09 ноября 2013 г.
РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ Раççейри Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне кăçал япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илет. Пай пуçлăхне Е. Плечова ĕçри ÿсĕмсемпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.
- Сирĕн професси уявĕ умĕн хыçа юлнă вунă уйăха пĕтĕмлетме те май пур. Евгений Иванович, çак тапхăрти ĕç-хĕле тишкерсен кăмăла мĕн ытларах хăпартать?
- Чи пĕлтерĕшли - районта преступленисем тăвасси тата йĕркене пăсассине ултă процент таран чакарма пултарни тесе шутлатăп. Урамсенче преступлени тăвасси 33 процент чухлĕ чакрĕ. Район территорийĕнче вăрă-хурахла çаратусем, мăшкăллани пулман. Малтан та преступлени тунисем тепĕр хут йĕркене пăсни сахалланать.
Личнăй составăн тĕшшине сыхласа хăварни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир офицер тата рядовой должноçĕсене пĕтĕмпех комплектланă.
Тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртессипе палăртнă ĕçе туллин пурнăçлатпăр. Çак программăсемпе килĕшÿллĕн уйăрса паракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă куратпăр.
- Çак программăсем чăнах та пулăшу панине хăвăр ĕçре туятăр-и?
- «Хăрушлăхсăр муниципалитет тытăмĕ» тĕллевлĕ программа пурнăçланнипе акă урамсенче видеокамерăсем вырнаçтарасси активлă пулса пырать. Çак камерăсем пуррипе преступлени тунă тата йĕркене пăснă вун-вун тĕслĕхе çийĕнчех уçса пама май пулчĕ. Видеокамерăсем усал шухăшлă çынсене йĕркене пăсассинчен чарнине палăртмасăр та хăварма çук.
Йĕркене пăсассинчен асăрхаттаракан тĕллевлĕ программа ĕçленĕрен халăх дружинникĕсен ĕçне укçан хавхалантарма май пулчĕ. Çак программăпах харпăр хăй ирĕкĕпе тĕрлĕ хĕç-пăшал тата хĕç-пăшал припасĕсем килсе паракансене те укçа парса хавхалантарасси вăйра тăрать. Кăçал виçĕ çын çак майпа усă курса хавхалантарăва тивĕçрĕ.
Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх та пысăк тимлĕх ыйтнăран ку тĕлĕшпе те тĕллевлĕ программа ĕçлет. Комисси ĕçне халĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пыма пуçларĕ. Хам ыйтнипе мана та унта кĕртрĕç.
- Апла çул-йĕр хăрушсăрлăхне асăрхаттарассипе те ĕç сулмаклăнрах пулса пырасса шанмалла. Эсир ертсе пыракан коллектив вара йĕркелĕхе пĕтĕмĕшле илсен тĕрлĕ енлĕ сыхлать. Йывăр ĕçре уйрăммăн палăртма тивĕçлисем те пурах пулĕ?
- Малтанах манăн пирĕн личнăй состав стабильлĕ ĕçлесе пынине палăртас килет. Çакăнпа пĕрлех пай пуçлăхĕн çумĕсене М. Мясниковпа А. Николаева, следстви уйрăмĕн ертÿçине И. Васюхина, полици пайĕн пуçлăхĕн çумне В. Григорьева, штаб пуçлăхне В. Максимова тăрăшулăхпа палăртса хăвармалла.
А. Чернов следователь питĕ активлă ĕçлет. А. Яковлев участковăй, ППС командирĕ С. Аксяндаров, дознани ушкăнĕн ертÿçи Л. Ядыкова тата ыттисем те хастарлăхпа палăрса тăраççĕ.
Ветерансен канашĕн ертÿçине Ю. Соловьева уйрăммăн палăртса, Г. Ефимов, В. Лобастов тата пирĕн ытти ветерансене тав сăмахĕ калатăп.
Обществăлла канашăн активлă членĕсене - ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕ - «Сывлăх» ФСК директорне А. Куликова, Афганистан вăрçин инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацинче тăракан К. Петрова ырăпа палăртатăп.
- Вунă уйăх сирĕншĕн мĕнле тапхăр пулчĕ?
- Вунă уйăх пирĕн пайшăн çăмăл пулмарĕ. Çак вăхăтра пирĕн патра инспектор тĕрĕслевĕсем те пулчĕç. Министерство пирĕн ĕçе лайăх енчен палăртса хакларĕ. Малашне те эпир хастар ĕçлесе çулталăка лайăх вĕçлесшĕн. Çакна валли резервсем пур. Çавнăпа та эпĕ коллектива ăнăçусем сунатăп. Пĕр-пĕрне ăнланса туслă ĕçлемелле пултăр.
Ĕçтешсене, ĕç тивĕçĕсене пурнăçланă чух пуç хунă сотрудниксен çемйисене, Шалти ĕçсен министерствин тивĕçлĕ канури сотрудникĕсене, обществăлла канаш членĕсене - пурне те çывхарса килекен професси уявĕпе - Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕпе - саламлатăп. Пирĕн малаллахи ĕç курăмлăрах пуласса шанса тăратăп.
Н. Николаева.