Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран тĕрĕс сипленмелле

20 ноября 2013 г.

 

Кашни çулах кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра пур çĕрте те грипп чирĕ анлăн сарăлать. Пирĕн район та çак чиртен айккинче юлаймасть. Чир никама та шеллемест - ваттине те, вĕттине те. Хăшĕ-пĕри умĕнче вара вилес хăрушлăх та тухса тăма пултарать.

Мĕншĕн хăрушă-ха çак чир; Пĕрремĕшĕ: вăл пур çĕрте те сывлăш урлă сарăлать. Иккĕмĕшĕ: унран прививка тăвассине хистеме, хушма пулмасть - ăна саккунпах çирĕплетмен. Çавăнпа та прививка тăвас текенсем, хăйсен сывлăхне упрас текенсем вакцинацие хутшăнаççĕ, чылайăшĕ вара прививка тума килĕшмест.

Грипăн паллисем мĕнле-ха тата; Малтанах сăмсапа сывлама йывăрланать, пуç ыратать, шăнтса пăрахать, куççуль юхать, кĕлетке температури 38,5-40 градус таран хăпарать, вăй чакать, типĕ ÿслĕк аптăратать, сасă çухалма пултарать, сыпăсем ыратаççĕ. 5-9 кун иртсен чирлĕ çыннăн сывă çынсене чир ертес хăрушлăх çухалать, мĕншĕн тесен ку вăхăт тĕлне организм вирусран тасалса çитет.

Чире ура çинче ирттерсен, эмел ĕçмесен чир йывăра кайма пултарать: ÿпке шыççи пуçланать, «вăтам хăлха» сиенленет, нерв чирĕ, пуç мими чирĕсем пуçланаççĕ. Нихăçан та харпăр хăй пĕлнĕ пек сипленмелле мар, чирлисен больницăна тухтăрсем патне каймалла, е питĕ йывăр пулсан тухтăрсене киле чĕнмелле. Чирлĕ çыннăн уйрăм пÿлĕмре выртмалла. Унăн гигиена хатĕрĕсем те, чашăк-тирĕк те хăйĕн пулмалла. Пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Сывă çыннăн чирлĕ çынна пăхнă чух маска тăхăнмалла. Чирлĕ çын усă курнă япаласене дезинфекци тумалла.

Вăхăтра тата тĕрĕс сиплесен грипп 5-7 кунра иртсе каять.

Гриппа чирлес мар тесен эпидеми сарăлнă вăхăтра халăх йышлă пулакан вырăнсенче, тĕрлĕ мероприятисенче сахалрах пулмалла. Эпидеми пуçланиччен грипран прививка туни çак чирпе чирлекенсен шутне икĕ хут чакарать. Унсăр пуçне чир паллисем пуçлансанах çак препаратсемпе усă курни те пулăшать: арбидол, анаферон, ингаверин, оксолин маçĕ, тĕрлĕ витаминсем. С витаминпа пуян çимĕç çини те чире асăрхаттарма май парать: йÿçĕтнĕ купăста, лимон, киви, мандарин, апельсин, ыхрапа сухан çини усăллă.

Грипп вирусĕ аталанас, пурăнас тесе ген шайĕнче тĕрлĕ майлă улшăнма пултарать, эпир вара ăна маларах палăртма тăрăшатпăр. Çывăхри малашлăхра ăна тĕппипех пĕтереес çук, анчах та сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе эпир хамăрăн организма вăйлăрах тума пултаратпăр.

Паянхи куна пирĕн районта грипп чирне тупса палăртман-ха, анчах та асăрханулăх пăсмасть. Чирличчен чиртен сыхланни лайăхрах.

Г. Соколова,

Муркашри тĕп больницăри

                                                                                                                                               эпидемиолог врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика