26 декабря 2012 г.
Декабрĕн 19-мĕшĕнче Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕн членĕсем пухăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйту иртсе пыракан çулталăкра пурнăçланине пĕтĕмлетни тата çитессинче вăя кĕртме палăртни тавра пулчĕ. Чи малтанах асăннă организаци ертÿçи А. Михайлова ку таранчченхи ĕç-хĕле тишкерчĕ.
Тĕп правлени йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн планпа пăхнă календарлă мероприятисемпе хушма ĕçсем йĕркелемелле, учетри кашни инвалидпа тачăрах ĕçлемелле тата ыттине пурнăçламалла – йăлтах куç курман е япăх куракан çын хăтлăхĕшĕн. Пĕтĕмĕшле илсен çак тĕллев пурнăçланать, анчах та çителĕклех тееймĕн, мĕншĕн тесен кунта чи пĕлтерĕшли – реабилитаци центрĕ вăйра тăни. Унăн ĕçне туллин йĕркелесси вара хальлĕхе чăрмавлăрах-ха.
– Çапах та эпир реабилитаци центрĕ кирлĕ пек хута каясса шанатпăр тата ĕненетпĕр, мĕншĕн тесен çакă пĕр е икĕ çынна кăна кирлĕ мар вĕт. Шел пулин те, пирĕн пек категориллисем йышлансах пыраççĕ. Апла пулсан ку – паян татса памалли çивĕч ыйту, – пĕр шухăшлăн пулчĕç кунта пухăннисем.
Инвалидсемшĕн вара реабилитаци центрĕ тата унăн хатĕрĕсем тĕп пулăшуçă вырăнĕнче. Кунта чи анлă сарăлнисем шутне шурă туя, коляска, калаçакан тонометр кĕреççĕ, çавăн пекех ыттисем те пур.
– Çаксемпе тивĕçтересси ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çавăнпа та кунта чи пĕлтерĕшли – сиплевçĕ врач патĕнче пулни тата унăн сĕнĕвĕ. Апла пулсан сывлăх хавшанине туйсанах вĕсемпе канашламалла тата сипленме çырăнмалла, – паллаштарать организаци специалисчĕ Е. Никитина.
Паянхи кун тĕлне организацире 210 çын учетра тăрать, вĕсенчен ытларах пайĕ – аслă ăрурисем. Кунти ĕçре чылай çул активлăхпа палăрнă çичĕ çын «ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Кашни уйăхрах ĕç ушкăнĕ тĕрлĕ ыйту сÿтсе явма пухăнать. Асăннă шайра уçăмлатма май килменнисене çÿлерех хăпартма тивет. Çапах та организаци район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсен тимлĕхĕсĕр вара чылай ыйту аякра кăна юлнă пулĕччĕ.
Сывлăх енчен хăш-пĕр кăлтăклă çын ыттисемпе хутшăнни сиплев вырăнĕнчех пулĕ. Çавна май Раççейри куç курманнисен организацийĕ ку енĕпе питĕ тимлĕ ĕçлет, май пур таран ытларах çынна тĕрлĕ тĕл пулусене явăçтарма сĕнет. Тăватă стена хушшинчи çын хăйне хăй кичемлĕхре, пĕчченлĕхре туйса хавшать пулсан, обществăна тухаканни хушма вăй-хăват илет.
Акă Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Аня Столяровăнах илер-ха. Пачах та курман хĕр ача тĕрлĕ тĕл пулура, мероприятире питĕ пуçаруллă. Кăçал кăна вăл вунă тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илчĕ, вĕсем – Брайль системипе çырнисем. Хамăр тавралла пăхар-ха, паянхи кун ун йышшисене кама асăнма пулать; Хăй кăна вуланипе çырлахмасть, ыттисене те вĕсемпе паллаштарать. Шупашкар хулинче компьютерпа ĕçлеме хăнăхас енĕпе икĕ курс пĕтерчĕ. Алă сĕмĕпе тĕрлĕ япала эрешлетсе çыхать. Пĕррехинче ав вĕсене ача çуртне те парнелерĕ. Акă ăçта ырă кăмăллăх туйăмĕ тата кун-çула хаклама пĕлни! Эпир вара паян пирĕн пурнăç йывăр, укçа çук тетпĕр.
– Чылайăшĕ эпĕ çыхма пултарнине ĕненмест, çавăнпа та пысăк йыш умĕнче мастер-класс ирттерме те хатĕр, – каласа парать «Ал ĕç ăстисен Раççейĕ» фестивале пĕрре кăна та мар хутшăннă Аня.
Ырă тĕслĕх пуçаруçисем кунта чылай. Чăнах та асăннă категорие пĕр-пĕринпе хутшăнма майсем туса пани питĕ кирлĕ. Акă нумаях та пулмасть активистсем республикăри черетлĕ конкурса хутшăнма кайса килчĕç, çавăн пекех çак кунсенче кăна кĕçĕн çулхи ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсене Шупашкар хулине ăсатрĕç. Çапла пурăнать, аталанать организаци. Кунта харпăр хăй ĕçне кăтартма, сĕнме пĕлни пĕлте-рĕшлĕ. Тепĕр тесен пирĕн хушăра пур енлĕ пултаруллă çынсем сахал мар. Шăпах çавăн йышшисене йыхравлать те «Филантроп» конкурс. Унта хутшăнасси – çитес çулхи тĕллев.
Раççей шайĕнче тухса тăракан «Наша жизнь» журнал пирки те асăнмасăр иртес килмест. Виçĕ мелпе (пысăк шрифтсемпе, Брайль системипе, кассетăпа) пичетленекен журнал куç курман çынсемшĕн уйрăмах меллĕ, ăна вĕсем питĕ кăмăллаççĕ. Пысăк шайра тухакан журналта Чăваш Республикинчи хыпарсем те тухаççĕ, çавăн пекех хăш чухне Муркашсем пирки те вуласа пĕлме пулать. Юлашки вăхăтра кĕнеке вулакансем кăшт сахалланчĕç пулин те куç курманнисем пирки çакна калаймăн. Вĕсем вара тăтăшах тĕрлĕ мелпе çырнă произведенисене вулаççĕ. Çапларах ĕçлет тата пурăнать асăннă организаци.
Сăн ÿкерчĕкре эсир Калайкассинче пурăнакан Вера Феофановна Горлановăна куратăр. Пултаруллă хĕрарăм асăннă организаци ĕçне активлă хутшăнать, çавăн пекех вăл тĕрĕслев комиссийĕн ертÿçи те. Çак кунсенче Вера Феофановнăн çуралнă кунĕ пулчĕ. Кăшт каярах юлнă пулин те эпĕ те унăн çывăх çыннисен ырă сăмахĕсем çумне хутшăнатăп, çирĕп сывлăх сунатăп.
Р. МАКАРОВА.