16 ноября 2013 г.
Раççей Перекет банкĕ йĕркеленнĕренпе 172 çул пулчĕ. Çавна май ноябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче пысăк йыш пухăнчĕ, кунта пресс-конференци иртрĕ.
Чăваш Енри уйрăмăн 2013 çулхи тăхăр уйăхри ĕçĕ-хĕлĕпе управляющийĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ К. Киргизов паллаштарчĕ:
- Паянхи кун тĕлне республикăра çынсен ыйтăвне тивĕçтерме тĕрлĕ форматлă 229 офис ĕçлет. Юлашки çулсенче «Раççей Перекет банкĕ» акционерлă уçă общество самообслуживани офисĕсене тата кассăпа тивĕçтерессин куçса çÿрекен пункчĕсене вăя кĕртрĕ. Филиал сечĕсен ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелесси халĕ малалла пырать. Çакăн йышшисем Шупашкарта, Канашра тата ытти çĕрте халăх ыйтăвне тивĕçтереççĕ те ĕнтĕ. Кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинче Бизнес аталанăвĕн центрĕ, Шупашкарта республикăри пирвайхи VIP клиентсем валли офис хута каймалла, - терĕ вăл.
Ипотекăпа усă курасси анлăланса пырать. Кăçалхи тăхăр уйăхра 4325 çемье çурт-йĕр ыйтăвне татса пама 4,5 миллиард тенкĕлĕх кредит илнĕ. Республикăра пурăнакансем йăлари тĕрлĕ ыйтăва татса пама потребитель кредитне илессипе 2,5 миллиард тенкĕне яхăнлăх килĕшÿ тунă.
Чылай тÿлеве Раççейри Перекет банкĕ урлă йĕркелеççĕ. Республикăра пурăнакансем банк тулашĕнчи каналсемпе ытларах ĕçлеççĕ. Паян сотовăй тÿлевсен 30 проценчĕ «автоплатеж» сервиспа усă курса, 22 проценчĕ мобильнăй банк урлă, 9 процент ытларах «Перекет банкĕ» ОнЛ@йн мелĕпе пурнăçланать. Çакă - Чăваш Енре çынсем хăйсем тĕллĕн усă курмалли хатĕрсен сетьне аталантарнин кăтартăвĕ. Çак шай палăрмаллах ÿсни тÿлеве самообслуживани мелĕпе пурнăçлама май паракан оборудовани ытларах пулнипе те çыхăннă. Кун йышши устройство хисепĕ çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче кăна унчченхинчен 147 ытла пулнă. Çапла вара иртнĕ уйăх пуçламăшĕ тĕлне 769-а (537 банкомат, информаципе тÿлевĕн 232 терминалĕ) çитнĕ.
Уйрăмах «корпоратив бизнесĕ» блок ăнăçлă аталанни сисĕнет. Юлашки çулта кăна Чăваш Енре Раççей Перекет банкĕн кредит укçи-тенкипе 478 миллион ытла тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене вăя кĕртнĕ.
Перекет банкĕн ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕрĕ - Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тытакан çыхăну. Çулталăк пуçланнăранпа банк Чăваш Правительстви кредит илме патшалăх контракчĕ тумашкăн аукцион выляса илнĕ. Çавăн пекех банк кредит илмелли аукционсен кăтартăвĕсем тăрăх республикăри 5 районпа хула администрацийĕпе муниципалитет контракчĕ тунă. Акă вĕсем: Шупашкар (248 миллион тенкĕ), Çĕнĕ Шупашкар (60 миллион тенкĕ), Канаш (30 миллион тенкĕ) тата ыттисем те.
Пĕчĕк бизнес ĕçĕпе тимлекенсене кашни кун 15 миллион ытла тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Раççей Перекет банкĕнче 6 млн. предпринимателĕн тата юридици сăпачĕн расчет счечĕсем пур. Çав шутран 5 млн. ытла çын банкăн тĕрлĕ операцине кунта килмесĕрех пурнăçлама пултарать.
- Чăваш Республикинчи 2513 предприяти сотрудникĕ ĕç укçине Раççей Перекет банкĕн карттипе усă курса илет, шăпах çакăн чухлĕ компани банкăн ĕç укçипе тивĕçтерессин проектне ырласа унта хутшăнать. Çÿлерех асăннисем йăлтах банк ăнăçлă аталаннине, апла пулсан кунти пĕтĕм ĕç-хĕл клиентшăн пулнине çирĕплетеççĕ, - калаçăва вĕçлерĕ К. Киргизов малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанса.
Р. Илларионова.