20 ноября 2013 г.
Паян харпăрлăха çĕр илекенсем нумайланчĕç. Мĕнле ĕçсем туса ирттерме юрать вĕсем çинче тата çав пай çĕрĕсемпе мĕнле тĕллевпе усă курмалла; Çак ыйтусем çине саккун ирĕк панă пек хуравсем пуррипе çуккин сăнавĕ (мониторингĕ) тăтăш кун йĕркинче тăрать. Кун пирки пирĕн вулавçăсем хаçат страницисенче пĕрре мар ыйту çĕклерĕç. Ун пирки хурав кĕтекенсем те паян пĕр-икĕ çын çеç мар.
Çĕр ыйтăвĕ çĕр-шывăн истори аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те малти вырăнта пулнă. Паян та вăл хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи ялсемпе хуласенче çĕрпе усă курас тата çурт-йĕр çавăрас правилăсене çирĕплетсе саккунлă йĕркене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.
Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркелĕвĕсен территорийĕсенчи çĕрсемпе епле усă курнине патшалăх мониторингĕн федераци службин управленийĕ çулленех тĕрĕслесе тăрать.
Çĕрсемпе епле усă курнине патшалăх мониторингĕ тăвассинче çĕрсем тĕлĕшпе мĕнле лару-тăру пулнине пĕлсе тăрассине тĕпе хунине асра тытмалла. Вăл çак ĕçсене пурнăçлама ыйтать:
- çĕрсен пахалăхĕ улшăннине вăхăтра асăрхасси. Çак улшăнусене тивĕçлĕ хак парасси, синкерлĕ пулăмсем пуласси пирки вăхăтра асăрхаттарасси тата вĕсем кÿнĕ сăтăра сиресси*
- çĕр йĕркелĕвĕ, çĕр ресурсĕсене патшалăх тата муниципалитет енчен пăхса тăрассин функцийĕсене, çĕр тĕлĕшпе патшалăх надзорĕн ĕçĕсене информацилесе тăрасси*
- çĕрсем тĕлĕшпе тăван тавралăха сыхласси епле пулса пыни çинчен халăха çийĕнчех пĕлтересси.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн 2013 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче 2013 çул валли çĕрсем тĕлĕшпе патшалăх мониторингĕ ирттерес ĕçсен планне çирĕплетесси пирки» хушăвĕпе Росреестр управленийĕн Муркашри пайĕ Катькас тата Юнкă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вырнаçнă 36 çĕр лаптăкне пăхса тухрĕ: 19-шĕ - харпăр хăй çурт-йĕр çавăрма ирĕк илнисем, 17-шĕ - килти хушма хуçалăха тытса пыма пăхнисем.
2012 çулхи тĕрĕслевсенче уйрăм çын харпăрлăхĕнчи 27 çĕр участокне пăхса тухсан вĕсенчен 26-шĕпе тĕллевлĕ усă курни тата пĕринпе усă курманни палăрнăччĕ. 2013 çулхи паянчченхи тĕрĕслевсенче 13 çĕр лаптăкĕпе ирĕк панă тĕспе усă курни, 12 участокпа тĕллевсĕр усă курни, 11 çĕр участокĕпе вĕсен хуçисем ĕçлеменни палăрчĕ. Усă курман çĕр лаптăкĕсен ытларах пайĕ Катькас ял тăрăхĕн Шомик ялĕ çывăхĕнче нумайрах пулни курăнчĕ. Тĕплĕ тĕпчев вĕсен саккунлă хуçисем харпăрлăхри çĕрпе чылай вăхăт усă курманнине çирĕплетрĕ.
Çитес çулхи тĕрĕслевсен планне çирĕплетнĕ чух 1 - 2-мĕш кварталсенче уйрăм çынсен çĕр участокĕсене тĕрĕсленĕ май çĕрпе усă курас саккуна пăснă лаптăксен хуçисене вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн административлă явап тыттарассипе тĕрĕслессине те кун йĕркине кĕртетпĕр.
Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн 284 статйипе килĕшÿллĕн çĕр лаптăкне ял хуçалăх производстви валли, пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма е ытти строительство ĕçĕсем пурнăçлама уйăрнă, анчах саккунпа килĕшÿллĕн ытларах вăхăт пăхман чухне 3 çул хушши усă курмасан ăна харпăрлăхран туртса илме ирĕк пур. Çак тапхăра çĕрпе усă курма пуçлассипе ĕçлеме тытăнни тата çут çанталăк инкекĕсене пула çĕрпе усă курма пуçлама май пулманни кĕмеççĕ.
Хамăр калаçăва пĕтĕмлетсе харпăрлăхра çĕр тытакан уйрăм çынсене те, предприяти-организацисене те çĕрпе саккуна пăсмасăр усă курма, ирĕк панă тĕспех ĕçлеме ыйтатăп.
Л. ПЕТРОВА,
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркашри пайĕн пуçлăхĕ.