26 октября 2013 г.
Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Алексеев 1903 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă, унтанпа 110 çитрĕ. Вăл вилнĕренпе тата ăна çак ята панăранпа – 70 çул.
Яшлăхра туптаннă ответлăх
Исетерккĕри Алексеевсен çемйинче Григорий – чи асли. Амăшĕ çĕвĕç пулнă, çынсем валли çăмăл çипуç кăна мар, хулăм тумтир те çĕленĕ. Ашшĕ колхоз утарçинче тимленĕ. Çавăнпа та аслă ывăл çине сахал мар ĕç тиеннĕ, вăл шутра кĕçĕннисене пăхасси те. Вĕсен кĕрпе арманĕ пуррипе пăри авăртма пыракансене те вăхăтра тивĕçтермелле тата çĕр лаптăкĕ те сахал мар. Çапла вара ĕçлекен кил-йышăн аппаланмалли чылай. Григорий шкулта лайăх вĕреннĕ. Кондратий Трофимович учитель ăна питĕ килĕштернĕ, çавăнпа та хăй пекех вĕрентекен пуласса ĕмĕтленнĕ. Йывăрлăхра ыттисене пулăшма хатĕр пулни, хăюлăх енчен палăрни ачаллах сисĕннĕ. Пĕррехинче урамра тин кăна утма пуçлакан хĕр ача çул варрине тухса кайнă, унта вара çуйхашу – тапранса кайнă лашасен кĕтĕвĕ анатран ыткăнса хăпаранă. Григорий пĕр тăхтаса тăмасăр ăна пулăшма чупнă.
Ашшĕ-амăшĕ пекех йăрăс пÿллĕ яш ÿссе çитнĕ ĕнтĕ, апла пулсан çар ретне тăма та вăхăт. 1925 – 1927 çулсенче Григорий артиллеристсен полкĕнче тăнă. Каярах вара пурнăçне унтах тăсма шухăшланă.
– Атте, анне, маншăн ан кулянăр, йăлтах йĕркеллĕ. Эпĕ ĕçлеме вырнаçрăм, ĕçĕ килĕшет, – тесе çырнă вăл тăван киле.
Çапла вара вăл Иваново облаçĕнчи Кинешма хулинче тĕпленнĕ. Малтан вăрман хуçалăхĕнче тимленĕ. Каярах участок милиционерĕнче вăй хунă. Унтах вырăс хĕрĕпе Нюрăпа çемье çавăрнă, вĕсен Валентин тата Римма ачасем пулнă.
1941 çулхи январь уйăхĕнче Григорирен Татьяна Николаевна посылка илнĕ. Çветтуй Татиана кунĕнче амăшĕн çуралнă кунĕ, çавна май аслă ывăлĕпе кинĕ çĕрçĕн тутăр тата ытти кучченеç ярса панă. Çак парне ватă амăшĕшĕн чи хаклă парне пулнă.
– Кин, эпĕ вилсен мана çак тутăра çыхтарса яр, – тесе каланă ватă хĕрарăм. Родион ывăлĕн мăшăрĕ, Валентина кинĕ, унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Вăрçă пуçланнă чухне Григорий 37 çулта пулнă. Малтанхи кунсенчех 19-ти Иван хаяр çапăçура пуç хунă. Çак хыпар тăван киле çитнĕ, çавна май йывăр хуйхăпа пусăрăннă амăшĕ ывăлне ăсатнă çулпа пĕр чарăнми Ивана пур пĕр тупăп тенĕ евĕр пăрлă çумăр витĕр чупнă. Çухату пирки илтсенех пиччĕшĕсем, çарта пулнăскерсем, фронта кайма ирĕк илнĕ, Григорий вăрçă хирне лекнĕ. Кунта вăл чылай çапăçура çар ăсталăхĕпе палăрнă. Хăшĕ-пĕри пирки тăван киле çырса пĕлтернĕ.
Пĕр çапăçура тăшман танкне хăвăрт тивсе илекен шĕвек тултарнă кĕленче пăрахса çунтарнă. Ржев патне çитсен аманнă, госпитальте сипленнĕ. Унтан тухсан вара каллех фронта кайнă.
