29 декабря 2012 г.
Универсаллă электронлă карттăсем (УЭК) илме килĕшменни республикăра пурăнакансене патшалăх, муниципаллă тата ытти услугăсемпе усă курмалли правăран хăтармасть. Услугăсене унчченхи мелпех – паспортпа тата кирлĕ ытти документсемпе усă курса илме май килĕ.
Патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе электронлă тата ытти мелсемпе усă курассин майĕсем пирки 2010 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 210-ФЗ " «Патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен» Федераллă саккунăн 5-мĕшпе 6-мĕш статйисенче палăртнă.
Асăннă саккунăн 22-мĕш статйипе килĕшÿллĕн карттăра çыннăн сведенийĕсен минимумĕ кăна пулать:
– хушамат, ят, ашшĕ ячĕ (пур пулсан);
– сăн ÿкерчĕк (енчен те универсаллă электронлă карттăна гражданина заявление кура Федераллă саккунăн 25-мĕш статйипе килĕшÿллĕн панă пулсан);
– универсаллă электронлă картта номерĕ тата вăл вăйра пулнин тапхăрĕ;
– Раççей Федерацийĕн субъекчĕн уполномоченнăй организацийĕ пирки çыхăну информацийĕ;
– Раççей Федерацийĕн обязательнăй пенси страхованийĕн системинче страхланнă çыннăн харпăр хăйĕн лицевой счечĕн страховани номерĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн универсаллă электронлă карттăсене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа заявлени çырнине кура параççĕ.
Гражданин универсаллă электронлă карттăна илме килĕшмесен те пултарать. Çавна валли унăн Чăваш Республикинчи уполномоченнăй организацие – Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицина информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденине пымалла. Кунта вăл универсаллă электронлă карттăсемпе усă курма килĕшменни пирки çырмалли заявленисен хатĕр бланкне илме пултарать. Заявленире даннăйсене (СНИЛС, паспорт) кăтартмалла, алă пусмалла та хатĕр документа уполномоченнăй организаци представительне памалла.
Аса илтеретпĕр. Универсаллă электронлă карттăра упранакан электронлă приложенисем шутĕнче идентификацилĕхĕн, банкăн, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕн, обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельствин даннăйĕсем пулаççĕ.
ЧР Информполитика
министерстви.