30 октября 2013 г.
Кăçал йĕпе-сапаллă кĕр кунĕсем тăчĕç пулин те, ĕçрен хăраман хресчен çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене çĕнтерсех вырмапа ытти кĕрхи ĕçсене май пур чухлĕ вĕçлесе кĕрхи ярмăрккăна тухрĕ. Районта кĕр мăнтăрĕпе пĕр кĕрекере савăнасси ырă йăлара. Кăçал та Муркаш ен хресченĕсем ăна кун йĕркинчен кăлармарĕç. Район центрĕнче тырă-пулăпа, çĕр улмипе, тĕрлĕ пахча çимĕçпе, улма-çырлапа тата аш-какайпа суту-илÿ тума йĕркеленĕ ярмăрккă иртнĕ эрне кун, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, автовокзал умĕнчи лапамра иртрĕ. «Ĕçрен ан хăра – вăл хăй санран хăратăр», – вĕрентеççĕ аслисем. Кашниех ачаран пĕлекен çак ваттисен сăмахĕ кăçал районти çĕр ĕçченĕ тĕлĕшпех пулчĕ. Ĕçне пĕлекен хресчен кăçалхи кĕркунне уяр кунсен кашни саманчĕпе туллин усă курса пит хĕретмелле мар тухăç туса илчĕ, ăна вăхăтра пуçтарса кĕртсе кĕлете упрама хума та ĕлкĕрчĕ.
Малта пыракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе пахча çимĕçе, тымар çимĕçе тухăçлă туса илнĕ хресчен ял хуçалăх продукцийĕн ярмăрккине те тулли кăмăлпа тухрĕ. Çавăнпа хушăран пĕрĕхкелесе иртнĕ кĕрхи çумăр та хĕле хатĕрленекен ял çыннине ярмăрккăран сивĕтеймерĕ. Кунта пухăннисем пирĕн хресчен те умри çĕнĕ чикĕсене палăртса ĕçленине курса ĕненчĕ. Хĕл кунне хатĕрленекенсем килĕшÿллĕ хаксемпе таса та тирпейлĕ продукци ытлă-çитлĕ туянма та пултарчĕç.
– Кашни сутуçăн продукцийĕ – унăн хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче е хресчен (фермер) хуçалăхĕнче туса илнĕскер. Кун пирки паянхи ярмăрккăра никамăн та пĕр иккĕленÿ те çук. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах кашниех маттур ĕçленĕ. Çавăнпа та паян вĕсен питĕнче тулли савăнăç палăрать. Савăнччăр та кÿршĕсен ĕçĕсемпе ăнăçăвĕсене пăхса çĕнĕ тĕллевсем палăртчăр. Хресчен тăрăшулăхĕ çанталăк условийĕсене çĕнтернине кăçал аванах куратпăр. Апла пулсан пирĕн малашлăх пур, – пĕр çăвартан пупленĕ пек кăмăллăн калаçаççĕ Харитинăпа Иван Тимофеевсем. Туслă мăшăр уява килти хушма хуçалăхра туса илнĕ паха пылпа тухнă. Вĕлле хурчĕн продукцине сутма кăларса лартнă вĕсен сĕтелĕ патĕнчен çак кун çын татăлмарĕ. Ĕçчен мăшăрăн сĕнĕвĕсем те чылайăшĕшĕн хăйне евĕр уяв парни пулчĕç.
– Çанталăк çу кунĕсенче илемлĕ тăчĕ çав. Паян ярмăрккăна тухнă утарçăсем çав меллĕ вăхăтпа туллин усă курса юлни ытлашши сăмахсăрах куç умĕнче. Вĕсен продукцийĕн пахалăхĕ пысăккинчен те тĕлĕнместĕп. Çавăнпа Иван Тимофеев утарçăн пылне туянтăм та, – терĕ ятне-хушаматне кăтартма ыйтман асанне савăнăçне пытармасăр.
Агропромышленность комплексĕнче хастар та маттур, çĕр ĕçне чунĕпе парăннă пиншер çын вăй хуни района тивĕçлĕ шайра аталанса пыма пулăшать. Çак сăмахсене Мăн Хураçкари Александр Толстовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ пирки те каламалла. Купăста тата вăрлăх çĕр улми сутма илсе тухнă автомашина умĕнче фермерăн мăшăрĕ Людмила Виссарионовна хыпаланатчĕ кăна.
– Хресченĕн професси уявне кăçал эпир япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илтĕмĕр. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсем наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă куракан, ял хуçалăх техникине тăтăш çĕнетсе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса ĕçлекен, çĕр пахалăхне çулсерен хăпартса пыракан, пысăк репродукциллĕ çĕнĕ сортсемпе усă куракан хуçалăхсем çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те пысăк тухăç илме пултарнине кăтартрĕç. Ку вăл çапла пулмалла та. Паян вара хамăр ĕçĕн пахалăхĕпе халăх умне тухма та меллĕ, – терĕ тавар туянакансене миххи-миххипе купăста сутакан хĕрарăм хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кăçал 10 гектар купăста ÿстернине палăртса.
Ял хуçалăх продукцийĕн ярмăрккине пынисен çак кун пĕр вырăнта тăма майĕ те пулмарĕ. Çакăн сăлтавĕ – ял продукцийĕн анлă суту-илĕвĕ. Халĕ каланине çирĕплетсе ял хуçалăх продукцийĕпе сутă тăвакан ретре вара халăх явăçать кăна. Ăнланмалла, йÿнĕрех хакпа хĕл валли пахча çимĕçпе улма-çырла ытлă-çитлĕ туянса юлни никамшăн та ытлашши мар.
– Купăста тултарнă тулли сеткăсене çамрăкраххисем тата вăй питтисем хăйсемех йăтса каяççĕ-ха, анчах туянас шутлисем хушшинче ялсенчен килнĕ аслă ăрури хĕрарăмсем те пур. Вĕсене вара тулли михĕсене хăйсем техника таврашне кĕтме суйласа илнĕ вырăна хамах йăтса паратăп. Çакă та пирĕн тавара туянаканшăн меллĕ пултăр. Çынсем пахча çимĕç нумай туянни пирĕн ĕç харама кайманнине çирĕплетет, – терĕ тараса çинчен черетлĕ миххе хулпуççи çине çавăрса хунă май Андрей Пайков. Килти хушма хуçалăхри 8 сотка çĕр çинче технологие пăхăнса ÿстернине кура пахчаçă тăваттăмĕш çул ĕнтĕ купăста тухăçлă туса илет. Кăçалхи тухăç та 10 тоннăпа танлашнă. Ĕçлемесĕр пулмасть паллах çакă. Ăна Андрей Федорович та пытармасть. Ытлашши пахча çимĕçпе вара яланах ярмăрккăра вăл. Кăçалхи сутăва та мăшăрĕпе Еленăпа тухнă. Суту-илÿ кал-кал пынишĕн иккĕшĕ те кăмăллă вĕсем. «Çур акирен пуçласа çу каçа вăй хунин пĕтĕмлетĕвне куратпăр паян. Вăл вара çитес çулхи ĕмĕтсене уçать», – пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхса илсе пуплерĕ ĕçчен мăшăр.
Муркашра пурăнакан Андрей Лукин вара ярмăрккăна килти хуçма хуçалăхра туса илнĕ сысна какайĕпе тухнă. Типтерлĕ хатĕрленĕ какай патĕнчен те çынсем татăлмастчĕç. Пĕр мăшăр пулчĕ пулас, купăста тиенĕ пĕчĕк урапа çине сыснан çур тушкине хăпартса хучĕ. «Какайĕ илемлĕ, салăллах та мар. Çавăнпа май килнĕ чух çур сыснинех туянас терĕмĕр-ха», – терĕ арăмĕ хăйсен пĕрлехи шухăшне палăртса.
Андрей Вячеславович уява килти хушма хуçалăхран илсе тухнă сысна какайĕ хуçасăр нумай выртмарĕ.
– Тулăх тăрантарнине курах ĕнтĕ ашĕ те паха пулчĕ. Çакна сисрĕç пулас уява килнисем – самантрах туянса пĕтерчĕç, – тет суту-илÿ ăнăçлă пулнишĕн савăнăçне пытармасăр кил хуçи.
Çав вăхăтра Оринин ял тăрăхĕнчи Çĕньял Орининта пурăнакан Герман Котельников автомашина çумне вырнаçтарнă сĕтел çине банка хыççăн банка пыл кăларса лартрĕ. Ярмăрккăна черетлĕ сутуçă çитнине асăрхаса тавар туянакансем часах ун тавра сырăнчĕç. Кашниех уяв ячĕпе тесе пыл туянма тăрăшрĕ. Кĕске вăхăтрах пыл банкисенчен чылайăшĕ хуçине тупрĕ.
– Пасар пĕрле те, телей уйрăм теççĕ. Эсĕ кай, эпĕ хам валли çитес çул акма тесе пилĕк-ултă килограмм та пулин нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ туянам-ха, – тесе ман умри хĕрарăм тусĕнчен уйрăлса Ольга Егорова суту-илÿ тăвакан вырăналла утрĕ. Кăсăкланса эпĕ те Ольга Константиновна суту-илÿ тунă çĕрелле пăрăнтăм. Чăнах та темĕн те пур иккен кунта: нумай çул ÿсекен тĕрлĕ курăк вăрри, ыхра, клюква, хур ашĕ т. ыт. те.
Сутуçă Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинчен. Тăрăшуллă хĕрарăм мăшăрĕ пулăшнипе хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарса пырать.
– Мăшăрăм Юрий пулăшнипе пĕрлех ачасем те пирĕн ĕçрен пăрăнмаççĕ. Çапла аталантаратпăр та çемье бизнесне. Ачасем килте чăх-чĕп, хур-кăвакал пăхаççĕ, пахчара ĕçлеççĕ. Пĕрлехи вăйпа хамăр тăрăхра пысăк тухăç пама пултаракан перспективлă сортсемпе, ăратăсемпе ĕçлетпĕр. Вăй хунине кура – тухăçĕ, – кăмăллă калаçать хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи О. Егорова хăйсем илсе тухнă продукцие кăтартнă май.
Кам çĕр улмипе, кам пахча çимĕçпе, кам аш-какайпа хăй ăсталăхне кăтартрĕ уява пынисене. Уяв тĕрлĕ енлĕ иртрĕ пулсан та тĕллевĕ те, пĕтĕмлетĕвĕ те пĕрре пулчĕ: «Ĕç çынна тăрантарать. Тухăç пысăкрах пулсан экономика та тĕрекленет, шухăш-тĕллевсем те пуянрах пулаççĕ».
А. БЕЛОВ.