Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçех çĕнĕ ФАП уçăлĕ

23 октября 2013 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн республикăра 100 фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнĕрен хута каймалла. Çак ырă улшăну çынсен сывлăхне сыхлассинче пысăк вырăн йышăнĕ.

Муркаш районĕнче пурăнакансем те çак указăн ырă витĕмне туйма пултарĕç, унпа килĕшÿллĕн кунта çакăн йышши виçĕ объект хута каймалла. Кĕçех Шомикри пункт халăха йышăнма пуçлĕ, унта халĕ çурта хута ярассин юлашки тапхăрĕ пырать.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев унта пулса ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашрĕ. Чи малтанах Р. Тимофеев Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г. Лебедевпа, «СПК «Возрождение» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕпе А. Резюковпа тĕл пулчĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçласси пуриншĕн те чылайранпа кĕтнĕ самант, çавăнпа кунта пурăнакансем те активлăхпа палăраççĕ. Ку тăрăхри çынсен йышĕ 600 çынран та иртет. Катькаса çитес пулсан 7– 8 километр каймалла. Çапла вара патшалăх тимлĕхне Шомиксем те аванах туйма пултарĕç. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика