Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытларах çын тивĕçме пултарĕ

13 ноября 2013 г.

 

Иртнĕ çулхи çуркунне ытти регионсем хушшинче чи малтисенчен пĕри Чăваш Енĕн çынсене юридици пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтересси пирки хăйĕн саккунне йышăнчĕç.

Кун пек пулăшăва саккунпа килĕшÿллĕн пĕчĕк тупăшлă çынсем, инвалидсем, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем тата граждансен ытти категорийĕсем тивĕçме тытăнчĕç. Халĕ вара ку категорие кĕрекен çынсен йышĕ республикăра татах 35 пин çынна яхăн ÿсрĕ.

Чăваш Ен юстици министрĕ Надежда Прокопьева пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен Пуçлăхĕ октябрĕн 21-мĕшĕнче республикăра право пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерессин йĕркине улшăнусем кĕртесси пирки калакан саккуна алă пуснă. Вăл ноябрĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕчĕ. Çапла вара халĕ тÿлевсĕр пулăшупа Аслă Отечественнăй вăрăçра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем, çапăçусене хутшăннă ветерансем, политика репрессийĕсене пула шар курнисем шутне кĕртнисем те усă курма пултараççĕ. Вĕсен шутнех нумай ачаллă çемьесене, ача усрава илнисене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачана çемьене йышăнма шухăшлисене те кĕртнĕ. 18 - 23 çулсенчи тăлăх ачасем тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем хăйсем те тÿлевсĕр пулăшупа усă курма пултараççĕ. Шăпах çак вăхăтра ĕнтĕ вĕсене пулăшу кирлĕ.

Министр çавна та палăртать. Пулăшу мелĕ асăннă граждансемшĕн кăна тÿлевсĕр. Адвокатсене ĕçшĕн тÿлесси тата вĕсен тăкакĕсене компенсацилесси республика бюджечĕ шучĕпе пулĕ. Сăмахран кăçалхи тăхăр уйăхра ку тĕллевпе пĕр миллион тенкĕне яхăн куçарса панă та ĕнтĕ.

Практика çавна кăтартса парать. Ытларах чухне çынсем юристсем патне çурт-йĕр, пенси ыйтăвĕсемпе пыраççĕ. Кунпа пĕрлех медицинăпа социаллă экспертиза тата инвалидсене реабилитацилессин, тавар туянакансен прависене хÿтĕлессин ыйтăвĕсемпе пыракансем те пур.

Надежда Прокопьева право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен услугăсен хакĕ кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче тăрук ÿссе кайни пирки те чарăнса тăчĕ. Кун пирки калаçу республика Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен канашлура та пулнă. Министр ăнлантарса панă тăрăх ку вăл шутлавăн хăйне евĕрлĕхĕпе те çыхăннă. Иртнĕ çул, сăмахран, статистиксем чи анлă сарăлнă право услугин - халал хутне нотариус кантурĕнче çирĕплетессин хакне кăна шута илнĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче нотариус палати асăннă тÿлеве 1000 тенкĕрен 1200 тенкĕне çитернĕ, услуга хакĕ 20 процент ÿснĕ. Ытти хăйне евĕрлĕхсем те пур. Октябрĕн 22-мĕшĕнче асăннă ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Унта малашне юридици услугисен хакĕсен динамикине çутатмалли рекомендацисем туса хатĕрленĕ.

Григорий ПЕТРОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика