02 ноября 2013 г.
ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен уйрăмĕнче хальхи вăхăтра призывниксемпе кăна мар, çара контракт мелĕпе каяс текенсемпе те тимлесех ĕçлеççĕ. Арçынсен Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсенче тата хĕç-пăшаллă çарсенче çар ĕçне пурнăçлама май пур.
Контракт мелĕпе çара каяс текенсемпе яланах калаçу ирттереççĕ, документсем хатĕрлессипе тата пурăнакан вырăнта медицина тĕрĕслевне тухмалли пирки ятарлă пунктра (Тĕп çар округĕнче контрактпа çара каяс текен граждансене суйламалли пункчĕ Шупашкарта Пирогов урамĕн 10 А çуртĕнче вырнаçнă, тел.: 45-20-97) ăнлантарса параççĕ.
Кăçалхи ноябрь пуçламăшĕ тĕлне çара контракт мелĕпе каяс текенсем пурĕ 30 заявлени çырса панă, вĕсенчен 25-шĕ çар чаçĕсене çитсе контракт çырнă ĕнтĕ. Ытларахăшĕ – Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин çар чаçĕсенче çар ĕçне пурнăçлать, ыттисем – Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсенче.
Çак вăхăтра çара контрактпа каяс текен виçĕ çынна, вĕсем административлă йĕркене пăснă тата судпа айпланнă пулнăран, документсем йĕркелеме пулăшрăмăр.
Çара контрактпа каяс текенсем хальхи вăхăтра çак çар чаçĕсенче çар ĕçне пурнăçлаççĕ: Таджикистанри Душанбе хулинче вырнаçнă 01162 – (201 ВБ) çар чаçĕнче, Ингушети Республикинчи 64670 – (291 абр) чаçре, Чечен Республикинчи Ханкала поселокĕнчи 45767 (инженерсен уйрăм батальонĕ) чаçре, Самара облаçĕнчи Рощинский поселокри 90600 – (15 омсбр МС) чаçре, Тольятти хулинчи 21208 (3 ятарлă бригада) чаçре тата Ульяновск хулинчи 73612 – (десантсен 31 штурм бригади) чаçре.
Контрактпа çара кайма çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă, сывлăх тĕлĕшпе «А» тата «Б» категорие кĕрекен 30 çултан кĕçĕнрех çын пулмалла. Судпа айăпланманни тата административлă йĕркене пăсманни, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илни (11 класс), пуçламăш е вăтам професси пĕлĕвне илни – çаксем те çара контрактпа кайма кирлĕ условисем. Призывпа çар хĕсметĕнче пулни, çар учечĕн специальноçне алла илни вырăнлă. Кунсăр пуçне «С», «Д», «Е» категориллĕ водитель удостоверенийĕ пурри те лайăх кăна.
Контрактпа çара кайнисен укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те, пурăнмалли вырăн тĕлĕшпе те ыйту хăйне май татăлать. Контрактпа çар ĕçне пурнăçлакан звание кура уйăхсерен 23–33 пин тенкĕ илсе тăрать. Контрактниксен кубрик майĕпе йĕркеленĕ казармăра пурăнма та, социаллă найм мелĕпе хваттерте пурăнма та пулать. Виçĕ çултан иккĕмĕш контракт çырсан çар ипотекипе усă курма май пур. Аслă шкулсенче вĕренесси те ыйту мар. Контрактпа çар ĕçне пурнăçлакансем куçăмсăр майпа вĕренме, экзамен тытнă вăхăтра отпуск илме пултараççĕ, черетлĕ отпусксем те, ытти çăмăллăхсем те пур.
Çара контрактпа каяс текенсене çар комиссариачĕн Муркашра вырнаçнă уйрăмĕнче яланах кĕтетпĕр, ыйтусем çине тулли хурав паратпăр. Кĕрсе тухăр е 62-3-84, 62-3-50 номерсемпе шăнкăравлăр.
А. Кочуров,
ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ.