Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван район 70 çул тултарать

16 октября 2013 г.

 

Çитес çулхи февраль уйăхĕнче Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитет. Районта пурăнакан кашни çыншăн палăрăмлă дата.

Тунти кун уява хатĕрленсе ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвне унăн ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ирттерчĕ.

Тĕп лару Шупашкар хулинче февраль уйăхĕнче пулать. Ун умĕн те, ун хыççăн та юбилей шайĕнче професси уявĕсем иртмелле. Вĕсем пĕтĕм юбилей çулталăкĕпе тăсăлмалла. Кашни ĕç коллективĕ, кашни çын юбилей уявĕсене хутшăнма тивĕç.

70 çул – палăрăмлă тапхăр. Апла пулсан район историне аса илер. Вăл пуян та тĕрлĕ енлĕ. Муркаш районĕ яланах малтисен ретĕнче пулнă. Район чапĕ – унăн ĕçчен çыннисемпе мухтавлă ентешĕсем. Вĕсене ятран аса илер.

Йĕркелÿ комитечĕ уяв мероприятийĕсен анлă планне палăртрĕ. Анчах кунта пăнчă лартнă теме çук. Ĕçлĕ сĕнÿсене комитет пуринчен те йышăнма хатĕр. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика