23 ноября 2013 г.
И. Исаев Муркашра пулчĕ
Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăкра мĕнле ĕçсем ирттернипе интересленсе ЧР çут çанталăкпа экологи министрĕ Иван Исаев пирĕн районта пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тĕл пулса министр район территорийĕнчи полигонти ĕçсемпе кăсăкланнă.
Тавралăха тирпей-илем кĕртесси, çут çанталăк сыхлавĕпе çыхăннă саккунсене пăхăнасси, Атăл çыранĕнчи сервис - ертÿçĕсем çак ыйтусене те сÿтсе явнă. Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче И. Исаевпа Р. Тимофеев Шашкар заливĕнчи лару-тăрупа та паллашнă.
Паттăр ячĕ вилĕмсĕр
2013 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн ентеш, Совет Союзĕн Геройĕ, Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче çуралса ÿснĕ Борис Васильев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
Çав паллă куна халалласа Нискасси шкулĕнче тата Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче савăнăçлă мероприяти ирттернĕ. Унта Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Кожевников, Нискасси шкулĕн директорĕ Н. Димитриева, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В. Басяев, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата туризм секторĕн ертÿçи В. Петров тухса калаçнă, ентешĕн паттăрлăхĕ вилĕмсĕр пулнине, вăл çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. Нискасси шкулĕн учителĕ Т. Андреева Борис Васильевăн тулли биографийĕпе паллаштарнă.
Савăнăçлă мероприяти хыççăн Борис Васильевăн стелли умне чечексем хунă.
Туслă тĕл пулу
Пирĕн районта инвалидсен обществин Етĕрнери организацийĕн представителĕсем пулнă. Вĕсене Каршлăхра обществăн районти организацийĕн председателĕ А. Николаева, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В. Аникина, социаллă пулăшу центрĕн заведующийĕ С. Илларионова, Каршлăхри интернат çурт директорĕ Г. Мерлова кĕтсе илнĕ.
Кÿршĕсем çав кун интернат çурт ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, çветуй çăл куçра шыва кĕнĕ, районти историпе краеведени музейне çитсе курнă.
«Сигарета канфетпа улăштар»
Çак ятпа Муркаш шкулĕн активисчĕсем акци ирттернĕ. Шкулта асăннă мероприятие Пирус туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа ĕнтĕ виççĕмĕш çул йĕркелеççĕ. Акцие хутшăнакансем Муркашра листовкăсем валеçнĕ, çынсене пирус туртнин сиенĕ пирки ăнлантарнă. Акци тĕллевĕ - пирус туртнипе кĕрешессин проблеми çине общественноç енчен ытларах тимлĕх уйăрасси.
Право сехечĕ иртнĕ
РФ Правительствин комиссийĕн ларăвĕн йышăнăвне тĕпе хурса ноябрĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче Ачасене право пĕлĕвĕ памалли кун иртрĕ. Çавна май Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра «Ачасене юридици пулăшăвĕ тÿлевсĕр парасси» ятпа право сехечĕ йĕркеленĕ. Унта Муркаш шкулĕнче 9 В класра вĕренекенсем хутшăннă. Ачасемпе тĕл пулма патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Татьяна Королькова, ачасен прависен Муркаш районĕнчи уполномоченнăйĕ Федор Ягушов атте килнĕ.
Пысăк çитĕнÿ
К. Ярухин ертсе пыракан Йÿçкассинчи «Сипет» драма коллективĕн спектаклĕсене районти куракансем питĕ кăмăллаççĕ. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче çак коллектив Элĕк районĕнчен пысăк çитĕнÿпе таврăнчĕ.
Чăваш музыка театрне йĕркеленĕ Б. Маркова халалланă «Театра панă пурнăç» проекта хутшăнса Йÿçкассисем «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакльпе 1-мĕш вырăна тухма пултарнă. Спектакле Н. Сидоровăн пьеси тăрăх лартнă.
Пурĕ вара фестивале ултă районти халăх театрĕ тата драма коллективĕ хутшăннă.
В. ШАПОШНИКОВ, Н. НИКОЛАЕВА
хатĕрленĕ.