29 декабря 2012 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сисĕнмесĕрех тепĕр çул иртсе кайрĕ. Çăмăлах пулмарĕ вăл. Апла пулин те пурте пĕрле ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе тăрăшрăмăр. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Çапла майпа çитĕнÿсем те пулмарĕç мар. Çулталăк хушшинче район бюджетне 100 млн. тенке яхăн пысăклатма пултартăмăр. Муркаш ял тăрăхĕ Раççей Федерацийĕ шайĕнче ялсене тирпей-илем кĕртмелли конкурсра 3 вырăн çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех Муркаш районĕ чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата гражданла оборона енĕпе ирттернĕ ĕçсемпе республикăра 2 вырăна тухрĕ.
Çитĕнÿсем кашни отрасльтех пур. Кăтартусем вĕсенче 2011 çулхинчен пысăкрах. Районăн инфраструктурине аталантарассипе нумай тимлерĕмĕр. Çĕнĕ объектсем хута кайрĕç. Çулсем, çуртсем тăвассипе, юсассипе сахал мар ĕç турăмăр. Район тĕрлĕ программăсене хутшăнса ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе курăмлă утăмсем турĕ. Çĕр ыйтăвĕнче йĕрке тăвассипе, нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе тунă ĕçсем те куç умĕнчех.
2012 çулта туни – пирĕн пĕрлехи çитĕнÿ. Кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлерĕ. Районта пурăнакансене пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватăп.
Мĕн тунипе çырлахмалла мар пирĕн. Умра – татах та пысăкрах тĕллевсем. Вĕсем епле пурнăçланасси пирĕнтен кашнинчен килет. Пурте пĕр шухăшлă пулса, пĕр тĕллевлĕн пурнăçласчĕ вĕсене. Кирек епле утăма та шухăшласа тăвасчĕ. Вара йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма та, çĕнĕ ÿсĕмсем тума та çăмăлрах пулĕ.
Пурне те сире çĕнĕ 2013 çул тата çывхарса килекен Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатăп. Сывлăхăр сирĕн çирĕп пултăрччĕ. Утас çулăр утнăçемĕн уçăлсах пытăр, ĕçленĕçемĕн ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Ĕмĕрĕр вăрăм пултăр. Çемьере яланах тату пурнăç хуçалантăр. Юрату, килĕшÿ, пĕр-пĕрне ăнланни пурăнма, ĕмĕт-шухăшăрсене пурнăçа кĕртме пулăшса пытăр, вăй-хал патăр. Инкек-синкек вара сирĕнтен пăрăнса ирттĕр. Çĕнĕ 2013 çул пуриншĕн те иртнĕ çултан ăнăçлăрах та телейлĕрех пултăр.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ
Р. Тимофеев.