Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйту сахал мар, апла ялсем те чĕрех-ха

19 октября 2013 г.

 

ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ И. Новиков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управлени пуçлăхĕ В. Никитин Катькас ял тăрăхĕнче пулчĕç.

Малтанах ĕç ушкăнĕ Шомикри фельдшерпа акушер пунктне çитрĕ. Ку вăхăта рабочисем урамра ФАП çуртне çут çанталăк газне кĕртессипе тимлеччĕç, шалта вара ĕçсем вĕçленнипе пĕрех. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В. Данилов кунта вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнине палăртса вырнаçтармалли оборудовани хатĕррине те, ĕçлекен пуррине те пĕлтерчĕ. Çĕнĕ çурт чăнах та тирпейлĕ, ăшă та хăтлă пулмалла. Чи кирли вара – вырăнта пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ çурт ку. Фельдшерпа акушер пунктне çитес эрнере уçма палăртаççĕ. Унччен пĕтĕмпех йĕркелесе çитерессине вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев та шантарчĕ.

Хыççăн ĕç ушкăнĕ юнашарах вырнаçнă Шомикри тĕп шкула çул тытрĕ, Калайкассинчи вăтам шкула та çитрĕ. Вĕрентекенсен коллективĕсемпе тĕл пулса информаци кунĕнче калаçмалли темăсене сÿтсе явнипе пĕрлех должноçри ответлă çынсем ытти ыйтусене те хуравсăр хăвармарĕç.

Шомикри тĕп шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем тахçантанпах пулман. Вĕрентекенсем акă çурта хутса ăшăтмалли системăна улăштарсан та питĕ лайăх пулмаллине калаççĕ. Анчах паян-ыранах вара çакăн пек юсав ĕçĕсем ирттерме май çук. В. Никитин юсав ĕçĕсем валли уйăракан укçа-тенкĕне вĕренÿ учрежденийĕсем чи малтанах çивиттисем улăштарасси çине тăкакланине пĕлтерчĕ. Çÿлтен шыв юхать пулсан шалти ĕçсене пурнăçлани те кăлăхах пулĕ. Шомиксем кун пек лару-тăру умĕнче тăмаççĕ пулин те, шкул кивви пур çĕрте те сисĕнет. Çак вĕренÿ учрежденийĕ вара пирĕн Катькас ял тăрăхĕнчи ачасемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн кăна мар, кÿршĕ районти çывăх ялсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Шомика унтан сахал мар ача çÿрет. Акă Атăльялта пурăнакансене те çул, шыв ыйтăвĕсем канăç памаççĕ. Шомикра шкул, лавкка, банкомат тата цивилизацин ытти ырлăхĕсем пурришĕн, халĕ акă ФАП та хута кайĕ, Атăльялсем Муркаш район администрацине тав тăваççĕ. Министр çумĕ И. Новиков Атăльялсен пур ыйтăвне те кирлĕ инстанцисене çитерме шантарчĕ.

Калайкассинчи вăтам шкулта ĕçлекенсен те ыйту сахал мар. Ку тăрăхра М–7 трасса çĕнелсе улшăннипе çул урлă каçмалли вырăнсем те, вĕсемпе пĕрлех чарăнусем те çынсем хăнăхнă вырăнтан «куçнă». Чарăнусем Рыккакасси тата Калмăк ялĕсем çывăхĕнче пулманшăн кунта пурăнакансем пăшăрханса калаççĕ. Ĕç ушкăнĕ çак чарăнусене патшалăх экспертизи витĕр тухнă проектпа килĕшÿллĕн тунине ăнлантарчĕ. Паллах, нимĕнле проект та кашнине туллин тивĕçтерме пултараймасть. Анчах та çак проекта та çынсен хăрушсăрлăхне шута хумасăр хатĕрлемен. Унта пăхса хунипех чарăнусем патне утма тротуарсем те пулмалла.

Ку ял тăрăхĕнче пурăнакансене Кураккассипе Чурикасси ялĕсем хушшинчи кĕпер ыйтăвĕ те канăç памасть-мĕн. Вăл паян-ыран ишĕлсе анма пултарасран хăраççĕ çынсем. Ял тăрăхĕсен чухăн бюджечĕсем, шел пулин те, кирек епле ĕçе те çийĕнчех туса ирттерме май памаççĕ çав. Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герасимович çак кĕпере юсама çитес çул валли бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хунине пĕлтерчĕ. Апла пулсан килес çул çĕнĕ кĕпер пулмаллах.

Тепĕр ыйтупа та тĕплĕ калаçу пулчĕ. Калайкассинчи вăтам шкул территорийĕнче вĕрентекенсен общежитийĕ кивелсе кайнă. Пурăнакансем юсав ĕçĕсем ирттереççĕ-ха кунта, анчах та фундамент çирĕплетессине тата çивитти тăвассине çакăнта пурăнакан çемьесем хăйсен вăйĕпе кăна пурнăçлаймассине калаççĕ. Министр çумĕ Иван Новиков ыйтăва татса памалли майсене пĕлтерчĕ.

Ялти урамсенче асфальт сарасси, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă программăсене хутшăнасси, хуçасăр йытăсем, ача-пăча выляв площадкисем – темĕн те интереслентерет çынсене. Министр çумĕ И. Новиков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин тата Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав пачĕç.

Н. Николаева. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика