Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш юррисем Украинăра янăраççĕ

02 ноября 2013 г.

 

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Муркашра Украинăран килнĕ хăнасем пулчĕç. Кунта вĕсем район çыннисемпе тĕл пулу йĕркелесе туслăх юррисемпе савăнтарчĕç. Юрăсем вара чăвашла та, украинла та, вырăсла та янăрарĕç.

Хăнасем килни ăнсăртран мар. Чăваш поэзийĕн классикне Çеçпĕл Мишшине унта лайăх пĕлеççĕ, асрах тытаççĕ. Вăл вилнĕ çĕр çинче – Украинăри Остер хулинче нумай пулмасть палăк уçнă. Унта пирĕн республика делегацийĕ те хутшăннă. Халĕ вара хăнасем Муркаша килсе курма кăмăл тунă. Шупашкарта пулкаланă пулин те, Муркашра – пĕрремĕш хут.

«Украинăра чăвашла калаçни, чăваш юррисене хаваспах итлени пирки илтме питĕ хавас. Украинăпа Чăваш Ен хушшинчи туслăх кĕперĕ халăхсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарать. Çапла майпа чăвашсем пирки пĕтĕм тĕнчипех пĕлме пултараççĕ», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Муркашри информаципе культура центрĕнче хăнасене туслăх концерчĕ парнеленĕшĕн тав тунă май. Çавăн пекех вăл асăннă тĕл пулăва йĕркелеме май тупнăшăн Чăваш Ен суту-илÿ экс-министрне, Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Эхветкасси ялĕнче пурăнакан Юрий Алексеева тата чăваш прозаикне, поэтне, драматургне, педагогика наукисен кандидатне, ЧАССР культура тава тивĕçлĕ ĕçченне Анатолий Кипече тав сăмахĕ каларĕ.

Чăвашсен Украинăри обществин председателĕ Надежда Лисова тата поэт, композитор, юрăç Юрий Половецкий илемлĕ юрă сахал мар парнелерĕç. Сăмах май вĕсен хăйсен те «тымарĕсем» чăвашран. Чăваш чĕлхине вара вĕсем Украинăра вĕренме тытăннă. Унăн илемлĕхĕ, çепĕçлĕхĕ, илĕртÿлĕхĕ, янăравлăхĕ тыткăнланă вĕсене. Халĕ вара украин юррисемпе пĕрлех чăваш юррисене те хаваспах шăрантараççĕ.

Хăнасем Муркашсемпе сыв пуллашнă май пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх кĕперĕ малашне те çирĕпленсе пырассине, пĕр-пĕринпе хутшăнни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика