29 декабря 2012 г.
2012 çула вĕçленĕ май район хаçатĕнче районти социаллă пурнăç тата экономика аталанăвне пĕтĕмлететпĕр. Унăн юлашки номерĕсенче медицинăпа вĕрентÿ сферин аталанăвĕпе тата ял хуçалăхĕпе промышленноç утăмĕсемпе паллаштаракан материалсем пичетлерĕмĕр. Вĕсемпе вулакансем интересленсе паллашрĕç. Ку хутĕнче вара эпир калаçăва район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав ТИМОФЕЕВА чĕнтĕмĕр.
– Ростислав Николаевич, район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2012 çулхи итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Эсир мĕн хушса каланă пулăттăр; Иртсе пыракан çулталăк кăтартăвĕсене эсир епле хаклатăр;
– Чăннипех те ĕнтĕ çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ май иртсе каякан çулталăк итогĕсене пĕтĕмлетме, малашлăх тĕллевĕсем пирки калаçма хăнăхнă. Хамăр ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май çавна калама пултаратăп. Иртсе пыракан çулталăк пирĕн район çыннисемшĕн ÿсĕмлисенчен пĕри пулчĕ. Районăн пурнăçпа экономика аталанăвĕнче пулса иртнĕ ырă улшăнусем те çавна çирĕплетеççĕ. Вĕсем вара кашни сферăрах пур.
Уйрăмах çынсене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки чарăнса тăмалла. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе килĕшÿллĕн çурт тума е хваттер туянма 12 çамрăк çемьене 5979,886 пин тенкĕ уйăрса панă. 2012 çулта «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр тума тата туянма 6 граждана пĕтĕмĕшле 2850,4 пин тенкĕ, 11 çамрăк специалиста 6773,42 пин тенкĕ парса пулăшнă.
Вăрçă ветеранĕсем те пулăшусăр юлмаççĕ. 2010 çултан тытăнса 229 ветеран хăйĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ. Вăл шутран кăçал – 41 çын.
Нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене, социаллă хÿтлĕхсĕр ытти шая лекекен граждансене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Вĕсем те саккунпа килĕшÿллĕн хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ.
Чăннипех те ĕнтĕ çынсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси юлашки вăхăтра ыйтусем çуратать. Ку енĕпе пурнăçламалли ĕçсем сахалах мар. Чылай çĕрте ялсенче шыв парса тăмалли системăсем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те кăçал шывпа тивĕçтермелли икĕ объекта хута яма май килчĕ. Кусем вĕсем Москакасси ял тăрăхĕнчи Калмăккасси, Ильинка ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси, Мемеккасси, Шерĕк ялĕсем. Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн федераллă бюджетран уйăрнă 5500 пин тенкĕпе, республикăран уйăрнă 5190,5 пин тенкĕпе, вырăнти бюджетран уйăрнă 913,24 пин тенкĕпе усă курнă.
Çулсене тытса тăрассипе, çĕнĕрен тăвассипе ĕçсем пурнăçлатпăр. 2012 çулта кăна автомобиль çулĕсене тытса тăма 11308,175 пин тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи территорисене 2870,34 тăваткал метр чухлĕ йĕркене кĕртме 3056 пин тенкĕпе усă курнă.
1,336 километрлă «Волга» – Мулкачкасси – Оринин» çула хута яма май килчĕ. Кунта республика бюджетĕнчен 6207,027 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 200 пин тенкĕ уйăрнă. 2013 çулта «Тойкилтĕ – Кĕртекасси – Исетерккĕ» маршрутпа çул тăвассипе вырăнти бюджет шучĕпе 2974,067 пин тенкĕ тăкаклама пăхнă. Çитес çул вара малтан палăртнă тăрăх районĕпе çулсем тума-юсама пĕтĕмĕшле 48835,967 пин тенкĕ, вăл шутран республика бюджетĕнчен 36260,727 пин тенкĕ уйăрмалла.
– Çĕнĕ çул умĕн тĕл пулнă май, паллах, малашлăх тĕллевĕсем çинчен ыйтас килет. Малтан сăмаха социаллă сфера пирки пуçарар. Медицина, вĕрентÿ ĕçĕнче, культурăра çитес çул мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ пире;
– Кăçал туса ирттернĕ ырă ĕçсем малашне те сыхланса юласса шанас килет. Палăртма кăмăллă, медицина учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе, вĕсене хальхи оборудованипе тивĕçтерессипе, апла пулсан çынсен сывлăхне сыхлас ĕçе лайăхлатассипе чылай ĕç пурнăçлама май килчĕ. Модернизаци программине хутшăнса кăçал кăна 7653,3 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туяннă. Çитес çул та ку енĕпе ĕçсем чарăнмалла мар. «Земство тухтăрĕ» программăпа малашне те ĕçлесе пырăпăр. Район больницинче халĕ ку программăна хутшăнакан 7 врач тăрăшать. Фельдшерпа акушер пункчĕ çук 10 ялта васкавлă медицина пулăшăвĕ паричченхи килти хуçалăхсем малашне те ĕçлесе пырĕç.
Вĕрентÿ ĕçĕнче те палăрăмлă улшăнусем сисĕнеççĕ. Вĕсем чи малтанах вĕрентÿ ĕçĕн пахалăхне ÿстерессипе, вĕрентÿ ĕçченĕсен ĕç укçи шайне ÿстерессипе палăраççĕ. Çак ырă улшăнусем малашне те сыхланса юлмалла. Çитес çул педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçи экономикăра вăй хуракансен вăтам кăтартăвĕнчен кая пулмалла мар. Вĕрентÿ сферине модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн пулăшу мелĕсем çитес çул та пуласса шанса тăратпăр.
Паллă ĕнтĕ, çулсеренех юсав ĕçĕсем пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар тăкаклама тивет. Апла пулин те ку ĕçсене çитес çул та туса пыма палăртатпăр. Ку тĕллевпе район бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрма пăхса хунă.
Шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессипе ĕçсем пыраççĕ. Кăçал ача сачĕсенче 3 ушкăн çĕнĕрен уçма май килчĕ. Çитес çул вара Муркашри лицей пулнă çуртра 60 вырăнлă ача садне хута яма палăртатпăр. Пирĕн тĕллев – пур ачана та ача садĕнче вырăнпа тивĕçтересси.
Муркаш ен культура енĕпе пуян. Халăх коллективĕсен шучĕ те çавăн çинченех калать. Çак кунсенче кăна Муркашри тата Орининти ветерансен хорĕсем халăх коллективĕсен ятне тивĕçме пултарчĕç. Çапла вара çак вăхăта халăх коллективĕн ятне тивĕçнĕ пултарулăх ушкăнĕсем районта 13.
Çитес çул паллă ентешĕмĕр Николай Никольский çуралнăранпа 135 çул çитет. Ăна чыслăн паллă тăвассипе тăрăшас пулать.
Районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама кăçал обществăлла канаш йĕркелерĕмĕр. Çакă ăнсăртран мар. Ку е вăл йышăнăва тунă чухне ыттисен шухăш-кăмăлне пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малашне вăл хăйĕн ĕçне татах анлăлатса пырĕ тесе шухăшлатăп.
– Ростислав Николаевич, Муркаш тăрăхĕ аграрлă район пулнă май ял хуçалăхĕ çинче те чарăнса тăрар. Темшĕн çитес çул ял хуçалăхĕшĕн палăрăмлă çулталăк пулассăн туйăнать. Çĕр-шыв ВТОна кĕни те витĕм кÿрет пулĕ. Унчченхи пекех ĕçлекенсем рынок авăрĕнче çухалмĕç-и; Вĕсем вырăнне «Путь Ильича» йышши хуçалăхсем йышăнмĕç-и; Тен урăхла çулсем те пур;
– Муркаш районĕшĕн ял хуçалăхĕ пĕчĕк мар вырăн йышăнать. ВТОна кĕни, паллă ĕнтĕ, ял хуçалăх отраслĕн конкурентлăхне район шайĕнче кăна мар, çĕр-шыв шайĕнче те чакаратех. Магазинсен сентрисем çинче ют çĕр-шывсенчен кÿрсе килнĕ таварсем ытларах пулĕç. Ял хуçалăхне субсидилессипе те улшăнусем пулаççĕ. Апла пулин те çине тăрса ĕçлемелле.
Аграри политикине пачах çĕнĕлле йĕркелемелле. Тĕллевсене пачах урăхла палăртас пулать. Çĕр ĕçĕн политикинче район майĕсемпе анлăрах усă курасси, экономика тата экологи эффективлăхĕ тĕп вырăнта тăмалла. Продукци туса илесси кăна мар, çут çанталăк ресурсĕсене сыхласа хăварасси те пĕлтерĕшлĕ пулмалла.
Çапла, районăн ял хуçалăх потенциалĕ пысăк. Анчах та хальхи вăхăтра продукци туса илесси пирки кăна мар, ăна тупăшлă вырнаçтарасси пирки те шухăшламалла. Унсăрăн аталану пулмасть.
Производство калăпăшĕн пĕлтерĕшĕ çук мар. Вăтам тата пĕчĕк бизнес, вĕсем район экономикинче вырăн йышăнаççĕ пулин те, пысăк предприятирен тупăшлăрах пулаймасть. Пысăк инвестицисем хывасси те пысăк производствăпа çыхăннă. Аталаннă çĕр-шывсенче пĕчĕк тата вăтам бизнес ытларах подрядчик е партнер шутĕнче.
Патшалăх енчен вара ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем тĕлĕшпе тĕллевлĕ адреслă пулăшу кирлĕ. Ку вăл укçа-тенкĕ уйăрассипе те, бизнес конкурентлăхне аталантарма консультаци пулăшăвĕ парассипе те çыхăннă.
Кунсăр пуçне манмалла мар: аграри секторĕ производствăшăн кăна мар, социаллă, культура, халăх традицийĕсене сыхласа хăварас, экологи енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Район экономикинче промышленноç тÿпи ÿсет. Анчах унăн аталанăвĕ сире тивĕçтерет-и; «Сеспель» чапĕ таврана сарăлчĕ ĕнтĕ. Ыттисем пирки мĕн калама пулать;
– 2009 – 2012 çулсенче районта промышленноç продукцийĕ туса кăларасси ÿссе пычĕ. Кунта «Сеспель» ăнăçлă ĕçленин тÿпи пысăк. Предприяти производство калăпăшне кăçал 139 процента çитерме, 1608 миллион тенкĕлĕх продукци реализацилеме пултарчĕ. Паллă ĕнтĕ, пĕчĕкрех ытти предприятисем те пур. Промышленноç предприятийĕсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ – 2100 миллион тенкĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 25 процент нумайрах. Кăçалхи итогсемпе Муркашри кирпĕч завочĕ 73 миллион шайне тухать. Пĕлтĕрхинчен ку кăтарту 2,2 хут пысăкрах. Анчах та «Моргаушский» сĕт-çу завочĕ, «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ, «Моргаушкорм», «МирТрубПласт», «Моргаушавтотехсервис», «Сундырь-Хлеб» обществăсем хăйсен кăтартăвĕсене чакарчĕç. Кунпа лăпланса лармалла мар, асăннă предприятисен малтанхи чикĕсене çитессипе конкретлă ĕçсем туса ирттерес пулать. Пĕрлехи ĕçре кашнийĕнех тÿпи пур.
Район администрацийĕ аван ăнланать. Производство калăпăшĕн планĕсене пурнăçламанни чи малтанах ку предприятисен финанспа экономика кăтартăвĕсем çинче палăрать, çынсен ĕç укçи чакать, налук бази пĕчĕкленет. Çавăнпа та производство хăвачĕсемпе тухăçлă усă курассине, услугăсем парассин сферине аталантарассине, менеджментпа усă курассине тата инвестицисем хывма майсем туса парассине куç ытамĕнчен вĕçертмелле мар.
– Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне яракан Çырупа тухрĕ. Мĕн калама пултаратăр пĕтĕмĕшле Çыру пирки;
– Анлă задачăсем палăртрĕ çĕр-шыв пуçлăхĕ В. Путин хăйне РФ Президентне тепĕр хут суйланă хыççăнхи пĕрремĕш Çырăвĕнче. Çĕр-шыв аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. «21 ĕмĕрте тĕнчере экономика, цивилизаци, çар хăвачĕ çĕнĕлле шайлашнă май Раççейăн суверенлă тата витĕмлĕ çĕр-шыв пулмалла. Пирĕн шанчăклă аталанмалла кăна мар, наци тата ăс-хакăл тĕлĕшпе хамăрăн уйрăмлăха упраса хăвармалла. Наци пулса упранса юлмалла. Раççей пулса юлмалла», – терĕ вăл.
Кунпа пĕрлех Раççей регионĕсене аталантарассипе те пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртни мал курăмлă. Ку тĕлĕшпе вăл федераллă тата регионсенчи влаç органĕсем умне конкретлă задачăсем лартрĕ. Çакă паллă, Владимир Путин паян çĕр-шывра туса ирттерекен пур ĕçсене те ĕç çыннипе çыхăнтарать. Пирĕн вара çак задачăсене пурнăçлама майсем çук мар.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăка вĕçленин итогĕсем çинче те чарăнса тăнă пулăттăм. Ку тĕлĕшпе вăл декабрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче журналистсемпе анлă пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх республикăра çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассипе палăрăмлă улшăнусем çук мар, вĕсене малашне те сыхласа хăварма палăртнă.
– Ростислав Николаевич, сире çитсе килекен 2013 çул ячĕпе саламлатпăр! Мĕн палăртнисене пурнăçлама сывлăх сунатпăр, ăнăçу пултăр! Район çыннисене те сирĕн Çĕнĕ çул умĕн каламалли пурах-тăр.
– Çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Çĕнĕ çулталăк çĕнĕ шанчăксем çуратать. Пурсăра та çĕнĕ 2013 çулта ыррине кăна суннă пулăттăм. Ырлăх-сывлăх пултăр пурин те, мĕн шухăшланисем пурнăçланса пыччăр. Çитес çул та пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевлĕ ĕçлесе пымалла пултăр. Района ÿсĕм çулĕпе ăнăçлă аталантарса пырасси кашнинченех килет. Апла пулсан пĕрле пулар малашне те.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.