Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Заявлени – карттă илме

12 октября 2013 г.

 

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчи социаллă пулăшу паракан центрта универсал электрон карттă (УЭК) илес текенсенчен заявленисем йышăнма пуçларĕç. Çак карттăна кирек кам та илме пултарать.

РФ гражданинĕн универсал электрон картти личноçа çирĕплетекен документа (саккунпа пăхса хунă тĕслĕхсенче), обязательнăй медицина страхованийĕн полисне, обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине, çавăн пекех тÿлевсем тума май паракан банк карттине, водитель удостоверенине тата ытти документсене пĕрлештерсе тăрать. Тепĕр майлă каласан, çыннăн пĕрлĕхлĕ докуменчĕ шутланать. Çак карттăпа автобус-троллейбуссенче те укçа тÿлеме çăмăл – карттăна ятарлă аппарат патне илсе пымалла çеç. УЭК-па патшалăх, муниципалитет паракан тата ытти услугăсемпе усă курма, çавăн пекех вĕсемшĕн укçа тÿлеме те меллĕ. Лавккара туяннă япалашăн та укçа унпах тÿлеме пулать. Универсал карттă тĕрлĕ услугăсемпе кирек ăçта та усă курма май парать: банкоматра, терминалсенче, инфоматсенче, ятарлă карт-ридерпа – Интернетра та. Çак карттă питĕ меллĕ, шанчăклă.

Карттăна 14 çул тултарнă тата аслăрах РФ гражданинĕсене пурне те тÿлевсĕрех параççĕ. Ăна илме çыннăн районти социаллă хÿтлĕх пайне хăйĕн пырса заявлени çырмалла кăна. Пĕрле паспорт (личноçа çирĕплетекен документ), обязательнăй медицина страхованийĕн полисне, обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине илмелле.

Тĕплĕнрех 62-4-69, 62-2-49 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

В. Аникина,

районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика