30 октября 2013 г.
Пирĕн, Христос тĕнне тытса пурăнакансен, пур вилнĕ çыншăн та, вĕсен чунĕсене Турă канлĕхе кĕрттĕр тесе, кĕлтăвас пулать. Вилсен çыннăн ÿчĕ çĕрсе тăпра пулать, чунĕ ку тĕнчерен леш тĕнчене анчах куçса каять, унта вăл ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать. Ытларах чух этем çĕр çинче çылăхлă пурăнăçпа пурăнать, вилнĕ чух та ÿкĕнмесĕрех, çылăхпах вилет. Çав çылăхсемшĕн этем чунĕн леш тĕнчере асапланмалла пулать. Пĕр вилсен çылăхсене ÿкĕнсе каçарттарма çук. Çавăнпа вилнĕ çынсен чунĕсене пулăшма ку тĕнчере кĕлтăваççĕ. Вĕсемшĕн кунта кĕлтуни леш тĕнчере вĕсене пит пулăшать: ÿкĕнсе каçарттарайман çылăхĕсем тасалаççĕ, асапĕсем çăмăлланаççĕ, йывăрлăхĕсем пусарăнаççĕ.
Вилнисене кирек хăçан та – килти кĕлĕре те, чиркÿри кĕлĕсенче те – асăнтарма юрать. Чиркÿре вилнисемшĕн тăвакан кĕлле панихида теççĕ. Çак кĕлĕре вилнĕ тăвансене асăнтарма чиркĕве апат-çимĕç илсе пыраççĕ. Пуринчен ытла Литурги кĕлли вăхăтĕнче кĕлтуни пит хăватлă. Вăл кĕлĕ вăхăтĕнче Турра юнсăр парне кÿреççĕ. Юнсăр парне ырăлăхĕ чĕррисене те, вилнисене те Турă умĕнче тÿрре кăларать.
Вилнисене ятарласа асăнмалли кунсем пур (родительские субботы). Çав кунсенче пур вилнĕ тăван-хурăнташа чиркÿре асăнтарма тăрăшас пулать. Кĕркунне çав куна святой Димитрие асăнакан кун (ноябрĕн 8-мĕшĕ) умĕнхи шăмат кун тăваççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 2-мĕшĕнче пулать.
Эй тăвансем, эпир те хăçан та пулсан леш тĕнчене каятпăр. Çĕр çине никам та ĕмĕрлĕх килмен. Вăхăт çитсен çак çĕр çинчи хăна пурăнăçĕнчен уйрăлса эпир ĕмĕрлĕх пурăнăçа куçăпăр. Унта кирек кам та ĕçе кура е мухтава тухĕ, е хурлăха юлĕ.
Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте.