12 октября 2013 г.
Кăçалхи çанталăк условийĕсем ял ĕçченĕсен çаврăнăçулăхне тĕрĕслемеллипех тĕрĕслеççĕ. Август вĕçĕнче пуçланнă çумăр сентябрьте пĕр чарăнмасăр çурĕ тесен те пысăк йăнăшах пулас çук. Хуçалăхсем апла пулин те тыр-пула йăлтах пухса кĕртме ĕлкĕрчĕç. Кĕр тыррисене палăртнинчен ытларах акса хăварма пултарчĕç. Анчах та çĕр улми кăларас ĕç паян районта вĕçленмен-ха. Лартнă 619 гектартан 352 гектарĕ çинчен пуçтарса илнĕ. Ку вăл пĕтĕм лаптăкăн 57 проценчĕ пулать. Юлнă лаптăкран ытларахăшĕ – «Ударник» хуçалăхра. Кунта «иккĕмĕш çăкăра» паянхи кун тĕлне 200 гектартан 70-шĕ çинчен çеç кăларса илме ĕлкĕрнĕ. Вăтам тухăç -150 центнер.
Мĕн тумалла ăна уйра хăварас мар тесен; Çак ыйтупа кĕçнерни кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕпе В. Петровпа «Ударник» хуçалăхра пулчĕ. Вĕсем хуçалăх ертÿçипе В. Федоровпа, кунти специалистсемпе тата уйрăмсен ертÿçисемпе уйра пулчĕç.
Ĕçлĕ калаçура пуçтарăннисем çакăн пек йышăнчĕç. «Ударник» хуçалăха çĕр улми кăларма районта пурăнакансене ытларах мобилизацилемелле. Çакна валли халăхшăн усăллă çакăн пек условисем пулаççĕ. Хуçалăхăн 5 копалка пур. Вăл кăларнă хыççăн çĕр улми пуçтаракансене пуçтарнин 40 процентне хăйсене параççĕ, тепĕр 60 проценчĕ хуçалăхра юлать.
Тепĕр услови çакăн пек. Çĕр улмие алăпа та кăлармалла – сенĕкпе. Ун пек кăларакансене хăйсем кăларса пуçтарнин 50 процентне параççĕ, тепĕр 50 проценчĕ «Ударникăн» пулать.
Халĕ шутласа пăхăр. Кăçал çумăрлă çанталăка пула çĕр улмин сутăн хакĕ те пĕчĕк мар. Ăна паян пĕр килограмне 10 тенкĕпе сутма пулать. Кунне кашни çын сахалтан та 500-600 кг таран кăларса пуçтарса илме пултарнине шута илсен, çĕр улми кăларма тухакансем кунне кăларса илнĕ çĕр улмие сутса 2–3 пин тенкĕ туса илме пултараççĕ. Çапла майпа эпир çĕр улмине те çĕр айне хăвармастпăр, районта пурăнакансемшĕн хăйсемшĕн те усăллă пулать. Çавăнпа та «Ударник» хуçалăх администрацийĕ районта пурăнакансене çĕр улми кăларма пыма чĕнсе калать. Асăннă хуçалăх ĕçченĕсем валли тата урăхларах уйрăм услови те пур.
Хисеплĕ ентешсем! Айтăр-ха, асатте-асаннесен ырă йăлипе – ниме йĕркипе çĕр улми кăларнă çĕре хутшăнар. Сире «Ударникра» кĕтеççĕ.
Л. Павлова.