06 ноября 2013 г.
Чăваш хресченĕ çулленех çу каçа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетсе кĕр çитсен анлă кĕрекене пухăнать. Пĕрле пулса пурнăçланă ĕçсене тата мĕн туса çитерейменнине тишкерет вăл, умри тĕллевĕсене палăртать. Кăçал республикăри çĕр ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне иртнĕ эрне кун, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç.
Асăннă уява пирĕн районăн пысăк делегацийĕ те хутшăнчĕ. Республика шайĕнче ĕç кăтартăвĕсемпе палăрнисем унта ырă ят-сума тивĕçрĕç, тăван ене çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе таврăнчĕç.
Уяври калаçу çирĕп те конкретлă пулни пурне те çĕнĕ технологисемпе туслашса вăй хумасăр паян сăртран та ярăнса анма май çуккине туллин ăнланма пулăшрĕ. Ку вăл – республика шайĕнчи çĕнĕ шухăшлав.
Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уçрĕ. Уй-хирте ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тата ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе тăрăшакансене саламласа çĕнĕ çитĕнÿсене алла илме ăнăçу суннă май министр кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене тĕплĕн тишкерчĕ, вăл е ку ĕçре хастарлăхпа палăрнисене ятран асăнчĕ.
– Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕрпе çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пытăмăр. Çапла вара Чăваш Енри çĕр ĕçченĕ кăçал пĕтĕмпе 411 пин тонна тырă пуçтарса илчĕ. Сирĕн вăй-хал пĕр тĕллевпе ĕçлесен сăрт-ту çинче те тырă-пулă ÿстерме май пуррине çирĕплетет. Малашне те пĕрлех ĕçлесе пурăнасчĕ, тăван ен экономикине татах тĕреклетесчĕ, – терĕ Сергей Владимирович.
Тăрăшулăх йывăрлăхсене çĕнейрет çав. Тĕслĕхрен Вăрмар районĕнчи Г. Ямуков фермер мелиораци системипе вырăнлă усă курса, агротехникăна пăхăнса ĕçлесе кашни гектартан 329 центнер çĕр улми илме пултарнă. Куславкка районĕнчи В. Семенов фермер вара кăçалхи условисенче те гектар пуçне вăтамран 753 центнер пахча çимĕç пухса кĕртни çанă тавăрса ĕçлесен ÿсĕмсем пулнине çирĕплетет.
Ял хуçалăх производствинчи ĕç йывăр та яваплă пулни пирки никамăн та иккĕленÿ çук. Анчах çак йывăрлăхсене республикăри çĕр ĕçченĕсем пекех Муркашсем те тăтăш çĕнсе пыраççĕ. Çакна çирĕплетсе республикăри çĕр ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕнче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири ертсе пыракан выльăх тухтăрне Ирина Яковлевăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ выльăх тухтăрĕ» ят пачĕç. Чĕрĕк ĕмĕр ытла Муркашри сĕт заводĕнче ĕçлекен Валентина Хрусталевăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ тата ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хисепе тивĕçнисене пирĕн халăх мухтавĕ тесе хаклани Муркашсене те пырса тивни пирки пĕр иккĕленÿ те пулмарĕ.
– Паянхи уявра хамăр районсене чысланине мăнаçланса пăхса лартăмăр. Çÿллĕ ÿсĕмсене çĕнсе илекенсем, хăйсен ĕçĕсенче ырăпа палăракансем малашне районăмăрта ытларах пуласса шанатпăр, – терĕç уяв епле иртнине сÿтсе явнă май ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Н. Ванеркинпа хамăр ентеш Г. Горланов.
Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, пухăннисем умĕнче сăмах каларĕ, ĕçри хастарсене чысларĕ.
– Агропромышленность комплексĕн аталанăвне çирĕплетесси – Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн приоритетлă задача. Çак отрасль эффективлă пулнипе пирĕн граждансен пурнăç тăнăçлăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă. Чăваш хресченĕсем çут çанталăк условийĕсем енчен питех те йывăр çул чăтса ирттереççĕ. Анчах вĕсем алă усман-ха. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисен пулăшăвĕсемпе вырăнлă усă курса вĕсем аталану çулĕпех малалла пыраççĕ, – терĕ салам сăмахĕнче Михаил Васильевич.
Муркашсем пĕр вырăнта тăманни савăнтарать. Пирĕн ентешсем мĕн пурнăçланипе лăпланма юраманнине ăнланаççĕ. Ăна тĕпе хурса çĕнĕ тĕллевсем йышăнаççĕ, малашлăх планĕсене палăртаççĕ.
Çĕнĕ технологисене алла илсе татах та курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасчĕ. Уявра пулнă май вĕсем пулаççех тесе шанăç çуралчĕ.
Анатолий БЕЛОВ.