23 ноября 2013 г.
Çынсен сывлăх шайне, уйрăмах ача-пăчапа çамрăксен сывлăхне, вырăнта массăллă физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе мĕнле йĕркелени те палăртать. Çыннăн пĕтĕмĕшле культури та çакăнпа çыхăннă.
Физкультурăпа спорт тĕлĕшпе патшалăх палăртнă политикăна вырăнта пурнăçа кĕртессипе район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата туризм секторĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе пĕрле пурнăçлать.
Массăллă спорта шкул ачисене явăçтарасси пирĕн районта япăх мар шайра пулсан, аслисем тĕлĕшпе ку лару-тăру япăхрах. Ĕç коллективĕсен спартакиади çулсеренех иртет, анчах та унпа палăртнă ăмăртусене шалти ĕçсен пайĕн, «Оринино» хуçалăхăн командисем тата «Юнга» физкультура клубĕ кăна активлă хутшăнаççĕ. Ытти предприятисемпе организацисем, учрежденисемпе ял тăрăхĕсем пĕр-икĕ ăмăртура кăна вăй виçеççĕ. Ку та вырăнсенче е ĕç коллективĕсенче спортăн хăш-пĕр тĕсĕсемпе пуçаруллă çынсем пуррипе кăна. Ĕç коллективĕсенче спорт енĕпе инструктор пулнин пĕлтерĕшĕ пирки пирĕн районта темиçе çулах калаçатпăр, анчах та нихăш предприяти-организацинче те, вырăнсенче те кун пек штат çук.
Район центрĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăха çирĕплетмелли май чылай, анчах, шел пулин те, аслисем нумайăшĕ кунта çÿремеççĕ. Кунти чаплă условисем пирки ачасем вĕренÿ программипе пăхса хунă уроксем урлă пĕлеççĕ, ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн секцийĕсене çÿрекенсем ФСК-па туллин усă кураççĕ. ФСК администрацийĕ аслисем майлă утăм туса сывлăх кунĕсем, уçă алăксен кунĕсем ирттерет. Вăл вăхăтра пур услугăпа та тÿлевсĕр тивĕçтерет. «Сывлăх» ФСК-на çамрăксем, ĕçлекен çынсем харпăр хăй тĕллĕн çÿреççĕ. Предприяти-организаци ертÿçисен ĕçлекенсене ФСК-на коллективпа е ушкăнпа çÿреме май тупса пама пулатех пулĕ. Çакăн пек туни сывлăха çирĕплетме те, коллективри хутшăнусене лайăхлатма та пулăшать. Ертÿçĕсемшĕн коллектив сывлăхлă пулни, апла пулсан ĕç ăнса пыни пĕлтерĕшлĕ пулмалла.
Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче массăллă физкультурăпа спорта аталантарассипе çулталăкне пĕр мероприяти ирттереççĕ, иккĕ... Çакăн пек лару-тăру вара, пĕтĕмĕшле илсен, ĕçе çиелтен пурнăçланипе пĕрех пулса тухать.
В. ПЕТРОВ,
район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата туризм секторĕн ертÿçи.