Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çынна – тивĕçлĕ ĕç укçи

02 ноября 2013 г.

 

Районти тĕрлĕ организаципе предприятире вăй хуракансене ĕç укçи вăхăтра тÿленипе, çавăн пекех пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи шайĕпе тĕплĕнрех паллаштарма район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен Н. Костинăран ыйтрăм.

– Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлекенсене ĕç укçи маларах палăртнă вăхăтра тата пĕр уйăхра икĕ хутчен тÿлемелле, пĕри – аванс шучĕпе, тепри – тĕп пай. Пĕтĕмĕшле илсен районти организацисемпе предприятисем çакна пăхăнаççĕ. Асăннă йĕркене пăсакансемпе тивĕçлĕ органсем ĕçлеççĕ, хăшне-пĕрне явап тыттарни те пулнă.

Районти пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 17372,3 (январь – август кăтартăвĕпе) тенкĕпе танлашать, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 126,8 процент (пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене шутламасăр) пулать. Мĕн пур сферăра ĕçлекенсен йышĕ пĕтĕмпе – 4918 çын, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 55 çын чакнă.

Кашни отрасле уйрăммăн тишкернĕ май çакă курăнать. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем вăтамран 9679 тенкĕ ĕçлесе илнĕ е иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 0,6 процент пĕчĕкрех. Асăннă отрасльте вăй хуракансен шучĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 36 çын сахалрах.

Промышленность сферинчи тирпейлекен производствăра 667 çын (113,8 процент) вăй хурать, вĕсен вăтам ĕç укçи – 28168,9 тенкĕ.

 

Электроэнергипе, газпа, шывпа тивĕçтерессинче 173 çын (98,9 процент) тăрăшать, вăтам ĕç укçи – 19145,4 тенкĕ е 109,5 процент.

Çурт-йĕр çĕклес сферăра тимлекенсен вăтам ĕç укçи 35874,8 тенкĕпе (126,1 процент) танлашнă, 181 çын вăй хунă.

Суту-илÿре, йăлари техникăна, автотранспорт юсассинче 551 çын тимлет, ĕç укçи – 17150 тенкĕ (115,3 процент).

Ресторан тытăмĕнче 147 çын вăй хурать, вăтам ĕç укçи – 13400 тенкĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕç-хĕлте 71-ĕн тимлеççĕ, ĕç укçи 20316,7 тенкĕпе танлашать.

Куçман пурлăхпа ĕçлес, тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерес сферăра тимлекенсен вăтам ĕç укçи – 13714,2 тенкĕ е 99,7 процент, 37 çын тăрăшать.

Патшалăх управленинче тата çар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, социаллă страховани отраслĕнче 325 çын тăрăшать, вĕсен вăтам ĕç укçи 23324,3 тенкĕпе (110,8 процентпа) танлашать.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче 991 çын (86,2 процент) вăй хурать, вăтам ĕç укçи – 13773,4 (139,4 процент) тенкĕ.

Сывлăх сыхлав учрежденийсенче тата социаллă услугăпа тивĕçтерессинче 868 çын (86,7 процент) тăрăшать, вăтам ĕç укçи 13429,2 тенкĕ е 136,7 процент.

Коммуналлă, социаллă тата ытти услуга сферинче 90 çын (90 процент) тăрăшать, вăтам ĕç укçи 12154,4 тенкĕпе (144 процент) танлашать. Вăл шутра культура тата спорт отраслĕнче тимлекенсен йышĕ – 63 (78,8 процент) çын, вăтам ĕç укçи – 12781,3 тенкĕ е 153 процент.

Чăваш Республикинче пурăнакансен 2013 çулхи виççĕмĕш кварталти пурăнма кирлĕ минимум виçине палăртнă, вăл 6176 тенкĕпе танлашнă. Çынсен социаллă тата демографи ушкăнĕсемпе илес пулсан, пурăнма кирлĕ минимум виçи кăçалхи виççĕмĕш кварталта ĕçлеме пултаракан çынсен 6576 тенкĕ, пенсионерсен 5051 тенкĕ, ачасен 6116 тенкĕ пулнă.

Р. Илларионова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика