16 октября 2013 г.
2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче çĕр-шывăн массăллă информаци хатĕрĕсенче граждансен черетлĕ кĕрхи призывĕ пуçланнине пĕлтерекен Раççей Президенчĕн Указĕ пичетленчĕ. Çакна май эпир Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕпе А. КОЧУРОВПА тĕл пулса калаçрăмăр, вулакансен тата пирĕн ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.
– Çар службипе çыхăннă ыйтусем редакцие сахал мар килеççĕ. Вулакансем отсрочка, çар çыннисен çăмăллăхĕсем тата ытти пирки те ыйтаççĕ. Ыйтусенчен ытларахăшĕ вара 2013 çулхи кĕрхи призывпа çара каякансен çар службин срокĕпе тата студентсене отсрочка парассипе çыхăннисем. Александр Алексеевич, çак тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр?
– Чăнах та, çĕр-шывăн массăллă информаци хатĕрĕсенче Раççей Президенчĕн 2013 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи 732 номерлĕ «О призыве в октябре-декабре 2013 года граждан Российской Федерации на военную службу и об увольнении с военной службы граждан, проходящих военную службу по призыву» Указĕ кун çути курчĕ. Çак Указпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕ те призывпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама тытăнчĕ. Кусем вĕсем: призывникăн медицина тĕрĕслевĕ, призыв комиссийĕнче призывника çара каймалли пирки е отсрочка панине пĕлтерни, яшсене Канаш хулинчи республикăн пухăнмалли пунктне ăсатасси, унтан – çара.
– Аслă шкулсенче тата техникумсенче укçа тÿлесе вĕренекенсене отсрочка памаççĕ тени тĕрĕс-и? Çынсем çакăнпа та интересленеççĕ.
– Эпĕ кун пирки нимĕнле çĕнĕлĕх те пĕлместĕп, пирĕн пата ку тĕлĕшпе ятарлă ĕç хучĕ те килмен, çавна май акă мĕн калама пултаратăп: аслă шкулсенче вĕренекен студентсене, вăл шутра укçа тÿлесе вĕренекеннисене те, ку таранччен отсрочка мĕнле панă, халĕ те çаплах. Çар службин срокне ÿстреççĕ тени те тĕрĕс мар сас-хура кăна. 12 уйăха тăсăлакан çар службин срокне никам та улăштарман. РФ оборона министрĕн Сергей Шойгун ку ыйтупа çыхăннă çирĕп позицине асăннă министерствăн пресс-служби те пĕрре мар пĕлтернĕ: «Çара контрактпа килекенсен шутне 2017 çулччен тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерме палăртнă май ведомство пуçлăхĕсем призывниксен шутне чакарассипе тĕп енсем палăртнă».
– Ку ыйтупа паллă. Кĕрхи призывра призывниксен шучĕ чакрĕ-и?
– Кăçалхи çурхи призывпа танлаштарсан – сахалрах. Икĕ районтан пирĕн 84 яша салтака ямалла. Учетра Муркаш районĕнчи призывниксем нумайрах, çавăнпа та ку районтан çара каякансем те ытларах пулаççĕ.
– Пирĕн тăрăхран Президент полкне кайма юрăхлă çамрăксем пур-и ку призывра?
– Эпир икĕ çамрăка суйласа илнĕччĕ, анчах шел пулин те вĕсем медицина тишкерĕвĕпе унта суйланма пултараймарĕç.
– Призыв анлăшĕ, географи енĕпе пăхас пулсан, ытти çулхисенчен уйрăлса тăрать-и? Пирĕн енчи çамрăксем çар тивĕçĕсене епле пурнăçланине хак паракан çырусем килеççĕ-и тата сирĕн пата?
– Призыв «географийĕ» çар тĕсĕсем пекех тĕрлĕрен: ку вăл Инçет Хĕвел тухăç та, Байкалăн леш енĕ те, Раççей центрĕнчи районсем – Мускав, Чулхула, Хусан, Ижевск тата ыттисем те. Çар тĕсĕсем те суйламалăх пур темелле: сывлăш десант çарĕсем, ракета çарĕсем, мотострелоксен çарĕсем... Анчах та специалистсем кирлĕ: водительсем, электромеханиксем тата ыттисем те. Çар службин тапхăрĕнчи пĕр çулталăкра çак специальноçсене вĕренме вăхăт çук, анчах та çар специальноçĕсемпе çывăх тăракан специальноçа алла илнисем кирлĕ.
Хак паракан çырусем пирки калас пулсан, пирĕн патран салтака ăсатнă яшсем çарта «питĕ лайăх» тата «лайăх» хаклавсене тивĕçеççĕ. Командирсем вĕсене лайăх енчен палăртаççĕ. Вĕсем хушшинче Элĕк районĕнчи Александр Шашкаров, Муркаш районĕнчи Илья Тарасов тата ытти нумай салтаксем. Пĕр пытармасăр калатăп: командирсенчен çакăн пек лайăх хаклав паракан çырусене, Тав çырăвĕсене илме питĕ кăмăллă. Хăйсен ачисем çарти тата флотри служба вăхăтĕнче «ÿснĕшĕн», тĕрекленнĕшĕн савăнакан ашшĕ-амăшĕсен сăмахĕсене те итлеме хавас. Акă ЧПУ географи факультетне вĕренсе пĕтернĕ Элĕк районĕнчи Максим Никандрова тĕслĕх вырăнне илсе кăтарма пултаратăп. Çурçĕр флотĕнче «Петр Великий» крейсер çинче службăра тăнă вăхăтра вăл чылай тинĕс тăрăх ишнĕ кăна мар, ют патшалăхсенче те сахал мар пулса курнă. Çакна, паллах, мĕн пурнăç тăршшĕпех кăмăллăн аса илетĕн.
– Александр Алексеевич, ДОСААФ автошкулĕнче водитель специальноçне яшсем мĕнле майпа вĕренме пултараççĕ? Çакна валли яшсен мĕнле условисене тивĕçтермелле?
– Чи малтанах сывлăх тĕлĕшĕнчен яшсен çара кайма юрăхлă пулмалла, вĕренсе пĕтернĕ хыççăнхи призывпа çара кайма хатĕрленмелле. «С», «Д», «Е» категорисен водительне ДОСААФ-ăн Шупашкарти пĕрлештернĕ техника шкулĕ (ОТШ) тата Вăрмарти автошкулта вĕренмелле. Вĕренĕве РФ Оборона министерствин шучĕпе йĕркелеççĕ. Шкулта вĕренекенсене (10-11 классем), çара кайма отсрочка илме пултаркансене тата сывлăх енĕпе çитменлĕхсем пулнăран РФ çар службинче тăма пултарайманнисене кунта вĕренме илмеççĕ.
– Çар ретне тăма хатĕрленекен яшсене мĕн каланă пулăттăр?
– Чи малтанах эпĕ призывниксене чăн-чăн арçын пурнăçне кĕмелли пĕрремĕш ответлă утăм тунипе саламлатăп. Çавна май – вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те.
Повестка илнĕренпе яшăн пурнăçĕ икĕ тапхăра пайланать: çарчченхи тата çар хыççăнхи. Эсир Тăван çĕр-шывăн хÿтĕлевçисен ретне тăратăр. Çак ретре Александр Невскийпе Александр Суворов, Михаил Кутузовпа Ушаков адмирал, Георгий Жуковпа Константин Рокоссовский... Çак ретрех, эпĕ иккĕленместĕп, сирĕн аслаçусемпе аçусем, пиччÿсем те тăнă. Сирĕн те черет çитрĕ. Эсир те хăвăр тивĕçе йĕркеллĕ пурнăçласса, киле телейлĕ таврăнасса шанса тăратăп. Службăра лайăх та ăслă командирсем пулччăр.
Н. Николаева.