Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн пĕлтерĕшлĕ 80 çул

16 ноября 2013 г.

 

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем. Чăваш Енре, çĕр-шыври ытти вырăнсенчи пекех, инфекци чирĕсемпе, трахомăпа, туберкулезпа, малярипе, ÿт тата ар чирĕсемпе нумаййăн чирлеççĕ, çакă пĕтĕмпех çынсем вилесси çине витĕм кÿрет, ачасем вилесси çине - уйрăмах. Республикăра вара сиплевпе профилактика учрежденийĕсем те, медицина ĕçченĕсем те çитмеççĕ. Çакăн хăрушлăхне ăнланса патшалăх сывлăх сыхлавне укçа-тенкĕ ытларах уйăрать, больницăсем тăвасси çине тимлĕрех пăхма пуçлать...

Çапла 1926-1932 çулсенче республикăра 9 больница тума палăртаççĕ, вăл шутра Муркашра та. Ун чухне 627,45 тăваткал метрлă участок больницине тума смета тăрăх 47436 тенкĕ кирлĕ пулнă. Укçа-тенкĕне бюджет тулашĕнчен тупма, строительствăна 2 çулта вĕçлеме палăртнă.

Больница 1933 çулта ĕçлеме тытăнать. Çав çул февраль уйăхĕнче çынсем 136 хут амбулаторие килни, медиксем 11 хут чирлисем патне килсене тухни паллă. Вăл вăхăтра кунта 6 çын ĕçленĕ, вĕсенчен иккĕшĕ - фельдшер: больницăна ертсе пынă Алексей Безбородов тата Иван Сорокин фельдшер, чечче чирĕнчен прививка тăвакан тата трахома чирне хирĕç кĕрешекен сестрасем, санитарка тата урам шăлса тасатакан. 

1934 çулхи январьте больницăна пĕрремĕш врач килет - Иван Григорьев. Вăл пĕр çула яхăн ĕçленĕ вăхăтра больница ертÿçин ĕçĕсене те пурнăçланă.

Тепĕр çулталăкран больницăна 1895 çулта Кашмаш ялĕнче çуралнă, çар ротин фельдшер шкулне пĕтернĕ Анисим Иштырганов ертсе пыма пуçлать. Вăл унта 1959 çулчченех фельдшерта тăрăшать. Пирĕн районти ватăсем Анисим Павлович хĕрарăмсене ача çураттарнине те, абцессем ирттернине те, шăмă  вырнаçтарнине те ас тăваççĕ. Пултаруллă фельдшер 1975 çулта çĕре кĕнĕ.

Муркашри больницăн пĕрремĕш акушерĕ Дарья Ефремова (Авдеева) пулнă. 1913 çулта Шаптакра çуралнăскер Çĕрпÿри медицина техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Больницăра 1970-мĕш çулсенче ĕçленĕ.

Малаллахи çулсенче больницăна Нина Фадеева, Елена Ефимова ертсе пынă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Муркаша Ленинградра пурăнакансене эвакуациленĕ. Вĕсем хушшинче терапевт врач Аида Маклер та пулнă. Вăл больницăна вăрçă пĕтиччен ертсе пынă, вăрçă пĕтсен вара Ленинграда таврăннă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче ку ĕçе Владимир Ольховский хирург пурнăçланă. Унăн мăшăрĕ шăл тухтăрĕ пулнă. Çак çулсенчех больницăра аптека уçăлать. 1948 çулта вăл уйрăм йывăç çурта куçать. 1975 çулччен ăна Лазер Михайлов ертсе пынă.

Штатра акушер-гинеколог пулнă, 1949 çулта кунта Юлия Герасимова акушер-гинеколог врач ĕçлеме тытăнать. 1961 çулччен вăй хурса вăл районти акушер службине пысăк тÿпе хывать.

1950 çулта больницăра пурĕ 50 койка-вырăн таран пулнă. Çав вăхăтра больницăн пĕртен-пĕр «транспорт хатĕрĕ» - Машка ятлă лаша пулнă.

1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тĕп врачра Терентий Никитин хирург вăй хума тытăнать. Больница историйĕнче вăл йывăрах мар операцисем тăвакан пĕрремĕш çын пулса тăрать. Ăна Ангелина ятлă операци сестри пулăшнă.

1953-1959 çулсенче больницăна Александр Буфатин хирург ертсе пынă, унăн мăшăрĕ Татьяна Буфатина - педиатри службине. Александр Сергеевич аппендицит, перфораци язви, перитонит, хĕстерĕннĕ пÿсĕр чухне операцисем чылай тунă. Унпа пĕрле операци сестри Раиса Тимофеева ĕçленĕ. Çак çулсенче районти сывлăх сыхлавĕн пайне А. Белов ертсе пынă.

Архив докуменчĕсем тăрăх 1957 çулта пирĕн больницăра 4 врач ĕçлени палăрать: Буфатинсен çемйи, Юлия Герасимова акушер-гинеколог тата Екатерина Якушева терапевт, фтизиатр.

Буфатинпа Белов вăхăтĕнче ача çуратмалли уйрăмăн çуртне тунă (халĕ кăнтăрлахи стационар тата поликлиникăн 2-мĕш корпусĕ). Шыв уçлакан башньăна та çавăн чух хута янă, вăл халĕ те больницăна шывпа тивĕçтерет.

60-мĕш çулсен вĕçĕчченех больницăна кăмака хутса ăшăтнă. Вуттине те медицина ĕçченĕсем хăйсемех хатĕрленĕ. Шывне çăлтан витрепе йăтнă е пичкепе турттарнă. Электричество пулман. Çĕрлехи процедурăсене, операцисене краççын лампи çутинче тума тивнĕ. Шприцсемпе ытти хатĕрсене икĕ кирпĕчĕ хушшинче чĕртнĕ çулăм çинче тытнă стерилизаторсенче вĕретнĕ, автоклав валли примуспа усă курнă.

(Вĕçĕ пулать).

Г. Кузнецова, врач.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика