Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем пирĕн хушăрах

26 декабря 2012 г.

Тăван çĕр-шывăн паттăрĕсен кунĕнче Ильинкăри вăтам шкулта тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Николай Алексеевич Стрельцовпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Паян пурăнакан кашни ветерана çĕнтерÿçĕ-паттăр теме пулать. Николай Алексеевич та вĕсен йышĕнче. 1945–1946 çулсенче запасри гварди лейтенанчĕ Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă. Калуга облаçĕнче çуралса ÿснĕскер, çак ырă кăмăллă ветеран паян Шаптак Муркашра пурăнать. Çавăнпа та ун çинчен пĕлни пирĕншĕн пĕлте-рĕшлĕ тесе шутлатпăр.

Николай Алексеевич хăй каланă тăрăх сакăр çултах ĕçе кÿлĕннĕ. Шкул, больница валли вутă, чул турттарнă. Вăрçă пуçлансассăн вара 15 çулхи арçын ача колхоз председателĕ хушнипе салтаксем валли малти линие снаряд тата апат-çимĕç турттарнă, улăх-çаран çинчи тюкланă утта оруди расчечĕсен лашисем патне леçнĕ.

1943 çулта 17 çулхи каччăна вăрçа илсе каяççĕ. Малтанах вăл 99-мĕш запасри стрелоксен полкĕн шкулне лекет. Сержант званине илнĕ хыççăн шăпа ăна валли питĕ çирĕп тĕрĕслев хатĕрлет: пÿлемет расчечĕн çамрăк командирне Курск пĕккине яраççĕ. Хаяр та хĕрÿ çапăçу ирĕн-каçăн лăпланман. Çакăнта танкистсем çитменрен вăрçăччен тракторпа ĕçлеме ĕлкĕрнĕ каччăна танкиста куçараççĕ. «Çĕр те, пĕлĕт те çуннă» вырăнта тăшманăн танкĕсене те чарса лартнă, хăй те танк ăшĕнче çуннă Николай...

Çакăнта ăна Г. Жуковпа тĕл пулма тÿр килет. Г. Жуков çирĕп те кĕрнеклĕ каччăсене разведка валли суйлама пынă иккен. Николай разведчиксен йышне лекет. Хатĕрленÿсем хыççăн – пĕрремĕш разведка. Тухăçлă çаврăнса тухать вăл: икĕ офицерпа тăватă салтака тытса килеççĕ. Нимĕç çарĕ мĕнле вырнаçнине, вĕсен малаллахи утăмĕсем те паллă пулаççĕ. Прохоровка патĕнчи çапăçура Николай вăйлă аманать, ăна госпитале леçеççĕ...

Сывалнă хыççăн 1944 çулта ăна Горький облаçĕнчи Выкса хулине яраççĕ. Кунта вăл çар техникине юсакан взвод командирĕ пулса тăрать. 1956 çулта демобилизациленнĕ хыççăн Николай Алексеевич унти автозаводра ĕçлеме пуçлать, 32 çул мастерта тăрăшать...

Халĕ вара ветеран Муркаш тăрăхĕнчи илемлĕхпе киленет, хурт-хăмăр ĕрчетет, сиплĕ курăксем ÿстерет. Çакăнпа пĕрлех ачасемпе çамрăксем хушшинче час-часах пулма тăрăшать вăл.

Çĕнтерÿ парадне хутшăннă пушмакĕсене вара паян кун та упрать. Ильинкăри вăтам шкулта вĕренекенсем ветеран каласа панипе кăна çырлахмарĕç, унăн пушмакĕсене те интересленсех пăхрĕç.

И. Каргин,

истори вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика