13 ноября 2013 г.
Çулсеренех çанталăк çĕр ĕçченне çирĕп тĕрĕслет, черетлĕ тапхăр та унсăр иртмерĕ. Уяр кун сайра-хутра кăна пулнипе кăмăлĕ те хуçăлчĕ тепĕр чух. Апла пулин те ял çынни йĕпе-сапине, тĕрлĕ йывăрлăхне пăхмасăр май пур таран тăрăшрĕ. Çавăнпа та чыс та мухтав çĕр ĕçченне, ял хуçалăхĕнче тимлекене!
Уяв вара чыславпа, ырă сăмахпа, хăна-вĕрлепе, юрă-кĕвĕпе тата тутлă ĕçме-çимепе хăтлă. Çаксем йăлтах пулчĕç асăннă кун, кичемлĕх валли вырăн пулмарĕ уявра. Савăнăçлă саманта çăкăр ÿстерекене чыслакан юрă-кĕвĕ композицийĕ уçрĕ.
Патшалăх тимлĕхĕпе, çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕпе ял хуçалăх предприятийĕсем пысăк кăтартусем тума пултарчĕç. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе экономикăн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев тунă доклад та çирĕплетрĕ.
- Сирте ĕçлес кăмăл пысăк пулнине, эсир çĕр ĕçĕшĕн çуннине, çавна май тăван хуçалăхпа район экономикине пуянлатассишĕн ырми-канми тăрăшнине аван куратпăр. Мĕн пурнăçлани чăннипех те сăваплă, умра вара пире ытти ĕç кĕтет, - терĕ Владислав Кириллович уява пухăннисене саламланă май.
Ял хуçалăх ĕçченĕшĕн кирек епле тапхăр та ответлă, çур аки вĕçлесен кĕрхи ĕç пирки шухăшламалла, унпа танах хĕле хатĕрленмелле. Халĕ вара шăпах çак вăхăт ĕнтĕ: выльăх-чĕрлĕх йышне сыхламалла тата ÿстермелле, кондициллĕ вăрлăх ытларах хатĕрлемелле тата ытти те.
Хамăр пурнăçланă ĕçе пысăка хурса хаклани лайăх, енчен те çакă хăнасен шухăш-кăмăлĕнчен курăнать пулсан вара самай сăваплă. Районти çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене саламлакан хăнасем йышлăн пулчĕç. Чăваш Республика Правительстви тата Республика Пуçлăхĕ ячĕсемпе Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла оборона патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров саламларĕ тата ĕçре палăрнисене чысларĕ.
- Муркашсем ÿсĕмлĕ ĕçлесе пыни чылай ĕç-хĕлтен курăнать. Сире республика шайĕнче те тĕслĕхе илеççĕ, эсир татах та ÿсĕмлĕрех тимлессе шанаççĕ, - терĕ вăл.
Салам сăмахĕсем кунта йышлă пулчĕç. Çавăн пекех юрă-кĕвĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр юхрĕ. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем, хушма хуçалăх тытакансем, ыттисем тутлă ĕçме-çимепе сăйларĕç. Çапла вара кашнинех уяв тулли кăмăл парнелерĕ. Шкул ачисен ал ĕçĕсемпе паллашма май килчĕ. Ял тăрăхĕсем вара уйрăм илемсем ăсталанă.
Р. Илларионова.