20 ноября 2013 г.
Хăйсен черетлĕ канашлăвĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хальхи вăхăтра тимлемелли çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Хăй вăхăтĕнче районта пай çĕрне тивĕçнине çирĕплетекен 15118 свидетельство панă пулсан, хальхи вăхăтра пай çĕрĕсенчен 7032-шĕ - никама та кирлĕ маррисен шутĕнче. Вĕсем никама та кирлĕ маррине çирĕплетсе ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарассипе çанă тавăрса ĕçлеме тивет те паян ял тăрăхĕсен. 1085 пай çĕрне суд урлă харпăрлăха куçарнă. Турай, Уйкас Янасал, Чуманкасси тата Хорнуй ял тăрăхĕсенче ку ĕçе ыттисенчен лайăхрах йĕркеленĕ. Акă Уйкас Янасалсен суд «витĕр» кăлармалли тепĕр 114 пай çĕрĕ кăна юлнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çак ĕçе пур ял тăрăхĕн те хăвăртлатмаллине асăрхаттарчĕ, мĕншĕн тесен харпăрлăха куçарнă çĕрпе кун хыççăн татах ĕçлемелле. Çĕрĕн муниципалитета тупăш кÿмелле.
Кая хăвармасăр пурнăçламалли тепĕр пысăк ĕç - ял тăрăхĕнчи никамăн та мар пурлăха муниципалитет пурлăхне куçарасси. Çĕр лаптăкĕ-и, пĕр-пĕр çурт-и, шыв хуçалăхĕн объекчĕ-и - пĕтĕмпех регистрацилемелле. Çак ĕçе вара 16 ял тăрăхĕнчен Муркаш ял тăрăхĕ кăна пуçăнни палăрчĕ канашлура. «Шыв хуçалăх объекчĕсене муниципалитет пурлăхне куçармасан малашнехи тĕллевлĕ программăсене хутшăнма май пулмĕ», - çапла пĕлтерчĕ район администрацийĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ И. Захаров. Шывпа тивĕçтерекен системăсем вара кирек ăçта та кивелсе çитнĕ...
Шывпа çыхăннă тепĕр ыйту - ял тăрăхĕсенче шывпа тивĕçтерессин тата шыв юхса тухассин схемине туса хатĕрлесси. Декабрĕн 10-мĕшĕччен çак схемăсен проекчĕсем хатĕр пулмалли, çулталăк вĕçлениччен вĕсене çирĕплетмелли пирки сăмах пулчĕ канашлура. Капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управленийĕн эксперт специалисчĕ А. Спиридонов пĕлтернĕ тăрăх ку схемăсем пулманни те инвестици программисене хутшăнассинче пăтăрмах кăларса тăратма пултарать.
Çулталăк вĕçлениччен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем бюджет пирки те калаçрĕç, çулсене хĕллехи тапхăрта тытса тăрасси çинче те чарăнса тăчĕç. Ял тăрăхĕсенчи Культура çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те, культура ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлесси те канашлура хăйĕн «вырăнне тупрĕ». Ноябрĕн 15-мĕшĕнче пирус туртнăшăн штраф парасси пирки калакан саккун вăя кĕни пирки те сăмах пулчĕ.
Ыйтăвĕ кирек мĕнле пулсан та йышăнăвĕ пĕрре - ĕçе вăхăтра пурнăçламалла, хамăра хамăр ура хумалла мар.
Н. Николаева.