26 октября 2013 г.
Эрехе пула темĕнле йăнăш та тума пулать. Акă кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакан Г. Иванов та, ÿсĕрле, хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа хирĕçсе каять. Хирĕçÿ вара алă çĕкленипе тăсăлать. Хĕрарăма ыраттарнине пĕлсе тăрсах вăл пит-куçран та, ытти çĕртен те 8-10 хутченех çапнă.
Арçынпа пĕр хваттерте пурăннăран хĕрарăм хăйĕн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн шикленсе, пулса иртнĕ хирĕçÿрен те хăрушăрах лару-тăру тухассине асăрхаттарас тесе Г. Иванова уголовлă явап тыттарма ыйтса заявлени çырать. Кунпа пĕрлех дознани ушкăнĕ Г. Иванов Уголовлă кодексăн 116 статйин 1 пайĕнче çырса панă преступление тунине кăтартакан енсем курăмлине шута илет. Çапла вара асăннă статьяпа никĕсленсе уголовлă ĕç пуçарма йышăнать. Пулса тухнă лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе çийĕнчех ĕçе тишкереме пуçланă.
РФ Уголовлă кодексри 116 статья хĕненипе çыхăннă. Унăн 1 пайĕнче çырса панă тăрăх çынна хĕненĕшĕн е ăна пусахласа ыраттарнăшăн (вăхăтлăх сывлăха хавшатнипе е ĕçлеслĕхе чакарнипе çыхăнман) 40 пин тенкĕ е виçĕ уйăхри ĕç укçи, е çак тапхăрти урăх тупăш чухлĕ штраф пама, е 6 уйăхлăх юсану ĕçĕсене хутшăнтарма, е виçĕ уйăхлăх арестлеме юрать.
116 статьян 2 пайĕнче çак ĕç-пуçа хулиганла шухăшпа пурнăçланипе тата политика, идеологи е хирĕç-тăрăва пула, е курайманлăхпа е тата пĕр-пĕр социаллă ушкăнпа хирĕç-тăрура пулнăран пурнăçланипе çыхăнтарнă. Кун пек чухне айăплисене 360 сехет таран обязательнăй ĕçе явăçтарма, е пĕр çулччен юсану ĕçне явăçтарма, е икĕ çулччен ирĕке чикĕлеме, е икĕ çулталăкчен хистевлĕ ĕçе явăçтарма, е ултă уйăхчен арестлеме, е икĕ çулталăк таранччен ирĕкрен хăтарма çак кодекспа çирĕплетнĕ.
Л. Ядыкова,
дознани ушкăнĕн ертÿçи.