Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах – район администрацийĕн ĕçченĕсене

16 октября 2013 г.

 

Ĕçлекен çын яланах хисепре, малалла та çаплах пулĕ. Экономика тата социаллă пурнăç аталанăвне пысăк тÿпе хывакансене, ырми-канми тăрăшакансене вара район, республика тата Раççей шайĕнче тĕрлĕ енлĕ чыслаççĕ.

Пирĕншĕн, Муркаш районĕн çыннисемшĕн, район администрацийĕн Хисеп грамоти – чи сăваплă ят-сум. Çак наградăна тивĕçмелли йĕркепе тĕплĕнрех паллаштарма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова кăмăл турĕ:

– Пирĕн тăрăхра тăван ен шăпишĕн яваплăха ăнланакан тата район, республика, Раççей ăнăçлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕр çынсем чылай пулни савăнтарать. Ĕç çынна ответлăха туйма, пурнăç уттипе тан пыма май парать, ĕçлес туйăм кашнинче пулмалла. Пирĕн вара тивĕçлисене тимлĕх уйăрмалла, хавхалантармалла.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе районăн социаллă пурнăç, экономика тата культура аталанăвне пысăк тата уйрăм тÿпе хывнă çынсем тивĕçеççĕ. Унпа чыслани малашне те пуçаруллă, обществăлла ĕçре активлă пулма хавхалантармалла. Çак шайри Хисеп грамотине уйрăм çынсем кăна мар, ĕç коллективĕсем, организацисемпе учрежденисем, обществăлла организацисем, муниципаллă йĕркелÿсем, уйрăм ялсем тивĕçеççĕ. Çакна валли пĕрлехи йыш шухăш-кăмăлĕ кирлĕ.

Çавăн пекех тепĕр чыслав вăл – район администрацийĕн Тав çырăвĕ.

2011 çулта Хисеп грамотине – 148 çын, Тав çырăвне – 83 çын; 2012 çулта Хисеп грамотине – 182 çын, Тав çырăвне – 98 çын; 2013 çулта Хисеп грамотине – 177 çын, Тав çырăвне 43 çын тивĕçнĕ. Çак чыславра ытларах ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем палăраççĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн Хисеп грамотине тивĕçекенсем те район ĕçченĕсем хушшинче чылай.

Районăн Хисеп кĕнекине уйрăмах палăрнă çынсен ячĕсене кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне унта 32 çын ĕç-хĕлĕпе паллашма пулать. Унта кĕртме тивĕç тесе палăртнисене депутатсен районти Пухăвĕ çирĕплетнĕ ятарлă комисси пăхса тухать.

Çапла вара çÿлерех асăннă ят-сума тивĕçнисене тимлĕхсĕр хăварар мар, вĕсене малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлеме хавхалантарар.

Патшалăх наградисемпе чысласси Чăваш Республики тата Раççей шайĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе пурнăçланать. Уйрăмах пултаруллă та активлă ĕçченсем тĕлĕшпе ходатайство тăратасси ĕç коллективĕсенчен килет. Çавăнпа та пуçарулăхпа ытларах палăрасса шанатпăр. Тĕплĕнрех пирĕн патра ыйтса е сайтра вуласа пĕлме пулать.

Р. Илларионова

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика