20 ноября 2013 г.
(Вĕçĕ. Пуçл. иртнĕ номерте).
60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче больницăн котельнăйне туса хутса ăшăтмалли системăна хута яраççĕ. Шыв пăрăхĕсемпе канализаци пăрăхĕсем те «кун çути» кураççĕ, палатăсенче «Ильич лампочкисем» çунма тытăнаççĕ. Çак вăхăтра больницăна Н. Аршуткин ертсе пынă.
Архив даннăйĕсем тăрăх 1964 çулта кунта 9 врач ĕçленĕ. 1961 çулта больницăна ĕçлеме килнĕ Людмила тата Виталий Гордеевсем сывлăх сыхлавĕн службине пысăк тÿпе хываççĕ - çуралнă ачасем вилесси чакать.
1968 çулта амбулатори çуртне хăпартса хута яраççĕ (унччен вăл стационарта пулнă). Çак çулсенче больницăна Владимир Веселов, Геннадий Ефимов, Петр Абрамов, Вера Ильина ертсе пынă.
1971 çулта ача-пăча уйрăмне райĕçтăвкомăн пулнă çурта куçараççĕ, çапла вара пушаннă вырăнта хирурги уйрăмĕ йĕркелеççĕ.
70-мĕш çулсенче больницăна ку тăрăхра çуралса ÿснисем ĕçлеме килме пуçланă: Нина Артемьева акушер-гинеколог, Николай Куликов хирург, Зоя Андреева педиатр, Е. Семенова терапевт, И. Воробьевпа Л. Самушков хирургсем тата ыттисем те.
Виçĕ хутлă кирпĕч çуртăн никĕсне 1975 çулхи майăн 29-мĕшĕнче яма пуçланă. Тĕп врачра Валерьян Филиппов тăрăшнă.
1979 çулхи майăн 5-мĕшĕнче больницăна Николай Куликов ертсе пынă вăхăтра кунта васкавлă пулăшу уйрăмĕ уçăлать. Малтанах вăл çĕрле ĕçленĕ, 1981 çултанпа - талăкĕпех.
Г. Огурцов тĕп врач 1982 çулта строительствăна вĕçлесе 180 койка-вырăнлă стационарпа тата поликлиникăпа больницăна хута ярать. Больницăра ача-пăча, хирурги, терапи, ача çуратмалли, функционаллă диагностика тата физиотерапи уйрăмĕсем ĕçленĕ.
1990 çулта республикăри район больницисенчен пĕрремĕшсен йышĕнче Муркаш больницинче 3 койка-вырăнлă анестезиологипе реанимаци уйрăмĕ уçăлать. Больницăн пĕрремĕш анестезиологĕ - Иван Воробьев.
Муркаш больницинче пĕрремĕш утăмсем тунă Владимир Бушуев, Юрий Александров, Елена Доманова паян республикăн ертсе пыракан клиникисенче вăй хунипе те мухтанатпăр.
Паянхи кун вара больница районти 34 пин ытла çынна тĕрлĕ енлĕ пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Муркашри тĕп больница, Мăн Сĕнтĕрти 2 номерлĕ район больници, участок больници, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 10 офисĕ, 38 ФАП, васкавлă пулăшу уйрăмĕ (Мăн Сĕнтĕрти филиалпа пĕрле) - çакăн пек пысăк тытăм. Врачсем вара çынсене 22 специальноçпа йышăнаççĕ. Больницăн автотранспорт паркĕ те пысăк, çĕнелсех пырать, унăн йышĕнче 2 реанимобиль те пур.
Паянхи кун кунта пĕтĕмĕшле 84 врач ĕçлет, вăтам персонал - 248, кĕçĕн тата ытти персонал - 214 çын.
«Земский доктор» программăпа килĕшÿллĕн юлашки 2 çулта больницăна 17 çамрăк врач ĕçлеме килчĕ.
Г. Кузнецова,
врач.