26 декабря 2012 г.
Районта вăл е ку отрасль аталанăвне пулăшма, унти ĕçсемпе паллашса малашлăх планĕсене палăртма ятарлă кунсем ирттересси пĕрремĕш çул мар ырă йăлара. Тĕслĕхрен, обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хĕл кунĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе вырăна тухса паллашасси. Иртнĕ кунсенче çак тĕллевпе район администрацийĕнче йĕркеленĕ ятарлă рейд ушкăнĕ «Оринино», «Восток» тата «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕсен фермисене çитсе килчĕ. Хамăр çул çÿревпе паян хаçат вулакансене паллаштарас тетпĕр.
Çакна каласа хăвармалла, асăннă хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсемшĕн нумай енпе хăйне евĕр тĕслĕх пулса тăраççĕ. Хăйсен мал туртăмлă ĕçĕпе вĕсем пĕтĕмĕшле аталанăвне çул уçса пыраççĕ.
Раштав уйăхĕ вĕçленмен-ха, çавăнпа та умра сивĕ хĕлĕн анлă çулĕ пулнăран обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕ епле хĕл каçни паян никама та интереслентермесĕр тăраймасть. Йăлтах туса çитернĕ-и-ха эпир выльăх-чĕрлĕхрен хĕл тапхăрĕнче çителĕклĕ продукци туса илме; Паян ĕç технологийĕсене вырăнсенче çителĕклĕ пăхăнса пыратпăр-и тата; Çак ыйтусем канăç памаççĕ паян ыранхи кунпа пурăнакана.
Вырăнсенче пулсан çакă та курăнать. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кая юлмасăр тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалли тата паянах çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнмелли чылай-ха. Çакна çеç калас килет: паянхи ĕç йĕркелĕвĕ ыранхи производствăпа çыхăннине манас марччĕ.
Эпир пулса курнă хуçалăхсенче çав кун выльăхсене шăвармалли тата тислĕк кăлармалли системăсем йĕркеллĕ ĕçлетчĕç. «Герой» хуçалăхри пĕр дояркăпа пăру пăхакансăр пуçне виçĕ хуçалăхĕнче те ытти ĕç вырăнĕсенче ĕçлекенсем пурччĕ.
«Оринино»
Иртнĕ çу кунĕсенче фермăсенче юсав ĕçĕсене анлă ирттерни паян куç умĕнчех. Урайсем юсавлă, шыв пур, тислĕк вăхăтра тухать, апачĕ çителĕклĕ. Апат тенĕрен, хуçалăх кăçал хĕл каçма условлă выльăх пуçне 27,8 центнер апат единици хатĕрленĕ. Анчах утă сахалрах пулни куç хĕррине юлмарĕ. Патаккассинчи сĕт ферминче ĕнесен рационĕнче силоспа улăм тата минераллă хутăшсенчен пурă, тăвар тата монокальцифосфат пурччĕ. Çак апатпа ĕне пуçне талăкра тивекен вăтам сăвăм 9,2 килогрампа танлашать. Хуçалăх хĕл тапхăрĕн пĕрремĕш уйăхĕнче 7,5 тонна (иртнĕ çулхин 79 проценчĕ) аш-какай, 66,2 тонна (114 процент) сĕт туса илме хевте çитернĕ. Самăртма хупнă сыснасен вăтам ÿт хушаслăхĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 139 грамм сахалрах (224 грамм), мăйракаллă шултра выльăхсен 197 грамм пысăкрах (677 грамм) пулни комплексра татса паман ыйтусем пурри пирки ĕнентерчĕ.
«Восток»
Ĕне сарайĕ кивĕ пулнăран çивитти шыв юхтарать пулин те кунта ĕçлекенсем алă усса лармаççĕ. Коллективра кадрсемпе татса паман ыйту çук. Рейд бригадинчи специалистсем хуçалăх ертÿçине ĕнесене пăрулаттармалли уйрăм йĕркелеме хушса хăварчĕç. Унччен сысна сарайĕсем пулнă икĕ вите пушă ларни тата вĕсене юсама укçа-тенкĕ нумай кирлĕ пулни пĕчĕк хуçалăхшăн çĕнме çăмăл мар тиев пулни паллă.
«Герой»
Шурча тăрăхĕнче обществăлла выльăх-чĕрлĕх тăракан сарайсем хĕле хатĕрри ырă шухăш çуратрĕ. Апла пулсан кунта выльăхсене хĕл каçарма хатĕрленнĕ. Укçа-тенкĕ кăртăнкăрах пулнăран выльăхсене минераллă хутăшсем парасси уксахлать. Çав вăхăтрах сумалли ĕнесене выльăх кăшманĕпе тивĕçтерсех тăни курăнчĕ. Хуçалăхри ĕнесем паян талăксерен 8-шар килограмм ытла сĕт антараççĕ. Ферма ĕçченĕсем çакă çителĕксĕррине ăнланаççĕ.
Паян выльăхсене хĕл каçарас тапхăр пырать. Ăна хатĕрленсе ÿсен-тăран отраслĕ малашлăха пăхакан ферма ĕçченĕсем валли хуçалăхсенче утти-улăмне те, сенаж-силосне те, тыррине те çителĕклĕ янтăласа панă. Вĕсен пахалăхĕ лайăххи ĕçлес туртăма ÿстерет кăна. Перекет ыйтăвĕ вара сивĕ кунсенче те кун йĕркинчен тухмасть. Манас марччĕ çакна.
Рейд ушкăнĕ:
Н. КОСТИНА,
район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экономика пайĕн пуçлăхĕ;
Т. АЛЕКСЕЕВА,
район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экономика пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ;
А. ФЕДОРОВА,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕ;
А. БЕЛОВ,
район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.