Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

19 октября 2013 г.

 

Йывăç лартрĕç

Республикăра Йывăç кунне ирттерме йышăнни пĕрремĕш çул мар. Кăçалхи кĕр кунĕсем те çак ĕçсенчен катара юлмарĕç. Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем ку тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнчĕç. Кунти вăтам шкулта вĕренекенсем республикăра иртекен «Йывăç ларт та ăна упра» акцие хутшăнса Ярапайкассинче 148 тĕп йывăç хунавĕсем лартрĕç. Çак ĕçре ачасене шкулта биологипе вĕрентекен Е. Андреева ертсе пычĕ.

Йывăç лартассинчен Уйкас Янасал ял тăрăхĕн администрацийĕ те айккинче юлмарĕ. Кунта Сосновкăпа Купăрля ялĕсем хушшинчи асфальт çул хĕррипе йывăç лартса хăварчĕç.

 

Мăн Сĕнтĕрте пулчĕç

Кăçал ЧР кооператорĕсемшĕн юбилей çулталăкĕ: Чăвашпотребсоюз йĕркеленнĕренпе – 120 çул. Çак уяв йĕркипе иртнĕ юн кун, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, республикăри райпосен канашĕсен ветеран-ертÿçисем Мăн Сĕнтĕре пухăнчĕç. Пĕрле пулса вĕсем кунти райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районти кооператорсем социаллă экономика аталанăвне епле тÿпе хывни пирки тĕплĕн каласа пачĕ. «Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç хаклавĕпе Муркаш районĕ республикăра 2-мĕш вырăн йышăннинче кооператорсен тÿпи те пысăк», – палăртрĕ Ростилав Николаевич.

 

Композитора халалласа

Çак кунсенче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров композитор 55 çул тултарчĕ. Ентешĕмĕрĕн пултарулăхне пысăка хурса Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Юррăмсенче эпĕ юлăп» пултарулăх каçĕ иртрĕ. Пухăннисем юбиляр пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсене пăхса тухрĕç, çĕннине пĕлчĕç.

Пултарулăх каçĕнче Владимир Михайлович хăйĕн çĕнĕ юррисемпе паллаштарни курма пынисемшĕн уйрăм парне пулчĕ.

 

Ача çурални – уяв

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче регистрациленĕ пĕчĕкçĕ Камилла кăçал çуралнă 333-мĕш пепке пулчĕ. Унăн амăшĕпе ашшĕ Наталья Владимировнăпа Вячеслав Анатольевич Шапошниковсем Кашмаш ялĕнче пурăнаççĕ.

Камиллăн ашшĕ-амăшĕ патне район администрацийĕн пуçлăхĕн саламне çитернĕ.

 

Уçă чемпионатри ÿсĕм

Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата Мари Эл Республикинчи спортсменсемпе пĕрле пирĕн ентешсем те автомобиль картинг спорчĕн республикăри уçă чемпионатне хутшăннă.

Асăннă чемпионат иккĕмĕш çул иртет. Унăн тĕллевĕ – çамрăксене техника спорт ăмăртăвĕсене хăнăхтарасси тата кунти вăйлă спортсменсене тупса палăртасси.

Командăсем хушшинче ăмăртса «Çамрăк техниксен станцийĕ» хушма вĕрентÿ учрежденийĕн команди 1-мĕш вырăна тухнă.

 

Спорт çăлтăрĕпе – зарядкăра

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» кĕрхи акцие хутшăнса Муркашри ача-пăча библиотекипе Тури чăвашсен музейĕ çуран утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕпе тата Раççей спорт мастерĕпе Нина Охотниковăпа тĕл пулу ирттернĕ. Нина – Раççейри нумай ăмăртусен призерĕ, Европăри юниорсем хушшинче 2009 çулта иртнĕ ăмăртăвăн пăхăр призерĕ, Европăри çамрăксем хушшинче 2011 çулта иртнĕ ăмăртăвăн кĕмĕл призерĕ, 2011 çулхи Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăн пăхăр призерĕ, çамрăксем хушшинче 2013 çулхи Раççей чемпионки, çамрăксем хушшинче çăмăл атлетикăпа иртнĕ 2013 çулхи Европа ăмăртăвне хутшăннă.

Спортпа сывлăх кунĕ Муркашри вăтам шкулта паллă спортсменка ирттернĕ ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Зарядка ирттернипе пĕрлех Нина ачасене ирхи зарядка пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕ.

Тури чăвашсен музейĕнче Нина Охотникова хутшăннипе çак кун «Муркаш район чемпионĕсем» экспозици уçăлчĕ. Ку мероприятире призывниксемпе Муркашри вăтам шкул кадечĕсем те пулчĕç.

 

А. БЕЛОВ хатĕрленĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика