Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш çĕнĕ кĕнеке парнелерĕ

30 октября 2013 г.

 

Çак кунсенче Чăваш наци библиотекинче Александр Петровăн «На стыке двух эпох» кĕнеке презентацийĕ пулчĕ. Çавна май кунта халăх йышлă пухăнчĕ. Аслă ăрурисемпе танах çамрăксем те кăсăкланчĕç авторăн черетлĕ тăваттăмĕш кĕнекипе. Презентацие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Петр Краснов уçрĕ тата ертсе пычĕ.

– Маншăн çак кĕнеке пур енлĕ паха шутланать. Вăл кирек камăн кăмăлне те каймалласкер. Историллĕ документ – çамрăксемшĕн, вăл шутра студентсемшĕн те, пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕнеке. Аслă ăрурисемшĕн – иртнĕ куна аса илни. Александр Петрович хăй ĕçленĕ çулсенче район, республика, çĕр-шыв аталанăвĕнче паллă йĕр хăварчĕ. Халĕ те вăл вăхăта пур енлĕ усăллă ирттерет. Çакна эпир унăн ĕçĕнче куратпăр, – терĕ Петр Степанович кĕнекене хакланă май.

Александр Петрова тата унăн ĕçĕсене сума сăвакансем чылаййăн пулни питĕ кăмăллă. Вăл калаçăва пуçарнă май самай пăлханчĕ, чунĕ хурланчĕ, ахăртнех иртнĕ çулсене, çывăх çыннисене аса илчĕ пулĕ.

– Мана çак кĕнекене çырма хамăн çывăх çыннăмăрсем хистерĕç. Унра иртнĕ самана, вăл шутра манăн кун-çул тивĕçлĕ шайра сăнарланасса, çавна май фактсен пуххи пуласса шанчĕç. Кĕнеке вулантăр тата вăл çынсен кăмăлне кайтăр терĕм. Çавăнпа та чылай тĕрлĕ документпа, статьясемпе, кăтартусен пуххипе ĕçлеме тивнĕ пирки кĕнеке калăпласси вунă çула яхăн тăсăлчĕ, архивсенче нумай тăрăшмалла пулчĕ, – калаçăва пуçарчĕ Александр Петрович хăй ĕçĕпе паллаштарнă май.

Кĕнеке авторне пĕлмен çын çук пулĕ. Çапах та аса илтерни ытлашши пулмĕ. А. Петров Уйкас Янасал ял тăрăхне кĕрекен Кĕртекасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 19 çулта чухне ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тимлеме пуçланă. Пур енлĕ пултаруллă çын пулнă. Çавна май çÿллĕрех те çÿллĕрех шая çĕкленнĕ, парти тата совет органĕсенче тимленĕ, КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарьне çитнĕ. Вăхăчĕ çапла килсе тухнă, СССР аталанни тата арканни. Çапла вара Александр Петрович кун-çулĕ икĕ самана чиккине лекнĕ. Шăпах çак тапхăра сăнарланă та вăл хăй кĕнекинче.

Асăннă кĕнеке редакторĕ – Николай Максимов, илемлĕх редакторĕ Галина Самсонова пулнă. Вĕсем пухăннисене чылай çула тăсăлнă ĕçпе паллаштарчĕç. Авторпа пĕрле вăй хуни, вăл чи пысăк должноçра пулнине шута илсе, чыслă та ответлă пулнине палăртрĕç.

Презентацие Муркаш районĕн делегацийĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем сумлă ентешпе чăннипех те хăпартланнине, унăн ĕçĕсене мала хурса хакланине, вăл пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулнине асăнчĕç. Çавăн пекех ăна парнепе чысларĕç.

1970 – 1990 çулсенче Александр Петровичпа пĕрле вăй хунă ответлă ĕçченсем, вăл шутра Клара Груздева, Герольд Плечов, Ираида Стекольщикова, Анатолий Выйкин тата ыттисем иртнĕ саманана аса илчĕç. «Икĕ самана чиккинче» кĕнекене пайăн-пайăн тишкерсе, хакласа хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç. Автортан черетлĕ кĕнеке кĕтнине асăнчĕç. Унчченхи кĕнекесем çаксем пулнă: «Хĕлхемлĕ мухтав страницисем», «Чăваш Ен çулĕсем», «Чăваш Ен потребитель кооперацийĕ».

Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Петровсен çемйи ячĕпе пурне те тав турĕ. Черетлĕ кĕнекене кун çути парнелессинче Александр Петровичăн ачисемпе мăнукĕсен ыйтăвĕ-хистĕвĕ пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ вăл. Истори докуменчĕ вулавçă патне çитнинче Александр Петрович мăшăрне Тамара Степановнăна ырăпа асăнмалла.

Презентаци ĕçне вĕçленĕ май Чăваш Республикин наци библиотекин тата Кĕнеке палатин ертÿçи Александр Магарин кĕнеке авторне Тав çырăвĕпе чысларĕ. Чăннипех те пархатарлă та тарават Александр Петрович асăннă кĕнекен 250 экземплярне республикăри ялсемпе хуласенчи библиотекăсене парнеленĕ. Апла пулсан кăмăл тăвакансем кĕçех унăн черетлĕ ĕçĕпе паллашма пултарĕç.

Эпĕ те ку кĕнекене вуларăм, ытларах автор вăрçă пуçланнă куна сăнарланă самант асра юлчĕ. «Манăн ачалăха хаяр вăрçă таптарĕ. Çак синкер кун улăхра килти выльăх-чĕрлĕхе пăхаттăмăр. Вăхăт кăнтăр тĕлнелле çитсен вĕсене вăрман уçланкине шыв ĕçтерме илсе килтĕмĕр, çырткалама тесе хамăр киле чупрăмăр. Анчах та урам вĕçĕнче халăх хĕвĕшнине асăрхарăмăр, хĕрарăм хыттăн йĕнине илтрĕмĕр – пĕрремĕш çынна фронта ăсатаççĕ иккен. Каярах вара çакăн пек самантсем кашни эрнерех пулчĕç. Июль вĕçĕнче пирĕн тăванăн, колхоз председателĕнче ĕçленĕ Иван Пахомовăн черечĕ çитрĕ. Вăл аттен кĕçĕн шăллĕ пулнă...» Çак çул кĕнеке авторĕ пĕрремĕш класа кайнă.

Палăртса хăварас килет, çитес вăхăтра Александр Петрович сакăр вунă çул тултарать. Апла пулсан сумлă ентеше çирĕп сывлăх, черетлĕ кĕнекене кун çути парнелеме ăнăçупа чăтăмлăх сунар.

Р. Илларионова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика