26 октября 2013 г.
Юлашки тапхăрта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр ыйтăвĕ тĕп вырăнта. Унпа тĕллевлĕ усă курнине контроллесси район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ çинче. Черетлĕ тĕрĕслевпе асăннă пай ертÿçи И. Захаров паллаштарма кăмăл турĕ:
– Район администрацийĕн ĕçченĕсенчен тăракан ушкăн çĕрпе тĕллевлĕ усă курнине вырăнсене тухса тĕрĕслет. Саккуна пăхăнман арендаторсем тĕлĕшпе акт çырма, информацие ытти органсене çитерме тивет. Ĕçе тишкерсе йĕркене пăхăнман çĕр хуçисене административлă майпа ответ тыттараççĕ. Кăçалхи тĕрĕслеве икĕ тапхăра пайланă: майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 26-мĕшĕччен тата августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 29-мĕшĕччен. Пĕрремĕш тапхăрта 400 яхăн çĕр лаптăкне тĕрĕсленĕ, çавна май çĕрпе тĕллевлĕ усă курман 15 факт тата ятарлă ирĕксĕр усă курнă 5 факт тупса палăртнă. Саккуна пăснă пирки ĕçсене Чăваш Республикин Росреестр управленине тăратнă.
Халĕ – тĕрĕслевĕн иккĕмĕш тапхăрĕ. 5 факт тĕлĕшпе акт çырасси пырать. Çавăн пекех пĕр арендатор пирки документсене суда тăратма хатĕрлетпĕр, унта килĕшĕве пăрахăçлас ыйту тăрать.
Çавăн пекех муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн вăхăтра тÿлесси пирки те манмалла мар. Çĕре арендăна илнĕшĕн тÿлеменнисемпе килĕшĕве татма та тивет. Кăçал 88 арендаторăн парăмĕ 4659562 тенкĕпе танлашнă. Юлашки тапхăр тĕлне ку кăтарту – 738889 тенкĕ, çĕрпе усă куракансене кун пирки пĕлтернĕ ĕнтĕ. Йĕркене пăхăнса ĕçлеменнисемпе килĕшĕве татма та тивĕ.
Р. Илларионова калаçнă.