12 октября 2013 г.
Паян пирĕн редакци хăни – РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов.
– Евгений Иванович, паянхи кун шалти ĕçсен пайĕ ĕçĕн хăш енĕсене мала кăларать; Çакăнпа пĕрлех районта криминаллă лару-тăру мĕнлерех?
– Эпир хамăрăн тивĕçе ведомствăн йышăнăвĕсемпе хушăвĕсене, директивисене шута хурса пурнăçлатпăр. Терроризм хăрушлăхне асăрхаттарасси, йĕркеленĕ преступленисене, хĕç-пăшалăн тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешесси, йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парасси тата ытти енсем пирĕншĕн приоритетлă пулса тăраççĕ. Çакăнпа пĕрлех профилактика ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланса ăна эффективлăрах йĕркелесси те – пирĕн тĕллевсенчен пĕри. Кăçал январьте йышăннă «2013–2015 çулсенче Муркаш районĕнче йĕркене пăснине асăрхаттарасси» тĕллевлĕ программăна та хамăр ĕçре тĕпе хуратпăр. Граждансенчен килекен хыпарсемпе пĕлтерÿсем нумай. Çавăнпа та вĕсене шута илессине лайăхрах йĕркелеме тăрăшатпăр.
Иртнĕ тăхăр уйăхра пирĕн пата çынсенчен 4739 хыпар, ыйту килнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 304 нумайрах. Вĕсенчен 240-пе пай сотрудникĕсем уголовлă ĕç пуçарнă.
Асăннă тапхăрта районта 296 преступлени регистрациленĕ, çакă пĕлтĕрхинчен кăшт сахалрах. Вăтам йывăр тата йывăрах мар преступленисем чакни палăрать, анчах та уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ ÿсрĕ: пурĕ 5, вĕсенчен виççĕшĕ – çынна вĕлерни.
– Хăрушă инкексем ăçта пулса иртнĕ?
– Ку инкексем Катькас тата Уйкас Янасал ял тăрăхĕсенче пулса иртрĕç. Пĕр тĕслĕхĕ – хĕре вĕлерсе хăварни, тепĕр икĕ преступлени килте, йăлара тухнăскерсем. Çак преступленисене тăвакансем учетра тăман çынсем, анчах та вĕсене ку таранччен административлă майпа явап тыттарни пулнă. Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче инкек эрех ĕçнĕ çынсем хушшинче хирĕçÿ тухнипе пуçланать, Катькас ял тăрăхĕнче арăмĕ упăшкине вĕлерет.
Çак тĕслĕхсем пире, паллах, профилактика ĕçне вăйлатма тĕрлĕ енсем шырама хистеççĕ. Ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсем, профилактикăн ытти субъекчĕсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлессине эффективлăрах йĕркелемеллине пĕлтерет çакă.
– Вырăнсенчи халăх дружинникĕсем çак ĕçе хутшăнмаççĕ-им?
– Халăх дружинникĕсен юхăмĕ ниепле те тулли хăватпа ĕçлеме пуçăнаймасть-ха. Район шайĕнчи, вырăнти мероприятисене хутшăнаççĕ-ха вĕсем, анчах та кунсерен пурнăçламалли асăрхаттару ĕçне хутшăнмаççĕ. Вĕсем хăйсен ялĕсенчи çемьесене, уйрăм çынсене питĕ лайăх пĕлеççĕ, апла пулсан инкексем ан пулччăр тесен халăх дружинникĕсен те асăрхаттарма ÿркенмелле мар.
– Хăш ял тăрăхĕсенче преступленисен шучĕ ÿснĕ?
– Оринин, Ильинка, Ярапайкасси, Çатракасси, Шетмĕпуç, Йÿçкасси тата Турай ял тăрăхĕсенче лару-тăру çивĕчрех. Асăннă ял тăрăхĕсенче пуринче те коллективлă садсем (вĕсенче вăрăлла ĕçсем сахал мар пулаççĕ) çук тата федераци трасси иртмест. Апла пулсан вырăнта ĕçлесе çитерейменнине йышăнмалла тесе шутлатăп.
– Ытларах мĕнле преступленисем регистрацилеме тивнĕ; Обществăлла вырăнсенче лару-тăру мĕнлерех?
– Ют пурлăха вăрланă тĕслĕх нумай – 88. Çакă пур преступленин вăтăр процентне майлах. Вĕсен 75,8 процентне уçса панă.
Обществăлла вырăнсенче 24 преступлени тунă, вăл шутра урамра – 22. Çакăн йышши преступленисене уçса парасси ÿснине лайăхпа хакламалла. Анчах та лайăх кăтартусемпе лăпланмалла мар тесе шутлатăп, çакăнпа хавхаланса ытларах тăрăшса ĕçлемелле.
Ред.: Шалти ĕçсен районти пайĕн тăхăр уйăхри ĕç-хĕлне çак эрнере пĕтĕмлетрĕç, хак пачĕç. Ун пирки «Халăх тĕрĕслевĕн» çитес кăларăмĕнче паллашма пултаратăр.
Н. Николаева.