Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Судья профессийĕ çын шăпипе çыхăннă

19 октября 2013 г.

 

Çынсем суда хăйсен саккунлă прависене хÿтĕлеме, тĕрĕслĕх шырама, чи йывăр та кăткăс ыйтусене татса пама килеççĕ. Судьян вара çак кăсăклă процесри кашни енĕн шухăш-кăмăлне шута илмелле, çавна май вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн тĕрĕс хакламалла тата пĕтĕмлетмелле. Суд ĕçĕ-хĕлĕ вара çак самантсене шайлаштарасси кăна мар, унăн пĕлтерĕшĕ самай пысăк.

Судья профессийĕ тепĕр çын шăпипе тачă çыхăннă. Унăн йышăнăвĕнчен малашнехи кун-çул епле пуласси курăнать. Кунта, паллах, чуна пăлхатакан самант та чылай. Çав тери çирĕп кăмăллă судьян вара нихăçан та çынлăха çухатмалла мар, çав хушăрах унра шÿт валли те вырăн пулмалла. Çакă тата ытти ыйту тавра эпĕ Муркаш район сучĕн председателĕпе Эльза Тарасовăпа калаçрăм. Çакна валли сăлтавĕ те пысăк пулчĕ: Эльза Леонидовнăн çак кунсенче паллă кун – юбилей.

– Манăн юридици специальноçĕнчи ĕç стажĕ пĕтĕмĕшле çирĕм çичĕ çулпа танлашать. Судьяра вун тăхăр çул ытла тăрăшатăп. 2004 çулта вара мана пысăк ответлă ĕç шанса пачĕç, суд председателĕнче тимлеме пуçларăм. Хусанти патшалăх университетĕнчи юридици факультетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн мана Муркаш район прокуратурине ĕçлеме ячĕç, унта вара район судйинче тимлеме пуçличчен тăрăшрăм.

Кирек епле професси те çын характерĕнче паллă йĕр хăварать, унăн тавра курăмĕ çине витĕм кÿрет. Анчах çынлăх пĕлтерĕшне яланах çÿллĕ те тивĕçлĕ шайра тытмалла, çав хушăрах тĕрлĕ шÿт, калаçу та аякра юлмалла мар. Ман шутпа çак пахалăхсем çынра ачалăх çулĕсенчех тĕвĕленмелле. Енчен те эсĕ хăв ĕçÿпе пурăнатăн тата ăна хаклатăн пулсан, çакăн пек чăннипех те кăткăс ĕçе пурнăçлакан коллектив тата уйрăмах тимлĕх кĕтекен граждансем пулсан çак пахалăхсем ниçта та çухалмаççĕ. Çак енсем çын вăл е ку должноçра пулнине пăхмасăр санран уйрăлмаççĕ.

Эпĕ шăпана тав тăватăп, ĕç тапхăрĕ пуçланнă чухне пархатарлă çынсене тĕл пултăм, ун йышшисем пирки «наставник» тетпĕр. Чи малтанах манăн Виталий Иванович Илюхин прокурора, Роза Ильинична Гапоненко суд председательне, Юрий Григорьевич Соловьев милици начальникне, Татьяна Римовна Абрамова тата Роза Степановна Сергеева канцеляри ертÿçисене тав тăвас килет.

Судьясен вăл вăхăтшăн ĕç укçи пысăках та марччĕ. Апла пулин те вĕсен асăннă тивĕçе ответлăха пĕлсе-туйса пурнăçласлăхĕ, йĕркелĕхĕ, пĕр-пĕрне ăнланаслăхĕ тата кăткăс самантра пулăшма пултараслăхĕ мана суд системинчех юлма хистерĕ. Çакăншăн эпĕ паян пачах та ÿкĕнместĕп.

– Паллах, пуçламăш утăм чылайлăха асра юлать. Хăвăр ертсе пынипе пăхса тухнă пĕрремĕш ĕç пирки каласа парăр-ха, тархасшăн?

– Ун чухне ют çын пурлăхне вăрланине пăхса тухрăмăр. Тепĕр тесен, йывăрах та мар пек туйăнать, анчах та... Суд ларăвĕн секретарĕ Т. Волкова пулчĕ. Çак системăра вăл вун пилĕк çул ĕнтĕ, эпĕ çамрăк. Процесс вăхăтĕнче пурте ăна судья вырăнне йышăнчĕç. Вăл вара çине тăрсах хăй секретарь, эпĕ судья пулнине ăнлантарчĕ.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх сире ведомство тата патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ наградăпа пĕрре мар чысланă. Хăшĕ сирĕншĕн сумлăрах?

– Çапла, манăн ĕç-хĕле пысăка хурса хакларĕç, тĕрлĕ наградăпа хисеп турĕç. Çапах та чи малти вырăнта – ĕçтешсен хаклавĕ, çавăн пекех – «Суд системин хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят.

– 2004 çултанпа эсир Чăваш Республикин Муркаш район сучĕн председателĕн тилхепине тĕрĕс-тĕкел тытса пыратăр. Ертÿçĕ тивĕçĕнче вара ĕçе пĕтĕмĕшле йĕркелеме пултарассипе ăна хăнăхни паллă вырăн йышăнаççĕ. Кунта тата мĕнле пахалăхсем кирлĕ тесе шухăшлатăр эсир; Район сучĕн председателĕ администраци ĕçĕ-хĕлĕпе ытлашши тиевлĕ мар-и?

– Суд председателĕн йĕркелÿ пултараслăхĕсĕр пуçне чăтăмлăх, итлеме тата ăнланма пĕлеслĕх, çынлăх чиккинчен тухса каймасăр кирлĕ чухне тивĕçлĕ йышăну тăваслăх кирлĕ. Эпĕ суд председателĕ администраци ĕç-хĕлĕпе ытлашши тиевлĕ-чăрмавлă тесе шухăшламастăп. Чăннипех те коллектива тĕрĕс-тĕкел тытса, йĕркелесе пыма çăмăл мар. Районта тата миравай судьясен икĕ участокĕ пур. Вĕсен ĕçне те тимлĕхре тытмалла. Тивĕçсене пĕлсе пайлани, кулленхи тĕрĕслев, кирек епле ыйтăва та оперативлă татса пама пултарни коллектив ăнăçлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Пурнăç уттипе тан пырас тесен тăтăшах квалификацие ÿстерме, ытти республикăпа регион сучĕсен опычĕпе паллашма-улшăнма тивет.

– Эсир пĕтĕмĕшле юрисдикци, вăл шутра Муркаш район сучĕн малашлăхне мĕнле куратăр; Информаци технологийĕсем вăя кĕнипе пулса пыракан улшăнусем ĕç пахалăхне ÿстересси куçкĕрет.

– Пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕсен малашлăхне, уйрăмах информаци технологи сферинче пысăк малашлăхлă куратăп. Район судĕнче патшалăх автоматизаци системин (ГАС) 24 комплектне вырнаçтарнă. Унăн шутне «Организаци йĕркелĕвĕ», «Право», «Интернет-портал», «Суд ĕçĕ-хĕлĕ тата статистика», «Суд йышăнăвĕсен банкĕ» тата ыттисем те кĕреççĕ. Çаксем суд ĕçне пахалăхлă çĕнĕ шая çĕклеме, çĕнĕ технологи мелĕсемпе туллин те тĕллевлĕ усă курма май параççĕ. Правăпа справка «Консультант-плюс» системи тивĕçлĕ шайра ĕçлет. Хальхи вăхăтра Муркаш район сучĕ суд ларăвĕн участникĕсене пĕлтермелли СМС-хыпар мелĕпе анлă усă курать. Муркаш район сучĕн интернет-сайчĕн тĕп страницинче суд ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕрлĕ информаци пур.

– Эльза Леонидовна, калаçăва вĕçличчен сирĕн пурнăçри хăш-пĕр самант, вăл шутра çемье, пушă вăхăта епле ирттерни пирки те пĕлес килет.

– Хамăн пурнăç валли вăхăт питĕ сахал юлать тесен, пачах та йăнăшмăп. Эпĕ аттепе-аннене тав тăватăп. Вĕсем пире, тăватă ачана, ура çине тăратнă май çынри чи пĕлтерĕшлĕ енсене – ĕçе юратни, тĕрĕслĕхпе йĕркелĕхе ăнланни – ăша хывтарса ÿстернĕ. Пирĕншĕн вĕсем яланах тĕслĕхре пулнă. Атте нумай çул халăх заседателĕнче ĕçленĕ, киле таврăнсан вара судри хăш-пĕр самант пирки каласа паратчĕ. Эпĕ вара çавсене ăша хывнă пулас. Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра Конституцие вĕренме пуçланă чух çын прависене хÿтĕлес, вĕсене пулăшас кăмăл çуралса тĕвĕленчĕ. Çапла вара çак енĕпе аслă пĕлÿ илме шухăшларăм.

Çавăн пекех эпĕ мăшăра тав тăватăп, вăл манăн ĕçе ăнланать. Ытти çемьесенчи пек йывăрлăх манран аякра иртрĕ. Шел, арăмĕсем судья пулнă пирки уйрăлнă мăшăрсем те пулчĕç, мĕншĕн тесен çемье валли вăхăт юлмасть. Пирĕн ачасем ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Хĕр ача Чăваш патшалăх университетĕнче преподавательте тăрăшать, унсăр пуçне вăл суд системинче вăй хурать. Ывăл – юридици факультечĕн студенчĕ.

Пушă вăхтпа туллин усă курма тăрăшатăп, тĕрлĕ чечек ÿстеретĕп, бисерпа тĕрлетĕп. Çемьепе театра, концерта тухса çÿретпĕр.

– Эльза Леонидовна, тавах калаçăва хутшăнма килĕшнĕшĕн тата вăхăт тупнăшăн. Эпир, район хаçачĕн ĕçченĕсем, сире халалланă йышлă салам çумне хутшăнатпăр, юбилейпа саламлатпăр, çăмăл мар ĕçре чăтăмлăх тата ăнăçу, çемьере килĕшÿ, çирĕп сывлăх сунатпăр.

 

Р. Илларионова калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика