Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Октябрĕн 25-мĕшĕнче – Тыр-пул уявĕ

16 октября 2013 г.

 

Районта çулленех кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ май Тыр-пул уявĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл октябрĕн 25-мĕшĕнче Муркашра иртет. Ăна Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халаллаççĕ.

Уява тивĕçлĕ шайра ирттерме йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Тунти кун унăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ.

Уява килекенсене Муркашра пысăк суту-илÿ ярмăркки кĕтет. Кĕр мăнтăрĕпе кунта тĕрлĕ пахча-çимĕç, улма-çырла, аш-какай туянма май килĕ. Тĕрлĕ улма-çырла хунавĕ те пулĕ. Вĕсене ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем сĕнĕç.

Ялти ăстасем пуçтарнă техника выставки те кĕтет хăнасене.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем ял тăрăхĕсемпе пĕрле хăйсен ĕçĕсен результачĕсемпе паллаштарĕç.

Уявра кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем хăйсене спорт вăййисенче тĕрĕслĕç.

Ачасем те хăйсен пултарулăх выставкине пырса курма чĕнеççĕ. Вăл райадминистраци çурчĕн 1-мĕш хутĕнче иртет.

Уява савăнăçлă лару-тăрура 11 сехетре уçаççĕ. Кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май ĕçре палăрнисене пĕтĕм халăх умĕнче чыслаççĕ.

Çĕн тырăран пĕçернĕ чи пысăк кукăле тутанма та чĕнетпĕр! Кун пек конкурс та пулать уявра.

Пурте – Тыр-пул уявне! 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика