13 ноября 2013 г.
1043 çынна тивĕçтернĕ
Ĕç çынна илем кÿрет теççĕ. Анчах паянхи пурнăçра ĕçсĕр юласси те пулать. Кун пек чухне вара чылайăшĕ пулăшу ыйтса районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пырать.
2013 çул пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса 1156 çын пынă. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 62-шне ĕçсĕррисен шутне тăратнă. Ку вăл районти ĕçлеме пултаракан çынсен 0,31 проценчĕ. Çав вăхтрах ĕç паракансем хăйсем патĕнче 158 ваканси пурри пирки пĕлтереççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 1043 çынна яланлăх тата вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ.
«Музейри каç»
Чÿк уйăхĕн малтанхи кунĕсем тури чăвашсен музейне хăйне евĕрлĕх илсе кĕчĕç. Тĕлĕнтермĕш атмосфера, хăнăхман мастер-классем, тури чăвашсен йăла-йĕрке традицийĕ тата ытти те «Музейри каç» мероприятие пынисене уйрăм тĕнчене илсе кĕчĕç. Çак каç чăн-чăн искусствăшăн çунакансене пĕр йыша пухрĕ. Тĕрлĕ енлĕ программа кашнин валлиех хăй юратнă ене уçса пачĕ.
Халăх йăли-йĕркипе пуян каç М. Димитриев художникăн «Тăван ен илемĕсем» картинăсен выставкине уçнинчен пуçланчĕ. Уява пынисемпе ирттернĕ тĕл пулура Марс Михайлович хăй художник пуласси ăçтан пуçланнине, мĕн енпе ытларах ĕçлеме юратнипе, вăл е ку ĕçе пурнăçланă чух епле йывăрлăхсем пуррипе тата вĕсене çĕнме мĕн пулăшнипе паллаштарчĕ.
«Музейри каçа» хутшăннисем пир çинче ÿкерчĕксем тăвассипе, сывă апат-çимĕçпе пурнăçа тăсассипе, алă ĕç ăстисен пултарулăхĕпе, эмел курăкĕсемпе епле усă курмаллипе т. ыт. те паллашрĕç.
Ватăлман кĕнекесем
Лайăх кĕнекен кивелме вăхăт çук: кун-çул иртнĕçемĕн хăйсемех çĕнелеççĕ, çамрăкланаççĕ, пурнăç утăмĕпе тан пыма çĕнĕ вăй илеççĕ.
Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса Ильинкăри ял библиотекинче кăçалхи юбиляр-кĕнекесен ятарлă выставки ĕçлеме пуçланă. Ку кĕнекесем - нихăçан кивелмен тата хăйсен вулавçисене çухатман паттăрсем. С. Аксаковăн «Аленький цветочек» - 155 çулта, А. Беляевăн «Человек-амфибия» - 85 çулта, Ж. Вернăн «Дети капитана Гранта» - 145 çулта, М. Горькийăн «Сказки об Италии» - 100 çулта т. ыт. те.
Хăшĕ аса килчĕ - вуласа пăхăр. Ÿкĕнмелле пулмĕ. Çĕнни, вĕренмелли вара унта паян та чылай!
Алăка хупса çÿрĕр
Районти патшалăх пушар надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна район территорийĕнче 30 пушар регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 9 тĕслĕх сахалрах. Иртнĕ çул ирĕке кайнă вут-çулăмра 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ пулсан, кăçал кунашкал инкексем 2 пулнă. Кун пек юлашки тĕслĕх нумаях пулмасть Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Турикасра П. гражданинăн килĕнче пулса иртнĕ. Ку ĕçпе тĕпчев вĕçленмен пулсан та, малтанлăха палăртнă тăрăх пушар сăлтавĕ - кил хуçи вырăн çинче ÿсĕрле пирус туртни. Хĕл кунĕсем çывхарнă май район çыннисемшĕн ку питех те çивĕч асăрхаттару.
Тепĕр асăрханулăх - алăксене хупса çÿресси. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Катăкуй ялĕнчи Г. хуçалăхĕн уйрăм ларакан сарайĕнче çулăм тухнă. Инкеке çийĕнчех асăрханипе «хĕрлĕ автана» нумай сăтăр кÿме паман. Пĕтĕмлетÿ: сарайне электричество çути кĕртмен тата вăл çĕнĕ çĕрте ытти хуралтăсенчен уйрăм пулнă. Кил хуçисем типĕ утă упранакан сарай алăкне питĕрсе çÿременрен унта кĕнĕ паллă мар çын уçă çулăмпа асăрханусăр пулма пултарни пушар сăлтавне çаврăнни пирки систерет.
А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.