Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул уявне чĕнетпĕр

06 ноября 2013 г.

 

Кăçал районта Тыр-пул уявне ноябрĕн 8-мĕшĕнче Муркашра ирттереççĕ. Уява килекенсене Муркашра суту-илÿ ярмăркки кĕтет. Вăл 9 сехетрех ĕçлеме пуçлать. Кунта тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла, аш-какай туянма май килĕ. Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен ĕçченĕсем те тутлă апат-çимĕç сĕнĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем ял тăрăхĕсемпе пĕрле хăйсен ĕçĕн результачĕсемпе паллаштарĕç. Уявра кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем хăйсене спорт вăййисенче тĕрĕслĕç. Ачасем те хăйсен пултарулăх выставкине пырса курма чĕнеççĕ. Вăл райадминистраци çурчĕн 1-мĕш хутĕнче иртет.

Уява савăнăçлă лару-тăрура 11 сехетре уçаççĕ. Кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май ĕçре палăрнисене пĕтĕм халăх умĕнче чыслаççĕ. Çĕн тырăран пĕçернĕ чи пысăк кукăле тутанма та чĕнеççĕ.

Пурте – Тыр-пул уявне! 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика