Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕ куç умĕнче

06 ноября 2013 г.

 

Çулталăкпа çулталăк пĕр килмест теççĕ те кăçалхи çанталăк та пирĕн хресчен çаврăнăçулăхне хытах тĕрĕслерĕ. Тăтăш çумăрлă тăнă авăнпа юпа уйăхĕсем ылтăн кĕркуннепе хура кĕркунне ку çул харăс илсе килчĕç. Çавăнпах хресченĕн пысăк çухатусем тÿсме тиврĕ. Алăкран хĕл сиввисем шакканă май мĕн иртни хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çакна шута илсе çумăрлă çанталăк кăларса тăратнă пысăк йывăрлăхсене çĕнсе ĕçленĕ хресчен халĕ кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетет. Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнать вăл паян? Çак ыйту çине хурав тупма Тыр-пул уявĕ умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе – экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн ертÿçипе В. АНАНЬЕВПА тĕл пултăмăр.

– Владислав Кириллович, Тыр-пул уявне ирттересси районта çирĕпленнĕ ырă йăлапа çулленех чÿк уйăхĕнче пулса пырать. Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ, çитес эрне кун район центрĕнче çĕр ĕçченĕсем Тыр-пул уявне пухăнаççĕ. Çавна май çĕр ĕçĕнчи кăçалхи кăтартусем пирки пĕлес килет: тивĕçтереççĕ-и вĕсем сире?

– Кĕрхи йĕпе-сапаллă çанталăк условийĕсене пăхсан, кунта манăн пĕрешкел хурав парассăм килмест. Ăнланатăр пулĕ, пĕр пек хурав пулма та пултараймасть. Çуркуннехи тата çуллахи шăрăх çанталăк ял хуçалăх культурисене тухăçлă аталанма май памарĕ. Кĕркуннехи тăтăш çумăрлă кунсене пула вара мĕн туса илнине те çухатусемсĕр пухса кĕртме хал çитереймерĕмĕр.

– Пурпĕрех кĕлетсем чухăнах мар пулас?

– Çĕнĕ технологисемпе хĕçпăшалланнă, малта пыракан опытсемпе усă курса хăватлă техникăпа ĕçленĕ хуçалăхсем кăçал та çухатусен çулне пÿлсе тăпăшлă ĕçлеме хевте çитерчĕç. 10 уйăх хушшинче районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 350 миллион тенкĕлĕх продукци туса илме пултарчĕç. Танлаштаруллă пăхсан ку калăпăш иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕн 102 проценчĕпе танлашать.

Кĕлетсен тулăхлăхĕ пирки калас пулсан, кăçал районĕпе гектар пуçне 16,5 центнер тырă-пулă туса илсе ампарсене 22,2 пин тонна çĕнĕ тырă кĕртсе хутăмăр. Кунсăр пуçне обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тухăçлă хĕл каçарма та ытлă-çитлĕ апат янтăлама пултартăмăр. Обществăлла секторти кашни условнăй выльăх пуçне вăтамран 36,6 центнер апат единици хатĕрлени нормăпа пăхнинчен 8,8 центнер нумайрах. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем гектар пуçне вăтамран 124 центнер «иккĕмĕш çăкăр» кăларса 6,1 пин тонна çĕр улми управа хучĕç.

 

– Тухăç пысăкрах хуçалăхсем те пурах-тăр?

– Ĕç технологине пăхăнакансен тата кун йĕркинчи ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пыракансен тухăçĕсем чăнах та курăмлă. Тырă-пулă тухăçĕпе малтисен шутĕнче П. Толикинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ (гектар пуçне 30 центнер), Суворов яч. хис. кооператив (25,9 центнер), Ильич яч. хис. хуçалăх (25,5 центнер), Е. Андреев яч. хис. кооператив (22,6 центнер). Районта çакăн пек кăтартусем пулни пирĕн условисенче те тухăçлăрах ĕçлеме майсем пуррине çирĕплетет.

Вырма ĕçĕсене хăйсем патĕнче маларах вĕçленисем ыттисене пулăшма хирĕç пулманни те хире вырман тырă хăварассинчен пулăшрĕ. Кунта манăн «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество, П. Толикинăн тата А. Пихтеровăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хăйсен «хир карапĕсемпе» кÿршĕ хуçалăхсене вăхăтра пулăшнине ырăпа палăртса хăварас килет.

– Кĕр кунĕсем кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех çитес çулхи тухăçăн никĕсне хывса хăвармалли вăхăт та. Çак сăмахсемпе манăн кĕр аки çинче чарăнса тăрас килет.

– Хресчен ĕçĕн пĕр тăхтав та çук. Вăл хăйĕн йĕркипе тăтăш çаврăнса пырать. Çапла вара вырма ирттернĕ вăхăтрах кĕрхи культурăсем акасси пирĕн хресченĕн кун йĕркинчен тухман ĕç. Кунта та çĕр ĕç технологине пăхăнни, ĕç культурине тытса пыни тĕп пĕлтерĕшлĕ. Çакна курса тăрса тата паянхи ĕçе ырана хăвармасăр ĕçлеме хăнăхнă хуçалăхсем кăçал кĕске вăхăтра 4845 гектар кĕртрисем акса хăварчĕç. Уйрăмах ăнăçлă ĕçленисем: Суворов яч. хис. хуçалăх (840 гектар), «Путь Ильича» агрофирма (435 гектар), Е. Андреев яч. хис. тата «Ударник» хуçалăхсем (400-шер гектар).

– Ял хуçалăхĕнче ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем тачă çыхăнура. Çавăнпа та пĕрремĕшĕн ÿсĕмĕ иккĕмĕшĕн ĕç кăтартăвне çĕклет. Çапла вĕт?

– Хирĕçлеместĕп. 10 уйăхра тĕрлĕ категориллĕ хуçалăхсенче пурĕ 4,3 пин тонна аш-какай (пĕлтĕрхин 108,4 проценчĕ), 37,7 пин тонна сĕт (107,3 процент), 62,9 миллион штук çăмарта туса илнĕ. Çак кăтартусем выльăх апачĕ янтăланипе тÿрремĕнех çыхăннă тесе калатăп. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи уйрăм енсене илсен сĕт сăвассипе Суворов яч. хис. (10 уйăхра пĕр ĕне пуçне 5 пин килограмм ытла сĕт сунă), «Путь Ильича» агрофирма, Ильич яч. хис. хуçалăх тата «Колос» общество 4-шар пин килограмм ытла продукци илнĕ. Ку кăтартусем пирки каланă чухне сумалли ĕнесене нумай хуçалăхсем сыхласа хăварнипе пĕрлех Суворов яч. хис., «Путь Ильича» хуçалăхсенче хушма та пултарнине палăртас килет.

– Выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракан уйрăм ĕçченсен кăтартăвĕсем Тыр-пул уявне савăнăç кÿреççĕ-и?

– Кунта пирĕн районта ĕçпе тĕслĕх кăтартакансем чылай. Тĕслĕхрен ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем хушшинче Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем малта пыраççĕ: В. Печкова – 6275 кг, Н. Журавлева – 5453 кг, Н. Михайлова – 5254 кг, Ф. Антонова – 5224 кг, Т. Филиппова – 5104 кг. Мăйракаллă шултра выльăхсене самăртассипе «Свобода» хуçалăхри В. Дедовпа Л. Кольцовăран иртекенни çук (талăкри вăтам ÿт хушаслăх 1000 грама яхăн). Сыснасем самăртассипе Суворов яч. хис хуçалăхри А. Александровпа «Оринино» хуçалăхри Л. Морозова яланхи пекех малтисен ретĕнче (талăкри вăтам ÿт хушаслăх 600 грамм ытла). «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче 32 çул оператор пулса ĕçлекен В. Николаев та хастар ĕçĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

– Юлашки çулсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе граждансен килти хушма хуçалăхĕсем те ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе ырă тĕслĕхсем кăтартма пуçларĕç. Тыр-пул уявĕнче вĕсене те иккĕмĕш вырăна хăварас килмест.

– Ял хуçалхĕнче тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем аталанма тата ырă тĕслĕх кăтартма пуçларĕç. Нумай чухне вĕсен ĕçне пирĕн тĕслĕхе илме те юрамалла. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен харпăрлăхĕпе, малта пыракан опытпа тухăçлăрах та усă кураççĕ, çĕнĕ технологисемпе усă курса пĕрешкел условирех ытларах çитĕнÿсем тăваççĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи А. Афанасьева фермер сысна аталантарассипе, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Д. Смирнов шиншилла ĕрчетессипе, Ярапайкассинчи А. Петров тĕрлĕ выльăхпа ĕçлес ĕçре патшалăх пулăшăвĕсене тивĕçрĕç, аталануллă ĕçлесе ял çыннисем валли хушма ĕç вырăнĕсем туса пачĕç.

Районти фермерсем кăçал пĕтĕмпе 4,9 пин тонна (пĕтĕмĕшле калăпăшăн 22 проценчĕ) тĕш-тырă туса илчĕç. Çакăнта А. Пихтеров, В. Горбунов, В. Бархаткин, А. Мерлов, А. Афанасьева, А. Толстов фермерсен тăрăшуллă ĕçне лайăх енчен палăртса хăваратăп.

Килти хушма хуçалăхсем районти ял хуçалăх продукцийĕн 70 процентне туса илни хăйех вĕсем районти ял хуçалăх экономикинче епле вырăн йышăнни пирки калать. Кунта манăн 10 уйăхра 20 тонна сĕт реализациленĕ Р. Константинова, 25 тонна сĕт сутнă Э. Сильвестрова ертсе пыракан килти хушма хуçалăхсене ыттисемшĕн тĕслĕхе лартас килет.

Уйрăм сăмах «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă общество пирки. Çĕнĕ харпăрлăх формипе йĕркеленнĕ хуçалăх юлашки çулсенче пахча çимĕçпе тата çĕр улми туса илессипе тухăçлă ĕçлесе пырать, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Кăçал кăна кунта 80 гектар çинчи «иккĕмĕш çăкăра» гектар пуçне вăтамран 200 центнер, 16 гектар çинчи пахча çимĕçе гектар пуçне вăтамран 350 центнер, купăстана вара кашни гектартан 500-шер центнер пухса илме хевте çитерчĕç.

– Продукци тирпейлекенсем пирки калаçмасан та уяв умĕнхи пирĕн интервью тулли пулмассăн туйăнать.

– Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе вĕсене тирпейлекенсем яланах пĕр çыхăра. Иккĕмĕшсем кăçалхи 10 уйăхра 102,2 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларчĕç. Уйрăммăн илсен продукци тирпейлекен промышленность çак хушăра 1430 тонна çăкăр-булка, 142 тонна кондитер изделийĕсем, 54 пин декалитр алкогольсĕр напиток, 15 тонна макарон изделийĕсем, 458 тонна сырпа тăпăрчă, 30 тонна выльăх çăвĕ, 600 тонна комбикорм, 1251 тонна сĕт кăларнă.

Çÿлерех каланă ĕçсемпе ĕç кăтартăвĕсем патшалăх пулăшăвĕ вырăнлă пулнипе çыхăннине уйрăммăн палăртас килет. Кăçалхи 9 уйăхра çеç районти агропромышленность предприятийĕсене тĕрлĕ бюджетсенчен 79 миллион тенкĕ укçа килсе çитрĕ. Вăл шутра федераллă бюджетран – 55,3 млн. тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 22,6 млн. тенкĕ, вырăнти бюджетран – 1,1 млн. тенкĕ.

Хамăр калаçăва вĕçленĕ май ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене çывхаракан Тыр-пул уявĕпе ăшшăн саламлатăп. Пурне те сывлăх, телей, ăнăçу суннă май уява тухма чĕнетĕп.

А. БЕЛОВ калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика