Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра тимлĕхе ан çухатăр

26 декабря 2012 г.

Радиопа телевидени передачисенче, хаçат-журналсенче Çĕнĕ çула хатĕрленни пирки хыпарсем ытларах та ытларах. Кунпа мар, сехетпе урамсемпе çуртсем таврашĕнче гирляндăсем йышланнине сисетпĕр: чун астармăш Çĕнĕ çул çывăхрах та çывăхрах. Хамăр сисмесĕрех кашниех унран асамлăх кĕтсе ăна анлă уявлама хатĕрленетпĕр. Çĕнĕ çул вăл – политикăна пырса тивмен уяв. Çавăнпах ăна пурте пĕр йышра уявласси – халăхăн çирĕп йăлинче.

Районта çулленех Çĕнĕ çул уявĕсенче вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем пулаççĕ. Хаçат вулакансене унран асăрхаттарас тĕллевпе паянхи калаçăва районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн пуçлăхне Алексей ИЗОНОВА чĕнтĕмĕр.

– Уяв уявпа та, анчах граждансен çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕ пирки самантлăха та манас марччĕ. Çав савăнăçлă кунсенче çынсенчен, ачасенчен нумайăшĕ уçă çулăмпа усă курассине тата электрооборудованисене анлă эксплуатацилессине кун йĕркине кĕртеççĕ. Ку лайăх-ха, анчах уяв савăнăçĕпе тулса тимлĕхе иккĕмĕш вырăна хăварас мар кăна.

Уявччен вăхăт пур пулсан та çакна калатăп, ытларах инкек хыçĕнче эрех-сăра тата унпа туслашнă май тимлĕхе çухатни тăрать.

Çĕнĕ çул уявне савăнăçлă паллă тăвассине халăх пысăк уяв вырăннех йышăнать. Ку тĕлĕшпе коллективсенче тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă курать. Халĕ каланине шута илсе çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăхпа пуян. Уявсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесен çак вăхăтра кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтеретĕп. Елка ирттерекен яваплă çынсемпе инструктажсем ирттерсех тăратпăр пулсан та вĕсен те çак ĕçе коллективсенче пурнăçламалла. Уяв вăхăтĕнче электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтамасăр сÿнтермелле. Елка çинче çулăм курăнсанах аслисен елкăна çийĕнчех çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла елкăна шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайма тата шыв юххипе айккинелле сарăлма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли.

Çĕнĕ çул уявĕнче илĕртÿллĕ пиротехника изделийĕсем малти вырăна тухаççĕ. Паянхи рынок пиротехника изделийĕсенчен питĕ пуян. Вĕсем хушшинче иккĕленÿллĕ производство продукчĕсем те çук мар. Çавăнпа та вĕсене туянассинчен асăрханăр. Кунпа пĕрлех пиротехника хатĕрĕсене ачасене шанса ан парăр. Вĕсем хăвăрт куçаççĕ, инçе сирпĕнеççĕ, ванчăкĕсем те пысăк вĕрилĕхпе палăраççĕ.

Тавар туянакансен çакна пĕлмелле, кашни пиротехника изделийĕпе пĕрлех (ваккисене валли – кашни упаковкăрах) унпа епле усă курмаллине вырăсла çырнă инструкци пулмалла. Вĕсемпе сутă тунă вырăнсенче çак хатĕрсене ĕçлеттерсе тĕрĕслесси практикăра пулмалла мар.

Пушар, тĕрлĕ авари, çут çанталăк инкекĕ тата ытти йывăрлăх сиксе тухсан ун пирки вăхăтра шăнкăравласа пĕлтерни – йывăрлăха лекнĕ кашни çыншăнах чи кирли. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР Тĕп управленийĕ «Пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службине» республикăра ĕçлекен пур çыхăну операторĕсенчен те шăнкăравсем тÿлевсĕр пулнине пĕлтерет. Кирек хăш мобильлĕ телефонран та (укçа пуррипе çуккине пăхмасăрах) 112 номерпе кирлĕ вăхăтра пĕрлехи диспетчер службине шăнкăравлама майĕ пур.

Стационарлă телефонсенчен йывăрлăхра 01 номерпе шăнкăравлама пулать. Çакна манмалла мар: кирек хăш телефонпа шăнкăравласан та пулăшу кĕтекенĕн инкек вырăнне, адресне, хăй камне тĕрĕс палăртмалла.

Çывхаракан Çĕнĕ çул кашни киле савăнăç çеç илсе килтĕр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика