Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ информацирен хÿтĕлемелле

02 ноября 2013 г.

 

Ачасенчен нумайăшĕ Интернета ашшĕ-амăшĕнчен ыйтмасăрах кĕрет. Интернет пĕр енчен ăс-тăна аталантарма та, пĕлĕве тарăнлатма та пулăшать, тепĕр енчен – унта ачана сиен кÿрекен информаци те чылай. Çакăн пирки, шел пулин те, пур ашшĕ-амăшĕ те шутламасть.

Ачасене сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлессине патшалăх хăйĕн задачи тесех палăртрĕ. Анчах та çак задачăна татса пама патшалăхăн кăна мар, обществăлла организацисен те, бизнесăн та, йĕркене сыхлакан органсен те хăйсен вăйĕсене пĕрлештерсе тăрăшмалла. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче Федерацин «О защите детей от информации, причиняющей вред их здоровью и развитию» саккунĕ вăя кĕчĕ. Ун хыççăнах ачасене сиен кÿрекен информаци тытса тăракан сайтсен пĕрлехи реестрĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ятарлă «хĕрÿ линисем» те ĕçлеççĕ. Виçĕ çул ытла ĕнтĕ Раççейре «Дети онлайн» пулăшу линийĕ те ĕçлет. 8-800-25-000-15 номерпе шăнкăравласан ачасене те, аслисене те Интернетри хăрушсăрлăх тĕлĕшпе экспертсем пулăшу параççĕ.

Специалистсем 10 çула çитмен ачасене ытларах контрольлемеллине калаççĕ. Ачасем «кирлĕ мар» сайтсене кĕресрен Интернет-хăрушсăрлăх мелĕсемпе усă курма пулать, анчах та май пур чух яланах ачапа пĕрле ларнине нимĕн те çитмест. Çапла вара ачана Интернетра усăллă информаци кăна мар, сиенли те туллиех пуррине ăнлантармалла. Кунпа пĕрлех ят е хушамат тата ытти даннăйсене ыйтакан сайтсенче кирек хăш ÿсĕмри ачан та хăйĕн çинчен е çемье çинчен пĕлтерекен информацие çырмалла маррине лайăх пĕлмелле.

Ачапа яланах пĕр-пĕрне шанса калаçни Интернетри хăрушлăх пирки калаçнă чухне те пулăшать. Ачан ыйтăвĕсене май пур таран туллин хуравлама тăрăшмалла, унсăрăн вăл шăпах хăрушă сайтсене «лекме» пултарать те. Паллах, ача хăш сайта кĕнине асăрхамалла. Компьютера тĕрлĕ программăсем вырнаçтарассине те ачан ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпе кăна вырнаçтармаллине йĕркене кĕртмелле.

Аслăрах ачасем тĕрлĕ сетьсенче «юлташсемпе» хутшăнаççĕ. Вĕсемпе интересленме те ан ÿркенĕр. Ачасене электрон почтăна килекен пустуй хыпарсене хуравсăр хăвармаллине ăнлантарăр. Интернет урлă тавар туянассине те ачасем сирĕнпе канашламасăр ан пурнăçлаччăр.

Тата тепĕр кирлĕ сĕнÿ: компьютер ачан çывăрмалли пÿлĕмĕнче мар, пурте ирĕклĕн кĕме пултаракан пÿлĕмре пулмалла.

Н. Николаева. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика