăн йышши хуçалăхсене пирĕн районти сĕт-çу завочĕпе ĕçлеме хавхалантараççĕ. Çакă заводри лару-тăрăва лайăхлатма пулăшать.
Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва вара Олег Александрович çапла хак пачĕ:
- Лару-тăру татса памаллискерех.
Кунта ÇĔнĔ ФАП пулать. сĔт-Çу комплексĔ те малаллах аталанĔ
Унтан информаци ушкăнĕ Хорнуй ял администрацийĕнче ку тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулчĕ (унта депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А. Сидюшкин та хутшăнчĕ). Пĕрлехи информаци кун йĕркинчи ыйтусем çинче чарăннă май район администрацийĕн пуçлăхĕ çакна палăртрĕ.
Чăваш Республикин çитес çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 32,4 млрд. тенкĕ пулмалла е кăçалхин 91,5: чухлĕ (кĕртекен улшăнусене шутласа). 2015 тата 2016 çулсенче вăл 32,2 тата 31,0 млрд тенкĕпе танлашĕ. Çак çулсенче харпăр хăйсем туса илекен тупăш республика бюджетĕнче ÿсмелле тесе палăртаççĕ.
Çав вăхăтрах çак тапхăрта социаллă сферăна аталантарнă çĕре ямалли тăкаксем палăрмаллах ÿсмелле. 2016 çулта вăл пĕтĕм тăкакăн 73,3 поценчĕ чухлĕ пулмалла. Тĕслĕхрен, кăçал вăл 66,2 процент. Ростислав Николаевич кашни отрасле каякан суммăсем çинче тĕплĕн чарăнчĕ.
Ростислав Николаевич шухăшĕпе республика бюджечĕ те, район бюджечĕ те «асăрхануллă тата пурнăçа кĕртмеллескерсемех».
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине хăпартасси çине çитсе çакна палăртрĕ:
- Ку ыйту сÿтсе явмалли мар, ниме пăхмасăр пурнăçламалли.
Республикăра паян ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртех тăлăха юлакан ачасен йышне чакарасси çине тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Ку вăл профилактика ĕçне вăйлатмаллине, ăнăçсăр çемьесен йышĕ чактăр тесе лайăхрах ĕçлемеллине пĕлтерет. Кăçал пирĕн районта кăна 6 тăлăх ачаран 5-шне опекунсен çемйисене вырнаçтарнă. Пĕрне вара ача çуртне яма тивнĕ.
Районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмĕшле илес пулсан çакна палăртмалла, лару-тăру тăнăçлă. Паллах, канăç паман ыйтусем те çук мар. Тĕслĕхрен, килти хушма хуçалăхсенче ĕнесен йышĕ чакни тата ытти те шухăшлаттарать.
Тĕл пулура ялта пурăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Тĕслĕхрен, Тойкилтĕри ФАПа хăçан юсасси кăсăклантарать вĕсене. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов çитес çулта унта Шомикри пекех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ.
Пĕлтĕр тĕплĕ юсанă «Муркаш-Хорнуй-Платкасси» çул хăвăртах çĕмĕрĕлме пуçлани те канăç памасть ку ял тăрăхĕсенче пурăнакансене. Ку ыйтупа та тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пулчĕç информаци ушкăнне кĕрекенсем.
«Путь Ильича» хуçалăх аталанăвĕ пирки вара О. Дельман çакна палăртрĕ, малтан шутланă пекех çĕнĕ сĕт-çу комплексĕн иккĕмĕш черечĕ те пулĕ. Тĕл пулура çакна валли выльăх апачĕ туса илме çĕр лаптăкĕсене пысăклатас ыйтăва та сÿтсе яврĕç.
Ачасем те ÇитеÇÇĔ, ача сачĔ те, шкулĔ те пур - анчах...
Çак ял тăрăхĕнче тепĕр канăç паман ыйту пур. Ку вăл Тойкилтĕри ача сачĕн шăпи. Район администрацийĕ ăна кунĕпех ĕçлемелли вăхăт çине куçарма май пулнине те палăртнă. Апла пулин те ашшĕ-амăшĕсем çав-çавах пĕчĕк ачисене Муркашри «Путене» ача садне илсе çÿреççĕ. Вырăнти ача сачĕ çурма пушă çĕртех çапла майпа Муркашра пурăнакансен Муркашри ача садне çÿреме черетре кĕтес пулать. Тойкилтĕри ача садĕнче паян 10 ача. Кунта ыйту сиксе тухать. Ачасен йышĕ сахал пулсан мĕн тумалла малалла. Ростислав Николаевич ял тăрăхĕн ĕçченĕсене тепĕр хут ашшĕ-амăшĕсемпе калаçма хушрĕ. Енчен те лару-тăру улшăнмасан ача садĕнчи ачасене шкул çуртне куçарма тивет. Çавăнпа пĕрлех ача сачĕн çурчĕпе малалла мĕнле усă курас ыйтăва та татса памалла пулĕ. Мĕншĕн тесен сахал ачашăн çакăн йышши пысăк çурта тытса тăма йывăр, унăн çи виттине юсамаллине шута илсен, пушшех те.
Çавăнпа та Хорнуй ял тăрăхĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсене тарăннăн шутласа пăхма сĕнес килет.
Условисем вара кунта «Путенерен» пĕрре те кая мар. Ачасене илес пулсан та, хăюлăхĕпе райцентрти ачасене маххă памаççĕ: информаци ушкăнне кĕрекенсене пĕр ачи пырса алă парсах сывлăх сунчĕ.
Хорнуй ял тăрăхĕнче ачасен йышĕ пур çинчех ачасем çитменни Тойкилтĕ шкулĕнче те - чуна ыраттаракан ыйту. Кунта паянхи кун 57 ача вĕренет. Юнашар ялсенче пурăнакан ачасенчен чылайăшĕ Муркаш шкулне çÿрет. Çапла майпа Муркашра классем çитмен ыйту та тухса тăма пултарать. Ростислав Николаевич ку ыйтупа та ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлеме сĕнчĕ.
Пĕрлехи информаци кунне кĕрекен ыйтусемпе калаçнă хыççăн вĕрентекенсем хăйсене хумхантараканнисене хускатрĕç. Тĕслĕхрен, ялти плотинан шăпи мĕнле пулĕ малалла, Тойкилтĕ шкулне юсама майсем пулаççĕ-и тата ытти те. Ростислав Николаевич пурин çине те тулли хуравсем пачĕ. Çавăн пекех шкул коллективне пĕчĕк котельнăй туса хутса ăшăтмалли перекет системи çине куçмалли çинчен шухăшласа пăхма сĕнчĕ.
Сăмах май çакна палăртмалла. Çак эрнерен пуçласа Тойкилтĕ шкулĕн - çĕнĕ директор. Ку коллективрах 25 çул ĕçленĕ Л.А. Ивановăна конкурс хыççăн çак должноçа шанса панă. Ростислав Николаевич ăна çав ятпа саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ, Людмила Алексеевна вара шкул аталанăвĕшĕн хăйĕнчен, коллективран килнине йăлтах тума шантарчĕ.
Л. Павлова.