Черетлĕ çапăçура паттăр салтак тăракан взвода Днепрăн сылтăм енне каçса плацдарма çавăрса илме хушнă. Совет салтакĕсем хăйсем тĕллĕн сулăсем ăсталанă, çула тухнă. Çыран хĕррине çитеспе пирĕн салтаксене тăшман асăрханă. Сăрт çамки курăнсанах Григорий сивĕ шыва чи малтан сикнĕ, ыттисем те унран юлман. Хĕрÿ çапăçу чылай вăхăта тăсăлнă. Йывăр суранланнă пулин те, вăл каялла чакман. Пĕччен юлнăскер тăшманăн хăй еннелле килекен танкĕсене тĕп тума алла пулемет илнĕ, саппасри магазинсемпе гранатăсене юнашар хунă. Çапла вара вăл танк хыççăн танка вут тивертнĕ. Тискер çапăçура йывăр аманнă, госпитальте тăна кĕнĕ, анчах та сывалайман. Хăш-пĕр документ тăрăх вăл хăйне сумлă ят панине пĕлнĕ. Унăн чĕри хăçан тапма пăрахнă пирки информаци тĕрлĕрен: госпитальте е вăрçă хирĕнче, санитарсем йăтнă чухне вилнĕ тени пур. Исетерккĕне тепĕр йывăр хыпар çитнĕ. 1943 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Григорий Алексеев Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнине пĕлтернĕ.
Çырусем
Тăван киле вăл унччен çапла çырнă:«Хаклă аттепе анне! Украина çĕрĕ çинче çапăçатпăр. Енчен те тăшмана Хĕрлĕ Çар Мускав патĕнче тытса чарман пулсан тăшман пирĕн Чăваш çĕр-шывне те вут айне тăвĕччĕ, пысăк инкек кăтартĕччĕ». Çак çыру юлашки пулнă.
Çемье архивĕнче çав çулсенчи çырусем упранаççĕ, акă пĕринчи йĕркесем: «Эх, как бы я хотела повидать маму, поговорить с ней, поплакать на ее старческой груди, я потеряла одного дорогого человека для нас обоих. И мне тяжело, а ей как тяжело, она сколько сыновей потеряла. Саша, поцелуй за меня старенькую маму. Мне 61 год, а я считаю маме 91 год... Берегите ее». 1969 çул, апрелĕн 23-мĕшĕ. Алексеева Нюра.
Ывăлĕсен паттăрлăхĕнче – ашшĕ-амăш тивлечĕ
Ача-пăчан паттăрла ĕçĕ пирки асăнсан, анчах та ашшĕ-амăшĕ пирки палăртмасан, паллах, пысăк çитменлĕх пулĕ. Çавăнпа та Татьяна Николаевнăна ĕмĕр вĕçне тухиччен пăхнă Родионăн ывăлĕ, халĕ сакăр вунă çула çывхаракан Александр, çапларах аса илчĕ:
– Аслă Çĕнтерÿ 30 çул тултарнă çулхине Алексеевсем çуралса ÿснĕ урам вĕçĕнче, амăшĕ ывăлĕсене пĕрин хыççăн тепĕрне вăрçă хирне куççулĕ витĕр ăсатнă вырăнта, обелиск уçрĕç. Унта çакăн пек çырнă: «Здесь будет установлен памятник Татьяне Николаевне Николаевой – ...». Вăл сакăр паттăр ывăл çуратса ÿстернĕ хĕрарăма, символла мар, ятарлă çынна халалланă республикăри пĕрремĕш палăк пуçламăшĕ (закладка) пулнă. Тепĕр урамра уçнă монумент скульптури вара çакăнта пулмалласкерччĕ. Халĕ çак вырăн манăçа тухрĕ тесен йăнăшмăп пулĕ.
1969 çулхине республика уявне ирттерме хатĕрленнĕ май В. Погильдяков сценарийĕ тăрăх Хусанти киностуди документлă фильм ÿкерчĕ. Унта 89 çулхи Татьяна Николаевна хăй кулленхи ĕçне пурнăçлать: çăнăх алать, чуста çăрать, çăкăр пĕçерет. Тимлесе тинкермесĕрех пичĕ çинче вара хутлă-хутлă тарăн йĕрсем курăнаççĕ. Ывăлĕсемшĕн тата икĕ вăрçа хутшăннă, Георгиевски хĕрес кавалерĕ пулнă Алексей Илларионович мăшăрĕшĕн мĕн чухлĕ куççулĕ тăкнă пирки шухăшлама та йывăр.
Исетерккĕрен – Президент полкне
Асăннă кил-йышра аслисем ачисене çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулма вĕрентсе ÿстересси яланах тĕпре пулнă. Арçын тивĕçĕсенчен пĕри – салтак пуласси. Акă Алексеевсен йăхĕнчи Николай Илларионов (Родионăн мăнукĕ) Президент полкĕнче çар ĕçне пурнăçлать. Вăл çак тивĕçе Мускав хулинче тÿрĕ чунпа çÿллĕ шайра тата пысăк ответлăхпа пурнăçлани пирки пĕлтерни асăннă йышшăн пысăк чыс. Паллă ĕнтĕ, кунта пулакансем сайра-хутра кăна. Тĕп вырăнта ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, йăх-несĕл ăнăçлăхĕ, кĕлетке илемĕ тата ытти те. Халĕ маттур салтак кĕçех тăван киле çитмелле.
Р. Илларионова.